Комментировать

20 Сен, 2016

Шведсем килнĕ

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Швецирен килнĕ ĕçлĕ çынсен ушкăнне йышăннă. Вĕсене Чăваш Енре выльăх ĕрчетессипе, ял хуçалăх культурисем, вăл шутра хăмла çитĕнтерессипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртесси кăсăклантарнă.

«Чикĕ леш енчи компанисем Чăваш Ене инвестици хывни пирки мĕн шухăшлатăр?» — ыйтнă хăнасем. «Республикăра Японипе Китай предпринимателĕсем хăйсен проекчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ, — хуравланă министр. — Вĕсем тата республика хушшинчи çыхăну çирĕпленсех пырать. Чăваш Ен Правительстви икĕ ене те усăллă хутшăнăва вăйлатассишĕн мĕн кирлине пурне те тăвать».

Министр хăйĕн сăмахĕсене тепĕр тĕслĕхпе те çирĕплетнĕ. Çĕмĕрле районĕнче шведсен «Кеннет» обществине шута илнĕ. Вăл маларах усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе виççĕмĕш çул тĕштырă культурисем туса илет. Халĕ предприятин икĕ районта 2 пин ытла гектар, ял хуçалăх техники çителĕклĕ. Общество çитес çул кашни гектартан 60 центнер таран тырă пухса кĕртесшĕн.

Вăрманçăсене Вăрнарта чысланă

Авăн уйăх­ĕн 18-мĕшĕнче çĕр¬шыври вăрман ĕç¬ченĕсем хăйсен про­фесси кунне паллă тунă.

Республикăри вăрманçăсем ăна маларах, 16-мĕшĕнче, Вăрнарта уявланă. Вĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин саламланă, 2010 çулхи пушара пула пĕтнĕ вăрман кашланă лаптăксенче хунавсене чĕртес, ешĕллĕхе хÿтĕлес тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă, вăрманçăсен умĕнчи тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн пĕтĕм вăя пама чĕнсе каланă.

Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Павлов отрасльти кăçалхи ĕçсем çинчен каласа панă. Ешĕллĕхе упрас, йывăç лартас, арендаторсен ĕçне йĕркелес енĕпе лайăх кăтартупа палăрнă вăрманçăсене наградăсем парса хавхалантарнă. Савăнăçлă пуху хыççăн вăрман ĕçченĕсен IV спартакиади иртнĕ. Канашсем — 1-мĕш, Вăрнарсем — 2-мĕш, Киресем 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Министерство йĕркелекен делегаци авăн уйăхĕн 22-23-мĕ¬шĕсенче Вăрман ĕçченĕсен кунне уявлама пуçланăранпа 50 çул çитнине паллă тума тата Раççей вăрманçисен VI съездне хутшăнĕ.

Трактор-палăксене çĕршывĕ пех шута илеççĕ

Шупашкарти трактор историйĕн музейĕ çĕршыври ытти организаципе пĕрле вуншар завод, предприяти, ял хуçалăх администрацийĕн çурчĕ умне асăнмалăх лартнă, агитаци тĕслĕхĕ шутланакан тракторсем çинчен информаци пухать.

«Трактор историне упраса хăварар тата пуянлатар» акци Раççейре çуркунне пуçланнă, 2017 çулхи раштав уйăхĕччен пырать. Унта 35 регион хутшăнать. Вĕсенче асăннă техникăна постамент çине лартса тунă палăксен карттине тăваççĕ, вĕсем тĕлĕшпе информаци пухаççĕ.

«Тракторсене совет тапхăрĕнчех вырнаçтарнă, — пĕлтерчĕ музей директорĕ Альберт Сергеев. — Çавăнпа юхăннă — юсамалла. Хăшпĕр палăк паспорчĕ чылай енĕпе иккĕлентерет. Вĕсене çĕнетмелле. Хăшĕ-пĕри умне çырса çапнă йĕркесем тракторĕпе пач çыхăнса тăмаççĕ».

Республикăрисене юсама, паспорчĕсене çĕнетме палăртаççĕ.

Этнографи пĕлĕвне тĕрĕслĕç

Кăçалхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççейре «Этнографи диктанчĕ» акци иртĕ. Унта 15 çултан аслăраххисем хутшăнма пултараççĕ.

Акци Раççей çыннисен этнографи пĕлĕвне тĕрĕслеме, çĕршыври тĕрлĕ халăхăн кун-çулĕпе ытларах кăсăкланма, нацисен хутшăнăвĕсене çирĕплетме пулăшĕ.

Диктант вăхăтĕнче 30 ыйтăва хуравлама, икĕ пайран — федераци тата регион шайĕнчи ыйтусенчен — тăракан ĕçе пурнăçлама тивĕ.

Пирĕн çĕршывра кунашкал мероприяти пирвайхи хут иртет. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем малашлăхра этнографипе çыхăннă вĕренÿ программине улшăнусем кĕртме пулăшĕç.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.