Уйăх çинчен ÿкнĕскер...
Вăл ыттисен хушшинче яланах хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăратчĕ. "Уйăх çинчен ÿкмен-ши?" — текен шухăш та çуралатчĕ ун пирки. Эпир, хĕрсем, ăна асăрхамасăр иртейместĕмĕр те, арçынсем пирки мĕн каламалли пур? Ушкăн старостине палăртма вăхăт çитсен ахальтен мар-тăр куратор — факультет деканĕ — пĕр сăмахсăрах ăна, Патăрьел районĕнчи Тури Туçа хĕрне Лариса Мулюковăна /хальхи хушамачĕ Соборова/, суйласа илнĕ. Эпир, тин кăна ялти шкулсенчен вĕренсе тухса студент пурнăçĕпе пурăнма пуçланă хĕр пĕрчисем, вĕлтĕртеттерсе çÿренĕ вăхăтра вăл ĕнтĕ “Петровна” пулса ĕлкĕрнĕччĕ. Лариса шкул хыççăн тÿрех вĕренме кĕмен — пĕр вăхăт аслă вожатăйра ĕçленĕ.
Шупашкарта пуçланă, Ташкентра вĕçленĕ
Вăхăт иртрĕ. Сесси хыççăн сесси, курс хыççăн — курс. Шел, Ларисăн пирĕнпе виçĕ çул кăна пĕрле вĕренме тÿр килчĕ. Çакăн хыççăн вăл куçран çухалчĕ. Кĕçех пĕлĕшĕмĕр Ташкентра текен сăмах сарăлчĕ. Унти университетра вырăс чĕлхи факультетĕнче вĕренĕве малалла тăсать-мĕн. Çакна каллех вăл — Лариса Мулюкова — кăна тума пултарнă ахăр: Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕн виççĕмĕш курсĕнчен Ташкент университечĕн вырăс чĕлхи уйрăмне виççĕмĕш курса куçнă вăл. Мĕнле майпа çитсе тухнă Тухăç тăрăхне чăваш хĕрĕ? 1989 çулта унта канма кайнă-мĕн пике. Пĕр эрнелĕхе. Унти тавралăха, çынсене килĕштернĕ. Пуçра вара пĕртен-пĕр шухăш пулнă — вĕренсе пĕтермеллех, алла диплом илмеллех. ЧПУ деканĕпе, хайхи ушкăн кураторĕ пулнăскерпе, çыхăннă, документсене ярса пама ыйтнă. Ним тума аптранипе арçын ассăн сывланă. “Лариса, пĕр саншăн кăна...” — пулнă юлашкинчен хурав. Çапла Ташкента пĕр эрнелĕхе кайса вунпĕр çул тытăнса тăнă хĕр.
“Унта тĕпленнĕ хыççăн 1-1,5 çул иртсенех лару-тăру тăрук улшăнчĕ — университетра, сăмахран, пур документаци узбек чĕлхи çине куçрĕ. Урамра та — ют сăмахсемех. Нимĕн те ăнланмастпăр. Метрора та çавах — мĕнле станци пĕлтереççĕ, пĕлме çук, — аса илет çав тапхăра хĕрарăм. — Анчах пур йывăрлăха парăнтарса алла диплом илтĕмех”.
Маларах кайса çакна асăнса хăварам. Палăртнăччĕ ĕнтĕ, Лариса студент çулĕсенчех ыттисенчен урăхларах тăхăнма юрататчĕ. Ăçтан, мĕнле май килтеретчĕ? Совет тапхăрне аслăрах çултисем ас тăваççĕ-тĕр — лавккасенче суйламалăх тавар пулман. Йăлт пĕр йышшиччĕ. “Мода журналĕсене тишкереттĕм, — çамрăк чухнехи вăрттăнлăха йăл кулса уçать хĕрарăм. — Унти сăнÿкерчĕксене курса тĕлĕнеттĕм: чиперуксем пальтопа, анчах çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа... Ăçта çÿреççĕ кун пек? Авă ăçта иккен! Ташкентра”.
