Комментировать

23 Сен, 2016

Телевизора — палăк

Шупашкарта арт-объект шучĕ ÿснĕ. А.Николаев космонавт урамĕнчи телецентр çурчĕ умĕнче телевизора халалланă палăк ÿссе ларнă.

Вăл — вун-вун телевизортан меллештернĕ композици. Ăна «Чăваш Ен» ГТРКн 55 çулхи юбилейне халалланă. Ăна йĕркелеме икĕ уйăх каяллах пуçланă. Телекуравçăсене явăçтарса «Кивĕ телевизора илсе кил» акци ирттернĕ. Унта хутшăнакансене купон панă. Вĕсене юпа уйăхĕнче выляттараççĕ. Çĕнтерÿçĕ вĕр çĕнĕ телевизорлă пулĕ.

«Ку акцие Шупашкар çыннисем питĕ хастар хутшăнчĕç. 300-е яхăн кивĕ телевизор пухăнчĕ. Вĕсен йышĕнче тĕрлĕ калăпăшли, расна маркăлли пур. Çав шутра, йывăç, пластик корпуслисем те. Хăшĕсем 2-3-шер телевизор илсе килнĕ. Ытларахăшĕ — иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсенчисем. Телекуравçăсене питĕ пысăк тав. Эпир вĕсен юратăвне туйса илтĕмĕр. Вĕсем пулăшнипе кăна çак «скульптурăна» çĕклеме май килчĕ», — тет «Чăваш Ен» ГТРК директорĕ Екатерина Канюка.

Ку — Чăваш Енри пĕрремĕш çакнашкал арт-объект. Екатерина Канюка пĕлтернĕ тăрăх — хăшпĕр регионта та кивĕ телевизорсене пухкаланă, анчах никам та çакăн пек «палăк» туман. Ăна 67 телевизортан икĕ эрне ăсталанă. Арт-объектăн авторĕ — ГТРК художникĕ Алена Бамбурина.

А.ГРОМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.