Комментировать

27 Сен, 2016

Тĕрĕсси çиеле тухатех

Пĕр ĕç патне те алă пымасть. Чуна шĕкĕ кăшланă пек пĕр шухăш кăшлать. Хама темĕнле лăплантарма тăрăшатăп пулин те чĕрене чараймастăп.

Мĕншĕн пур-ши тĕн­че­­ре «ырă» çынсем? Пĕл­местĕмччĕ пĕреххут нимĕн те.

Ĕлĕкхи пекех юратса, шанса, ĕненсе пурăнаттăм. Чунра лăпкăччĕ, вăл килессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Вăл çапла икĕпитлĕ пуласса кам пĕлнĕ-ха? Ачаш та тимлĕскер, куçран пăхса тăраканскер, кашни эрнерех ватă та чирлĕ амăшне пăхма тесе тăван ялне васкаканскер икĕ ача ашшĕ пулнине пĕлнĕ пулсан-и?.. Эпĕ унпа сăмах та хушса калаçас çук, юнашар выртма мар, çумăн та утас çук!

Унăн мана мĕншĕн суй­маллаччĕ-ха? Тĕрĕссине каланă тăк тĕнче йăтăнса анатчĕ-им? Суя хăçан та пулсан çиеле тухасса пĕлмен-им вăл?

Йăлтах ăнсăртран пулса тухрĕ. Эпĕ ĕçлекен завода çĕнĕ сварщик килчĕ. Эпир, сборщицăсем, юнашар цехра ĕçлеттĕмĕр. Çĕнĕ çынна куç тÿрех асăрхать ĕнтĕ. Пăхма илемлĕ сăн-питлĕ, сăпайлă калаçакан яша пĕрре курсах килĕштертĕм. Сăмах вылятаканĕ хамах пултăм мар-и? Пĕрле илнĕ кукăле çисе пăхма сĕнтĕм, ĕç хыççăн дачăна пулăшма чĕнтĕм. Аннепе иккĕнех пурăнатпăр та ĕç алли ытлашши мар терĕм-ши? Çĕрулми анине иккĕн тем хушăра чавса пĕтертĕмĕр. Ĕçлеме вăйлă ĕçлет иккен. Çĕрулмине те пĕрлех лартрăмăр. Ĕç хыççăн дачăран тухма та пĕлмерĕмĕр. Вăл, хваттер тара илсе пурăнаканскер, мана пулăшма пĕрре те хирĕçлемерĕ. Пĕчĕк нÿхреп те чаврăмăр, иксĕмĕрех сарай туса лартрăмăр. Йĕри-тавра хуралтă тытса çавăртăмăр. Аннен кăмăлне те кайрĕ вăл. Хваттерте юсав ĕçĕсем тума та пулăшрĕ. Электричество, сантехника ĕçĕсене аванах ăнкаратчĕ. Алли питĕ çыпăçуллăччĕ. Эпир вырăнне те тахçанах пĕрле ăшăтаттăмăр ĕнтĕ. Ирхине ĕçе пĕрле, каçхине ĕçрен пĕрле... Анне чирлĕ аппăшне пăхса пурăнма яла куçса кайрĕ. Паян-и, ыран-и — пĕрлешесси пирки сăмах татма шухăшлаттăм.

...Проходнойран пĕрлех тухрăмăр та — терминал урлă укçа илекен савнă çыннăма кĕтсе урама тухрăм. Çамрăк хĕрарăм икĕ пĕчĕк ачипе тăратчĕ, такама кĕтетчĕ пулас. Ман савни алăкран тухрĕ çеç — ачасем ун патне «атте, атте» тесе ыткăнчĕç. Арăмне те пырса ыталарĕ вăл. Çаплипех, мăшăрне ыталанипех, ачисене çавăтнипех утса кайрĕç. Эпĕ çук та тейĕн, ман çине куç хÿрипе те пăхса илмерĕ.

Тепĕр кунхине каçару ыйт­рĕ. «Эп сана нимĕн те шантарман», — терĕ. Арăмне пирĕн хутшăнусем çинчен «ырă» çынсем хыпарланине пĕлтерчĕ.

Чунтан хурланса Зоя.

Ишлей сали.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.