Каçхи апата çÿремен
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çĕнĕ технологисем аталансах пыраççĕ. Чĕрĕк ĕмĕр каялла пĕрле вĕреннĕ тантăша шăпах вĕсемпе усă курса тупма май килчĕ. Социаллă сетьре асăрхасан Ларисăпа çыхăнмасăр, унпа тĕл пулмасăр чун чăтмарĕ паллах. Ывăлĕн сăнÿкерчĕкне те вырнаçтарнăччĕ унта вăл. Анчах та упăшка тени курăнмарĕ юнашар.
“Качча пĕрре кăна мар тухнă, — пытармарĕ вăл. — Ташкент университетĕнче вĕреннĕ чухне лаборанткăра тăрăшаттăм. Ĕçтеш хĕрарăмсем еврей каччипе çемье çавăрма сĕнетчĕç — вĕсем хĕрарăма хисеплеме пĕлеççĕ имĕш. Мĕнех, еврей тĕк — еврей. Çакна каласа хăварас килет — каччăсемпе ресторана каçхи апата нихăçан та кайман эпĕ — кăнтăрлахине кăна. Каçхи апатăн тăсăмĕ пулма пултарать, кăнтăрлахин вара — çук. Ара, ĕçе чупмалла вĕт-ха манăн.
...Пулас упăшкана ресторана кĕрсен тÿрех асăрхарăм. Чăн та, унта эпĕ урăх каччăпа пынăччĕ. Куçсем тĕл пулчĕç, тĕл пулчĕç те хĕм сапрĕç... Пĕрре курсах юратрăм теместĕп, анчах чуна темĕн кисретрĕ. Ресторанран тухнă чух картлашкапа хăпарнă май куç хÿрипе пăхрăм — вăл та мана сăнать... Ĕçе чупса çитрĕм. Чи хитре ĕçтешĕме çавăтса тепĕр хут ресторана кайрăмăр — кама сăнать: ăна-и е мана-и? Ĕçтешĕме хайхи каччă асăрхамарĕ те... Çапла еврей кинĕ пулса тăтăм.
Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çукчĕ... Манăн упăшка умĕнче яланах хитре курăнмаллаччĕ, килте те каçхи кĕпепе çÿремеллеччĕ. Анчах та çав манерсĕр вĕри кăмăла кам парнеленĕ-ши мана? Упăшка пулса тăнă арçын пытармарĕ — сарă кăтра çÿçлĕ пикепе çемье çавăрасси унăн пурнăç тĕллевĕ пулнă иккен. Çакна пĕлсен тепĕр кунах парикмахерские кайса çÿçĕме... шакла тенĕ пек кастартăм. Упăшка-и? Чăтса ирттерчĕ.
Çие юлчĕ. Мăшăрăм хытарса хучĕ: “Анне пек самăрăлса каясран Тур сыхлатăр сана!” Пăхăнтăм. Юрамарĕ курăнать. Ача çуралсан пурăнаймарĕ те... Хамăн юн чарăнми юхать. Тухтăрсем консилиума пухăнчĕç. Манăн хăлха илтет вĕт-ха. Ача ÿтне кăларса пересшĕн больницăран, хамăн карточкăна çурса ывăтасшăн — çынна больницăна илсе килмен имĕш, апла инкек те пулман... Стена тăрăх шуса аниччен пăшăлтатса ĕлкĕртĕм: “Пăшал пулнă тăк сире пурне те персе пăрахăттăм. Астăвăр, манăн упăшка хăрушсăрлăх органĕсенче ĕçленĕ...” Çакăн хыççăн кăна пулăшу кÿме пуçланă мана. Анчах та урăх çын юнне ярса В гепатит ертнĕ. Икĕ эрнене яхăн тăна кĕмен эпĕ. Паянхи кун та çырлахаймастăп... “Жди меня” кăларăмра ÿссе çитнĕ ачасем амăшĕсене шыранине пĕлтереççĕ. Пĕр-пĕр кун мана “вилнĕ” тесе пĕлтернĕ ывăлăм шыраса тупсан нимĕн чухлĕ те тĕлĕнмĕттĕм. Больницăран манăн ывăл тесе парса янă ача ÿтне çынна ретлех пытартăмăр. Анчах чун паян та лăпкă мар — тин çуралнă пепке аллинчи биркăна куçарма вăхăт нумай кирлĕ-им?..
