Комментировать

21 Сен, 2016

ПУÇА ПĂРМА ÇУК

Мăй радикуличĕ чухне мăй, ĕнсе кăна мар, хăлха та ыратма пултарать, пуçа пăрсан е ÿсĕрсен тата хытăрах ыратма пуçлать. Чылай чухне пуç çаврăнса аптратать. Ыратакан тĕле тĕрлĕ хутăшпа сăтăрни, компресс хуни ырă витĕм кÿрет.

Хуратул компресĕ

Пĕр стакан чĕрĕ хуратул кĕрпине çатма çине хурса ăшăтмалла. Йĕтĕн пусмаран çĕленĕ хутаçа тултармалла, ĕнсе çине хумалла, ăшă шарфпа чĕркемелле. Хуратул сивĕничченех тытмалла. Курс — ыратни иртиччен.

Йÿç кăшман, лаванда çăвĕ

Хура йÿç кăшмана теркăламалла, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. 1 апат кашăкĕ сĕткене 1-2 тумлам лаванда эфир çăвĕ ямалла. Хутăшпа ыратакан тĕле сăтăрмалла, çăм шарфпа чĕркемелле, 1 сехетрен илмелле. 5-6 процедура хыççăн ыратни лăпланать, хусканулăх таврăнать.

Ухмах йывăççи

Вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ ухмах йывăççин /багульник/ çулçине 5 апат кашăкĕ хĕвелçаврăнăш çăвĕпе хутăштармалла. Ăшăтмалла, анчах çăва вĕреме кĕртмелле мар. Кăштах сивĕнсен банкăна ямалла, çăтă хупмалла. 10 сехет лартмалла та марля витĕр сăрăхтарамалла. Çупа ыратакан вырăна ирхине тата каçхине сăтăрмалла. Курс — 5-6 кун.

Шута илме: мăй тăрăх нервсем нумай иртеççĕ, çавăнпа питĕ асăрхануллă пулмалла, сиплеве тытăнас умĕн невропатологпа канашламалла.

ЫРĂ ШĂРШĂЛЛĂ ЧЕЧЕК

Ырă шăршăллă анчăк курăкне /ромашка душистая, лепидотека пахучая/ уйăрса илме йывăр мар: унăн эмел курăкĕнни пек хĕрринчи шурă чечекĕсем çук. Шăрши вара питĕ вăйлă, типĕтсен те юлать.

Халăх медицининче анчăк курăкĕн чечекĕн шĕвекĕсемпе шыçнине, хутлатнине, шăнăр туртнине ирттерме, тар кăларма, çемçен хытарма, ват шĕвекне кăларма усă кураççĕ. Унсăр пуçне унăн препарачĕсем бактерисене вĕлереççĕ, çавăнпа вăл тулаш сиплевре те лайăх.

Вар-хырăм чирĕсем, пыршăлăх хутлатни, метеоризм.

Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. 2-3 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут чĕрĕкшер-çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Çак шĕвекпех тÿрленмен сурансене, трофика язвисене кунне темиçе хут çумалла. Курс — сываличчен.

Пит ÿчĕ типĕ, сывă мар.

Пĕр стакан сĕте вĕреме кĕртмелле. Вĕтетнĕ типĕ 1 чей кашăкĕ анчăк курăкĕн чечекĕ ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 2-3 минут тытмалла. Илсен 30 минутран сăрăхтармалла.

Ăшă шĕвекпе ирхине тата каçхине пите, мăя сăтăрмалла. Курс — ÿт лайăхланиччен. Холодильникре упрамалла. Усă курас умĕн пĕрре кирлĕ виçене ăшăтмалла.

Вăрăмтунаран, тĕрлĕ кăпшанкăран.

Кăмпана, çырлана çÿрекенсемшĕн те анчăк курăкĕ — çăлăнăç вырăнĕнчех. Унра çунтарнă чухне хурт-кăпшанка хăратакан япаласем пур. Вăрăмтунасемпе кăпшанкăсем тапăнасран хÿтĕленме кăвайта çак ÿсен-тăранăн темиçе тунине пăрахни те çителĕклĕ.

Çăвар ăшĕ шыçсан, çăвартан ырă мар шăршă кĕрсен.

Анчăк курăкĕн чечекне ярса вĕретнĕ шывпа çăварăн лăймака сийĕ шыçсан чÿхени сиплĕ витĕм кÿрет. Тата унпа çăвара чÿхени ырă мар шăршăран хăтарать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.