Пĕр йывaç çинче
Пĕр йывăç çине 4-5 сорт сыпсан улма-çырла ассортиментне самай пуянлататăн. Çуллахи тата кĕрхи йышшисене пĕр улмуççипе е грушăпа пĕрлештерме пулать. Хĕллехи сорта уйрăм сыпмалла, мĕншĕн тесен унăн аталану /вегетациº тапхăрĕ урăхларах. Пĕр йывăç çинче темиçе сорт ÿссен шăркалантару ĕçĕ вăйланать, çакна кура яланах тухăç пулать.
Манăн дачăра пĕртен-пĕр улмуççи кăна çитĕнет, лаптăкăн пысăк пайне пахчаçимĕç йышăнать. Ун çине хама килĕшнĕ мĕнпур сорта сыпнăран утă уйăхĕнчен тытăнса чÿк уйăхĕчченех панулми пуçтаратăп.
Улмуççишĕн анис сыпма меллĕ, унсăр пуçне грушовка, тĕрлĕ китайка хунавĕ те юрăхлă, вĕсен вăрри часах шăтать. Кĕркунне йăран çине аксан çуркунне хунав тухать. Вăл лайăх ÿсет, виççĕмĕш çулхине вĕсем çине сыпма та юрать. Сыпнă йывăçсем вăрах лараççĕ, лайăх ÿсеççĕ тата тухăçпа савăнтараççĕ.
Грушăшăн сыпмалли йывăç шутĕнче – кипарисовка, вĕтĕ, йÿçĕ груша.
Çÿллĕ ÿсекен йывăçсем чиешĕн тата черешньăшăн сыпма аван. «Владимирская» чие хунавĕ çинче те черешня лайăх çитĕнет.
Слива валли кирек мĕнле тернослив, час пиçсе çитекен хĕрлĕ слива, терн илмелле. Ăна «войлочная» йышши чие çине сыпма та юрать. Кун пек йывăç çÿллĕ ÿсмест, анчах нумай тухăç парать. Абрикосшăн шултра терн хунавĕ лайăх.
Михаил ВЛАДИМИРОВ.