Тепĕр хут çие юлсан чĕрĕ ачама алла пурпĕр илтĕм. Анчах та ывăлăмпа тăван кĕтесе таврăнма тиврĕ. Япаласене контейнерпа ăсатрăм. Ялăмра кил умĕнче контейнер пушатаççĕ. Халăхра сăмах сарăлнă — Лариса упăшкине вĕлернĕ те ăна çаратса килне таврăннă... Çын çăварĕ хапха мар — сăлăп ярса хупаймăн. Анне çапла лăплантарчĕ. Ăса нумай вĕрентрĕ вăл мана. Анне çамрăк чухне балеринăна вĕренме кайнă, кĕнĕ, анчах та çав вăхăтра кукамай вилсе кайнă. Çемьере асли пулнă май анне килне таврăннă, фермăна ĕçлеме кĕнĕ”.
Телейлĕ виçĕ кун
“Манăн та шăпа çапларах килсе тухрĕ. Ташкентри икĕ пÿлĕмлĕ хваттере сутнă укçапа ялта çурт тума пуçларăм. Çитмерĕ. Мускава çул тытрăм. “Лимита”. Çак сăмахăн кÿренмелли пĕлтерĕшне хам туйса куртăм. Иккĕмĕш хутĕнче Мускав каччипе паллашса çемье çавăртăмăр. Укçа-тенкĕ çитсе пыратчĕ те, ĕçе çÿреместĕм. Анчах та пĕррехинче мăшăр çакăншăн ÿпкелерĕ. Тепĕр кунах ĕçе кайса вырнаçрăм — сутуçа. 150 тенкĕ тÿлетчĕç. Хам кĕсьерен тата 100 тенкĕ хушаттăм та “кунне 250 тенкĕ тÿлеççĕ” тесе савăнтараттăм упăшкана. Йăлтах йĕркеллĕччĕ пек. Чăн та, упăшка ывăлăма усрава илмешкĕн хирĕçлемен пулин те анне ачана парса ямарĕ. “Виçĕ çул пурăнса пăхăр-ха пĕрле”, — терĕ. Кашни эрнере яла ача патне васкаттăм.
Çемьеллĕ пурнăç вĕçне каллех пăнчă лартма тиврĕ. Упăшка таçта çапкаланса ĕçсе çÿреместчĕ, килте кашни каç чаплă сĕтел кĕтетчĕ ăна. Чи хаклă эрех-сăра... Пĕррехинче вара чуна кисретрĕ. “Эсĕ ĕçекен, туртакан хĕрарăм пулнă тăк маншăн аванрахчĕ”, — терĕ. Упăшка умне тăтăм, хывăнтăм. Унтан чи хитре аялти çи-пуçа тăхăнтăм, ун çийĕн — шап-шурă спорт костюмĕ. “Курса юл мана çакăн пек — хитре”, — мĕлтлетрĕ пуçра. Çаврăнтăм та... тухса кайрăм. Кĕсье телефонне те пĕрле илмерĕм.
Çирĕм икĕ кун... Çирĕм икĕ кун çÿрерĕм çак костюмпа. Аннен тăванĕ патне пасара кайса ĕçе вырнаçрăм — чăваш кĕрĕкĕ-çăматти сутатчĕ вăл. Килтен ир тухса каятăп, каçхине çĕрле килсе кĕретĕп. Костюма çуса çакатăп. Ирхине тăрса якататăп та каллех — ĕçе. Упăшка мар, апат çинчен шухăшлама та вăхăт пулман. Çирĕм икĕ кун иртсен шашкă кĕрĕк туянтăм — 150 пин тенкĕпе. Кашни кун 10-15 пин тенкĕ ĕçлесе илеттĕм. Каярахпа хам “точка” уçрăм. Çапла вара çурта çĕклесе çитертĕм. Çитертĕм те... анне вилсе кайрĕ. Тăванăмсенчен пĕри те яла таврăнасшăн пулмарĕ. Аттене пĕччен хăварас мар тесе хам çĕкленĕ çуртра тĕплентĕм.
