Комментировать

21 Сен, 2016

Улшăну кĕртнĕ

Ялта пурăнакан çамрăк специалистсене паракан социаллă пулăшу мерисене улшăну кĕртнине пĕлтĕм. Кун пирки тĕплĕнрех ăнлантарса памăр-ши?
С.ВАСИЛЬЕВА.
Патăрьел районĕ.
ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх — ятран пулăшас принципа тĕпе хурса, саккунпа палăртнă кирлĕлĕхе шута илсе Чăваш Республикин 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин уйрăм саккун акчĕсене улшăну кĕртесси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн уйрăм саккунсене, çав шутра 2015 çулхи нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнчи «Граждансен уйрăм категорине пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕшĕн паракан социаллă пулăшу мери çинчен» 1-мĕш саккунне çĕнетнĕ.
Ялти специалист /педагог, медицина ĕçченĕ, фармацевт, культура çынни, ветеринар/ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕшĕн асăннă мерăсене халиччен социаллă хÿтлĕх органĕсем урлă илсе тăнă пулсан, 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ăна тĕп ĕç вырăнĕнче параççĕ /яланхи çын пулман чухне унăн тивĕçне вăхăтлăх килĕшÿпе пурнăçлакансăр пуçне/.
Саккунпа килĕшÿллĕн ялти специалиста пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн /ăшăтса тăни, ăшăпа тивĕçтерни, çав шутра кăмака хутакансене вутă-шанкă пани, электроэнерги уйăрни/, нумай хваттерлĕ çуртăн пĕтĕмĕшле пурлăхне тĕпрен юсамашкăн взнос тÿленин /Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ çурт-йĕр лаптăкĕн социаллă виçипе тата коммуналлă пулăшупа усă курмалли нормативсемпе килĕшÿллĕн/ тăкаксене саплаштарма компенсаци параççĕ, ăна шалупа пĕрле тÿлеççĕ.
Муниципалитетăн вĕренÿ, культура организацийĕсенче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем компенсацие вырăнти хăйтытăмлăхăн уполномоченнăй органĕ парать, Чăваш Республикин патшалăхăн ветеринари службин учрежденийĕнче, Чăваш Республикин ĕç тăвакан органне пăхăнакан медицина органĕнче, Чăваш Республикин патшалăхăн вĕренÿ, культура, социаллă ыйтусене тивĕçтерекен организацисенче вăй хунисене — социаллă хÿтлĕх органĕ.
Социаллă пулăшăвăн мерипе çÿлерех асăннă саккунра кăтартнă организацисенче 10 çултан кая мар ĕçлесе пенсие тухнă, ялта, рабочи поселокĕнче пурăнакансене тивĕçтереççĕ, уйăхсерен 1055 тенкĕпе танлашакан компенсаци параççĕ. Укçана çак ирĕке 2016 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕ тĕлне илнĕ çынсене тÿлеççĕ.
 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.