Комментировать

24 Сен, 2016

Тÿрре тухмалли сăлтав шырарĕ

Меркури ĕнерех хатĕрлесе хунă сумкине илчĕ те арăмĕпе сыв пуллашмасăрах ял çумĕнчи автобус чарăнăвне васкарĕ.

— Хуçалăхра кирлĕ япаласем туянма хулана кайса килетĕп, — тенĕччĕ пĕр кун маларах мăшăрне суйса.

Эрне каялла Меркурие çыру килсе пачĕç. Юрать-ха ун чухне мăшăрĕ Çинук килте марччĕ. Çырăва вуласа тухма чăрмантаракан пулмарĕ. Вуланăçемĕн çепĕç те ăшă сăмахсем Меркурин чунне хăпартлантарса ячĕç. Тапхăр-тапхăр тути ăшшăн кулса илчĕ.

Маруç Меркурие хулана тĕлпулăва йыхравлать. Хăйсем кану çуртĕнче паллашнăранпа пĕр çул çитнине уявлама чĕнет.

Вĕсем пансионатра ăнсăртран тĕл пулчĕç. Маруç каçхи апат хыççăн урамра уçăлса çÿрес тесе пÿлĕмрен тухма тăнăччĕ çеç, хирĕç кĕрекен Меркурипе чутах çапăнмарĕ.

— Ой, каçар мана, Турă çырни, — терĕ Маруç чи малтан. Сăмах хыççăн сăмах, çав каç вĕсем чылайччен урамра алла-аллăн тытăнса çÿрерĕç. Маруç хăйĕн ăнăçман пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ. — Ирĕклĕ кайăк эпĕ, — терĕ хĕрарăм ун чухне хăйне.

Упăшкине хăй пăрахнă имĕш. Сăмах ваклама, калаçма пĕлмен мăшăрĕ арăмне чун ăшшипе савăнтарайман.

Тунсăхлă хĕрарăма япшар чĕлхеллĕ Меркури пĕрремĕш каçах тыткăнлама пултарчĕ. Хĕрÿллĕ, пултаруллă ар­çын Маруçăн чĕрине ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçрĕ.

Унăн шухăш çăмхине хыçра ларса пыракан вăтам çулхи хĕрарăм татрĕ.

— Çамрăк çын, эсир ăнсăртран мамăк тутăр сутмастăр-и, — терĕ вăл Меркурин сумкинчен курăнаканни çине тĕллесе.

— Çу-у-у-к, — терĕ арçын, мамăк тутăра шаларах чиксе. Ăна пытарнă хыççăн Меркури кĕсйинчи арăмĕн паспортне тĕрĕслесе пăхрĕ, вăл та çиелте выртнăн туйăнчĕ.

Меркури арăмĕн мамăк тутăрĕпе паспортне вăрттăн чиксе тухрĕ. Маруç тĕлпулу каçĕ валли хваттер тупас ыйтăва: «Санăн татса пама тивĕ», — тенĕччĕ çырăвĕнче. Меркури пĕр эрне пуçне ватрĕ, юлашкинчен ăнăçлă меслет тупрĕ.

Шăхранти автовокзалта Маруçа тĕл пулсанах хăна çуртне ертсе кайрĕ. Шăпах çакăнта кирлĕ пулчĕ те Меркурие арăмĕн мамăк тутăрĕпе паспорчĕ.

— Эпĕ хамăн юратнă мăшăра хула больницине илсе килтĕм, чĕрепе аптăрать, тухтăрсем тĕрĕслесе чире палăртиччен пурăнма иксĕмĕре пĕр пÿлĕм уйăрса парăр-ха, — терĕ Меркури хăна çуртĕнчи майрана арăмĕн тутăрĕпе пĕркенсе ларакан Маруç еннелле кăтартса.

Маруçпа Меркури иккĕмĕш хута хăпарса хăйсен пÿлĕмне шыраса тупрĕç. Шалта — икĕ вырăн. Салтăннă-салтăнман Маруç тусне мăйĕнчен ыталаса хĕрÿллĕн чуп турĕ. Пĕр-пĕриншĕн тунсăхланă туссем хăна çуртĕнче виçĕ кун пурăнчĕç. Кăнтăрла хулара уçăлса çÿрерĕç. Каç валли апат-çимĕç, пĕрер кĕленче хаклă йышши эрех илсе кĕчĕç.

Юлашки каç ытларах ĕçнипе-ши, еркĕнсем ирех тăраймарĕç. Пÿлĕме тирпейлекен хĕр алăка шаккаса вăратрĕ.

Вăхăт чылай иртнине пула вĕсем васкасах çула пуçтарăнчĕç. Автовокзала çитсенех Меркурин автобусĕ çитрĕ. Уйрăлу куççульсĕр пулмарĕ. Маруç автобус куçран çухалмасăр та вырăнтан хускалмарĕ.

Меркурин сумкинче пĕр кĕленче сăра пур. Ăна ĕçес тесе сумкине уçрĕ те арăмĕн мамăк тутăрĕ çуккине асăрхарĕ. Эх, минтер айĕнчех выртса юлнă иккен. Кун хыççăн кĕсйинчи укçине кăларса шутларĕ, 17 тенкĕ анчах юлнă. Килĕнчен вăл 2 пин тенкĕ ытларах чиксе тухнăччĕ.

Шухăш çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ.Маруç ăна пĕчченех пурăнатăп терĕ вĕт-ха. Тĕлпулăва мĕншĕн хăй патне килне чĕнмерĕ-ха вăл? Адресне те уççăн каламарĕ, тен, унăн упăшки те пур. Тен, вăл та тĕлпулăва килнĕ чухне мăшăрне хуçалăхра кирлĕ япаласем илме каятăп тенĕ. Айăпа кĕнĕнех туйрĕ хăйне Меркури.

Часах автобус чÿречинчен тăван ялĕ курăнчĕ. Чарăнура анса юлнă Меркури Çинук умĕнче тÿрре тухмалли сăлтав шыраса килĕ еннелле васкамасăр, питĕ шухăшлăн утрĕ.

 

Иван ЕРОФЕЕВ.

Патăрьел районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.