Темĕн те курнă... Хĕллехи 30 градус сивĕре урамра сутса тăнă... Пугачева юрлать: “Три счастливых дня было у меня...” Манăн та пулнă вĕсем. Юратнă мана. Алă çинче çĕклесе çÿренĕ. Такам та пулнă вĕсен хушшинче. Пĕрин Эрмитаж пек чаплă çуртчĕ. Тепри виçĕ кун çĕклесе çÿренĕ хыççăн пыртан çĕçĕ лартрĕ. Виççĕмĕшĕ паян та авланман... Çук, хĕрарăма укçа тыттарма юрамасть. Йăлт хамăн кăмăлпа кăна пурăнма вĕренсе çитрĕм. Каларăм ĕнтĕ, манерсĕр вĕри тата, тахăш самантра никам та кĕтмен утăм туса хума пултаратăп. Пĕлетĕп, çакăнта юлмастăп эпĕ /паян Лариса Патăрьелте ача-пăча япалисен уйрăмĕ уçнă. — Авт./. Анчах та хальлĕхе мана кунтах лайăх, çуралнă ялăмра чуна лăпкă”.
Темĕн те пулнă Лариса пурнăçĕнче — чаплă пурнăç, кермен пек çурт-хваттер, юмахри юрату, укçа тÿперен тенĕ пек çуса тăнă. Тепĕр хĕрарăм çакăн пек чаплă пурăнассишĕн темĕн тăвĕччĕ, шăлне çыртса чăтĕччĕ, кÿрентернине те каçарĕччĕ. Анчах — Лариса мар. Ирĕксĕрех ыйтас килет — мĕн кирлĕ апла тăк пурнăçра, чи пĕлтерĕшли мĕн? “Ирĕклĕх, — пулчĕ хурав. — Чунри лăпкăлăх. Пурнăçа аталантарма, укçа ĕçлесе илме вара хам та пултаратăп. Халĕ тус камне те, юлташ тени мĕн тенине те пĕлетĕп”. — “Тăшман вара?” — “Манăн тăшман çук. Усала куртăм. Анчах та ун çинчен калаçас килмест”.
Ылтăн ăшĕнче...
Паян, пурнăçра укçа пуç пулса тăнă чунсăрлăх тапхăрĕнче, шел те, ашшĕ-амăшĕн кун-çулне татакан та пур чăваш хушшинче. Лариса вара шĕкĕр хулари пурнăçа пăрахса ашшĕ патне таврăннă — чун ăшшине унпа пайламашкăн, çывăх çыннин кĕр кунĕсене ытларах тăсмашкăн. Ача ÿстерме нихăçан та çăмăл пулман, пĕччен хĕрарăма — пушшех те. Лариса вара хăй малалла талпăннипе çырлахмасть, ыттисене пулăшмашкăн та май тупать. Вырăнти шкула спонсор пулăшăвĕпе тивĕçтерет, районта иртекен мероприятисене укçа-тенкĕ енчен тĕрек кÿрет, нумай ачаллă çемьесене япаласем тÿлевсĕрех парать. Чун тени вара уншăн тĕнпе çыхăннă. Тĕрлĕ ушкăн пухса вăл хĕрарăмсене çветтуй вырăнсене илсе çÿрет. Хăй Италире, Николай Угодник турăшĕ умĕнче, кĕлĕ тума пултарни пĕлтерĕшлĕ уншăн. “Татах çитсе курасчĕ... Пĕр шухăшласан, тĕлĕнмелле вĕт. Çĕрме пуян çынсен арăмĕсем пÿрнисене чармакласа çÿреççĕ унта. Вĕсен хушшинче вара эпĕ — ялта, колхозниксен çемйинче çуралса ÿснĕ чăваш хĕрарăмĕ. Сăмах май, атте-анне колхозник пулнине, эпĕ чăваш хĕрĕ иккенне нихăçан та ниçта та пытарман эпĕ. Тĕрлĕ чиркĕве çитме тăрăшатăп халĕ, кашнинех пÿрнесенчи ылтăна хывса парне парса хăваратăп. Çынсем тупăш ыйтса юмăç тăрăх çÿреççĕ. Эпĕ вара Турра тав тума чарăнмастăп.
