Комментировать

17 Сен, 2016

Чăваш Енре тĕрлĕ халăх хăйне хăтлă туять

Нацисен хутшăнăвĕнче тăнăçлăх пултăр тесен мĕн тумалла? Çак ыйтăвăн тупсăмĕсене палăртас тĕлĕшпе çĕршыв ертÿçи Владимир Путин 2004 çулта Чăваш Ене килсен «Нацисемпе конфессисен хушшинчи тăнăçлăх» темăпа иртнĕ «çавра сĕтелте» Чăваш Енре Культура тата национальноçсен ĕçĕсен министерстви йĕркелесе тĕрĕс çул суйланине палăртнăччĕ. «Кунта национальноçсен ыйтăвĕсене политика шайне çĕклесе çивĕчлетмеççĕ, пачах урăхла — пĕтĕм вăя пĕр-пĕрне пулăшас ĕçре усă кураççĕ...» — тенĕччĕ.

Çак сăмахсем ахаль маррине çирĕплетекен тĕслĕх чылай пирĕн. Министерство пулăшнипе республикăра наци культура пĕрлĕхĕсем хăйсен уявĕсене йĕркелеççĕ. Наци библиотекинче мигрантсемпе ĕçлес тĕллевпе нумай функциллĕ интеграци центрĕ ĕçлет. Министерство ыйтнипе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ çулленех Чăваш Енри этнокультура аталанăвĕпе халăхсен хушшинчи хутшăну тĕлĕшĕпе социологи ыйтăмĕ ирттерет. Кăçалхи пуш уйăхĕнче, акă, Шупашкарта сахал йышлă халăхсене патшалăх пулăшăвĕ парас ыйтупа Пĕтĕм Раççейри улттăмĕш культура форумĕ иртрĕ.

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче вара Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикинчи халăхсен пĕрремĕш съезчĕ ĕçлерĕ.

Ĕç органĕсене /секретариат, шутлав тата редакци комиссийĕсем/ суйланă, кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева сăмах пачĕç.

Михаил Игнатьев Чăваш Ен хутлăхĕнчи халăхсем ĕмĕртенпех туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, мирлĕ тÿпе айĕнче пурăннине палăртрĕ. «Пирĕн тĕлĕнмелле культура, ытти халăхăн ырă енĕсемпе пуянланнăскер, ырăлăхпа, ăнтăлупа, кÿршĕллĕ пурăнакан халăхсене хисеплессипе палăрса тăрать, — терĕ Михаил Васильевич. — Паян республикăра — 128 халăх представителĕ, 8 этника ушкăнĕ тата 14 конфесси. Несĕлсен культура еткерлĕхне типтерлĕ упратпăр, ăруран ăрăва парса пыратпăр.

Юлашки çĕр çулта Раççейĕн чи япăх аталаннă кĕтесĕнчен пысăк утăмсемпе малалла ăнтăлакан республика пулса тăчĕ. Кăçал вăл инвестици явăçтарас тĕлĕшпе Раççейри 85 субъект хушшинче 9-мĕш вырăнтан 6-мĕшне çĕкленчĕ. Мĕн калама пулать-ха çакăнпа? Ĕç климачĕ лайăхланни, бизнес аталанăвĕ валли условисем пулни, çĕнĕ производствосем хута кайни, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пурри çинчен. Республика çыннисем — чи пысăк пуянлăх. Пирĕн пĕршухăшлăх, пĕртĕллевлĕх — регионти килĕшÿлĕхĕн малашнехи тĕревĕ. Эпир пĕрле нумай ĕç пурнăçлама пултаратпăр, пĕрлĕхре — вăй».

Раççей Халăхĕсен ассамблейин Канашĕн председателĕ Светлана Смирнова шухăшĕпе, халăхсен Аслă Пухăвĕ — пысăк та пĕлтерĕшлĕ уяв. Светлана Константиновна халăхсен пуçарăвне ырласа республикăра съезд ирттерме майсем туса панăшăн Михаил Игнатьева тав турĕ. «Çак пулăма 18 çул кĕтнĕ эпир /Раççей Халăхĕсен ассамблейи 1998 çулта йĕркеленнĕ. — Авт./. Çитес çул черетлĕ съезд пулĕ, унта сирĕн республикăн делегацийĕ хутшăнасса та шанатăп, — терĕ Мускавран килнĕ хăна. — Ассоциацин аталану стратегийĕнче тĕп тĕллевсен шутне нацисемпе этника хушшинчи çыхăнусене вăйлатас ыйтусене кĕртрĕмĕр. Енчен те 90-мĕш çулсенче наци культурисемпе чĕлхисене упраса хăварасси, аталантарасси тĕп вырăнта тăнă тăк, халĕ вĕсем çумне Раççейри халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетес, пĕр-пĕрин ăс-хакăл пуянлăхