Комментировать

22 Сен, 2016

Чĕлхе çăтса ямалла тутлă çитереççĕ

Шкулти апатлану пахалăхĕ çитĕнекен организмшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Выçă хырăмпа вĕренес те, ĕçлес те килмест. Республикăри пĕлÿ çурчĕсенчи столовăйра ачасене кашни кун вĕри апат çитереççĕ. Шупашкарти шкулсенче шăпăрлансем уншăн карттăпа тÿлеççĕ. Апатлану йĕркипе тата унăн пахалăхĕпе паллашас тĕллевпе шкулсене çитрĕм.

Ашшĕ-амăшĕ те сĕтел хушшине ларать

Афанасьев урамĕнче вырнаçнă 2-мĕш шкулта мана директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Инна Нестерова кĕтсе илчĕ. Вăл пĕлÿ çуртĕнчи апатланушăн та яваплă.

— Пирĕн шкулти столовăйра 250 ача валли вырăн пур. Шăпăрлансем икĕ сменăпа вĕренеççĕ. Пирĕн патра 1100 ытла ача пĕлÿ пухать, çавăнпа поварсен пĕр пушă минут та çук. Апачĕ чăннипех те тутлă. Хăш чухне тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ те çиет. Меню кашни вунă кунра улшăнать. Ăна Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ çирĕплетет. Кашни кун тĕрлĕ апат çитереççĕ. Ачасен кунне виçĕ хут апатланма ирĕк пур. Хаксем республикăри мĕн пур шкулти пекех. 1-4-мĕш классен ирхи апачĕ — 19 тенкĕпе, 5-11-мĕшсен 23 тенкĕпе танлашать. Кăнтăрлахи — 46 тенкĕ. Кахал апачĕшĕн 20-35 тенкĕ кăларса хума тивет. Хăш чухне буфетри çимĕçе ытараймасăр ашшĕ-амăшĕ киле те илсе каять. 2010 çултанпа ачасем апатшăн карттăпа тÿлеççĕ. Пĕлтĕртенпе буфетра та кунашкал тÿлев тытăмне хута янă. Унта чипс, газлă пылак шыв, организма сиен кÿрекен ытти апат-çимĕçе сутмаççĕ. Манăн шухăшпа, шкул апачĕшĕн карттăпа тÿлеме пуçлани ашшĕпе амăшĕшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те меллĕ. Унччен кашни уйăхра укçа пухса мĕн чухлĕ вăхăт пустуй иртетчĕ, — столовăйпа паллаштарчĕ Инна Нестерова.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа шкулти апатлану хакĕ ÿснĕ. Пуçламăш тата аслă классен ирхи апачĕ 3 тенкĕ хăпарнă, кăнтăрлахи 6 тенкĕ ÿснĕ. Инна Валерьевна каласа кăтартнă тăрăх, ашшĕ-амăшĕ ку тĕлĕшпе кăмăлсăрланнине кăтартман. Апат-çимĕç, çи-пуç хакĕ ÿснине кашниех пĕлет. Ачана шкулта пахалăхлă апат çитерессишĕн укçана перекетлеме кирлĕ мар. Кунпа директорăн заместителĕ те килĕшрĕ. Инна Валерьевна ашшĕ-амăшĕпе пĕрле апатлану йĕркине тĕрĕслекен ятарлă комисси йĕркеленине пĕлтерчĕ. Вĕсем никама систермесĕрех столовăя килеççĕ, апата миçе грамм хурса панине, поварсем менюпа килĕшÿллĕн пĕçернипе пĕçерменнине тĕрĕслеççĕ.

Сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесен çăмăллăхсемпе усă курма май пур. Тĕп хулари 2-мĕш шкула çÿрекен шăпăрлансенчен 41-шĕ тÿлевсĕр апатланать, тепĕр 52-шĕ çур хакпа çиет.

Шупашкарти 2-мĕш шкул ачисен кăнтăрлахи апатне манăн та астивме май килчĕ. Ирхине шăпăрлансем сĕтпе пĕçернĕ вир пăтти çинĕ. Кăнтăрлахи апатра борщ, хура тул пăттипе биточки, пĕр касăк хăяр, икĕ татăк çăкăр тата панулми компочĕ пачĕç. Апат чăннипех те чĕлхе çăтса ямалла тутлă пулчĕ. Биточкие пăс çинче пĕçернĕ. Эпĕ — эксперт мар, çавăнпа ку шкулта йĕркене пăснă пĕр тĕслĕхе те асăрхамарăм. Сĕтел тасаччĕ. Ачасем тулли кăмăлпа апатланатчĕç. Инна Валерьевна каланă пекех, столовăйра икĕ арçын тĕпренчĕкĕпе пĕрле çинине асăрхарăм. Эппин, кунта чăннипех те ăста поварсем ĕçлеççĕ, апата тутлă пĕçереççĕ.