Ылтăн тенĕрен, мĕншĕн çынна суккăрлатать-ши вăл? Ташкента таврăнма тухни асра. Ачана пытарнă хыççăн чун суранне сиплеме яла атте-анне патне килнĕччĕ эпĕ. Упăшка патне çула тухрăм. Кÿкеç тĕлĕнче шăллăмăн машинипе аварие çаклантăмăр. Пуç ĕçлет, алă-ура итлемест. Шăллăмăн арăмне калатăп: “Тархасшăн, çав сумкăна алăран ан яр”. Унта — укçа... Васкавлă пулăшу килсе çитрĕ, больницăна илсе кайрĕç. Шăллăм хускалмасть. Юрать-ха ăна тÿрех пулăшма пуçларĕç. Эпĕ, Ташкент пропискиллĕскер, Раççей гражданинĕ марскер, никама та кирлĕ мар. Ларатăп коридорта юн юхтарса, медсестрасенчен пĕр сăмах кăна илтетĕп: “Йăлт ылтăн ăшĕнче хăй...” Телее, çак инкекрен те çăлăнса тухрăмăр”.
Чĕрĕк ĕмĕре яхăн каялла пулса иртнисене тепĕр хут аса илмешкĕн хĕрарăма çăмăл пулмарĕ курăнать. Куçĕ çине-çине шывланчĕ, шалта туйăмсем вĕрени е палăртса пичĕ нар пек хĕрелчĕ...
Турă çынна чăтма пултарнă чухлĕ кăна асап ярса парать теççĕ. Пуç усманнисем малаллах утаççĕ. Статьяна вĕçличчен çакă аса килчĕ. Йывăрлăхсене парăнма хăнăхман хĕр студент çулĕсенчех укçасăр пурнăçран хăтăлмалли мел тупнăччĕ — тури чăваш хĕрĕсене хĕреслĕ мелпе алшăллисем тĕрлесе сутатчĕ. Пирĕн тăрăхра вара хĕрсен туйра алшăлли çакасси йăлараччĕ.
Лариса Петровнăна итлесе ларнă май çакă та канăç памарĕ — Ташкентра çуралнă, Тури Туçара ÿснĕ еврей ывăлĕ чăвашла пĕлет-и? Çак самантра Ларисăн телефонĕ шăнкăртатрĕ. “Санпа калаçнă вăхăтра ытти шăнкăрава тытмарăм, ку — ача, хуравлам-ха”, — манран каçару ыйтса ывăлĕпе калаçма пуçларĕ вăл. “Санăн пурте йĕркеллех-и, ачам?” — чăваш сăмахĕ хăлхана та, чуна та лăпкарĕ.
Сывпуллашиччен Ларисăна тепĕр ыйту памасăр чăтаймарăм: “Ытти халăх арçыннисемпе кăна çемье çавăрнă эсĕ. Вĕсем хĕрарăма хăйне хĕрарăм пек туйма май панине палăртатăн. Чăваш хушшинче нивушлĕ çакăн пек арçын çук?” “Пурин пирки те калаймастăп, паллах, — тÿррĕн хуравлассинчен яланхиллех евĕклĕн пăрăнчĕ вăл. — Пĕлĕшĕме ювелир япалисем сутма пулăшаттăм. Икĕ арçын уйрăма кĕчĕ те 30 пин тенкĕлĕх вăчăра туянчĕ. Унтан ман çине пăхкаласа илчĕç, “çырма хĕррине” чĕнчĕç. Мĕн тăвас манăн çырма хĕрринче? Çуртăм капла та çырма хĕрринче вырнаçнă манăн. Канма чĕнеççĕ иккен. Хам канмашкăн çырма хĕррине мар, Европăна çÿренине пĕлтертĕм. Ăнланчĕç курăнать — урăх шарламарĕç...”
Рита АРТИ хатĕрленĕ.
Лариса СОБОРОВА çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕк.