Комментировать

21 Сен, 2016

ÇŸÇ ТĂКĂНАТЬ: ÇŸХЕЛЕТ...

Çÿç çÿхелсех пырсан мĕн тумалла-ха? Вăхăтра сипленме пуçласан, пурнăç йĕркине майласа çитерсен кукшаланасран хÿтĕленме пулать. Çак сĕнÿсем çÿç тăкăнасран сыхланма та пулăшĕç.

1. Аш арманĕпе вăтам икĕ сухана авăртмалла, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла, 1 апат кашăкĕ пыл хушса пăтратмалла. Хутăшпа эрнере 2 хут çÿç тымарĕсене пуçа çăвас умĕн сăтăрмалла. Алоэ сĕткенĕпе те усă курма юрать.

2. Эрнере пĕрре пуçа çунă хыççăн ÿтне пĕр ывăç апат тăварĕпе 10 минут сăтăрмалла, унтан çуса тасатмалла. Курс — 6 процедура. 2-4 эрнерен тепĕр курс ирттермелле.

3. Хăмлан 1 апат кашăкĕ типĕ пучахне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче çур сехет вĕретмелле, сăрăхтармалла. Ăшă шĕвекпе çÿçе çунă хыççăн чÿхемелле.

4. Çÿçе чÿхеме вĕлтренĕн 3-4 чĕрĕ хунавне 3 литр вĕри шыва ямалла, 5-10 минутран сăрăхтармалла, сивĕтмелле.

5. Кашни кун пуçа пÿрнесемпе е массаж щеткипе 5-10 минут массаж тумалла.

6. Диетăсемпе ытлашши иртĕхмелле мар, тĕрĕс апатланмалла, хăвăрт хатĕрлемелли апатсем çини, хăпăл-хапăл çырткаласа илни микроэлементсемпе /час-часах цинкпа тимĕр/ витаминсен /уйрăмах В ушкăнри/ çителĕксĕрлĕхне аталантараççĕ. Ку чи малтанах çÿçе япăх витĕм кÿрет. Шыв çителĕклĕ ĕçмелле.

7. Пахча çимĕç, улма-çырла ытларах çимелле. Вĕсем пуç ÿтне, çÿç тымарне тутлăхлă япаласемпе пуянлатакан, çÿçе ÿсме пулăшакан Омега-3 çуллă йÿçексемпе тата Д витаминпа пуян.

8. Ÿте, çÿç фолликулисене сиенлесрен, çу парĕсен ĕçне вăйлатасран асăрханмалла, пуçа вĕри шывпа çумалла мар.

9. Сивĕ тата хĕвеллĕ шăрăх çанталăкра çара пуçăн çÿремелле мар.

10. Çÿç хытă тăкăнать пулсан ăна кĕскен кастарсан лайăхрах, вăрăмми çÿç тымарне туртăнтарать.

Шута илме: çÿç çÿхелнин сăлтавĕ аутоиммун, эндокрин чирĕсем, шыçăсем, гормонсен ĕçĕ пăсăлни пулма пултараççĕ. Çавăнпа ку енĕпе ĕçлекен специалистсем патĕнче тĕрĕсленни ытлашши пулмĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.