Шашлăк та пур

«Тĕрĕс апатлансан сывлăхлă пулан», — тесе çырнă Шупашкарти Павлов мичман урамĕнчи 27-мĕш шкулти столовăй стени çине. Чăвашла çырнине курсан чунра ăшă туйăм çуралчĕ. Кăнтăрлахи апат çинĕ пулсан та чăх какайĕнчен пĕçернĕ шашлăка тутанмасăр чăтаймарăм. 36 тенкĕ те 6 пус тăраканскере çĕрулми нимĕрĕпе пĕрле илтĕм. Питĕ тутлăччĕ. Шкулта пысăк квалификациллĕ поварсем ĕçленине ку çеç мар, стенаран çакăнса тăракан тав хучĕсем те çирĕплетрĕç.

Шкул директорĕ Людмила Жукова пĕлÿ çуртĕнче 998 ача ăс пухнине, вĕсенчен 97% столовăйра апатланнине пĕлтерчĕ.

— Ачасем графикпе килĕшÿллĕн апат¬ланаççĕ. Хăшĕсем кунне — 1 хут, теприсем 2 е 3 хут çиеççĕ. Пирĕн менюри апат швед сĕтелĕнчи пекрех. Унта шашлăк та, люля-кебаб та, улма-çырла салачĕ те пур. Какая çатмара ăшаламаççĕ, мĕн пур çимĕçе пăс çинче пĕçереççĕ. Ачасен хăйсене килĕшекен çимĕçе суйлама ирĕк пур. Комплекслă апатлану йĕркине суйлакансем валли йăлтах хатĕр. Ашшĕ-амăшне апатлану пахалăхĕпе кăсăкланма нихăçан та чарман. Иккĕленеççĕ пулсан пĕрле ларса çиме сĕнетпĕр. Шăпăрлансем тĕрлĕрен пулаççĕ вĕт. Тĕслĕхрен, пĕрисем манна пăттине юратманран килте çывăх çыннисене шкулти апат тутлă пулманни пирки калаççĕ. Кунта айăпĕ поварсенче мар. Паллах, кашнин кăмăлне тивĕçтерме май çук. Апла пулин те шкулта шăпăрлансене витаминсемпе калори виçине шута илсе пахалăхлă апат çитереççĕ. Класра камăн та пулин çуралнă кун тăк поварсем саккаспа хуплу пĕçерсе пама пултараççĕ, — шкулти апатлану йĕркипе паллаштарчĕ Людмила Митрофановна.

Шупашкарти 27-мĕш шкулта 24 ача — тÿлевсĕр, 53-ĕн çур хакпа çиеççĕ. Кунта та сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесене çăмăллăхсемпе усă курма май параççĕ. Столовăйра телевизор пуррине те палăртса хăварам.

Хулари шкулсенчи апатлану пахалăхне мониторинг мелĕпе тĕрĕслеççĕ. Столовăйсене вĕренÿ управленийĕн ĕçченĕсем те, ашшĕ-амăшĕн канашĕн хастарĕсем те килеççĕ. Эпĕ çитнĕ шкулсенче йĕркене пăснине тупса палăртни, кун пирки асăрхаттарса директор сĕтелне шаккани пулман.

Пахча çимĕçе хăйсем çитĕнтереççĕ

Пĕлтĕр Интернетра Шăмăршă районĕнчи шкулсенчи апатлану чи йÿнĕ пулни пирки вуласа пĕлнĕччĕ. Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе пĕлÿ çурчĕсен ертÿçисемпе çыхăнтăм. Кивĕ Чукал шкулĕн директорĕ Татьяна Бибукова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем апатлану валли уйăхне кашни ачаран 600-шер тенкĕ пуçтараççĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 100 тенкĕ ÿснĕ. Тĕп хулара ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕ ирхи тата кăнтăрлахи апат çинĕшĕн 65-69 тенкĕ кăларса хума тивет. Çапла 20 кунра 1300-1380 тенкĕ расхутланать. Кивĕ Чукал шкулĕн ачисем юнашар лаптăкра купăста, хĕрлĕ кăшман, кишĕр, сухан тата ытти пахча çимĕçе хăйсем туса илеççĕ, çавна май укçа перекетлеççĕ. Çак шкула çÿрекен шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕ, хуларипе танлаштарсан, апатланнăшăн икĕ хут сахалрах тÿлет.

Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткас шкулне çÿрекенсем авăн уйăхĕнче 500-шер тенкĕ кăна пуçтарнă. Вĕсем те пахча çимĕçе хăйсем туса илеççĕ. Пĕлÿ çурчĕн пахчинче çĕрулми те лартса ÿстереççĕ.

«Ревизорро» кăларăм ертÿçи пек çирĕп тĕрĕслев ирттерме шухăш тытман эпĕ, çапах шкулсенчи апатлану тытăмĕпе кăмăллă юлтăм. Паллах, пур шкулта та пĕр кăлтăк та çук тесе çирĕплетейместĕп. Поварсем тăрăшса ĕçлени куçкĕрет. Шкул ачисене чăннипех те тутлă та пахалăхлă апат çитереççĕ. Тĕрĕс тата вăхăтра апатланни вĕсен сывлăхне çирĕплетет, тăрăшса вĕренме хистет.

Любовь ПЕТРОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.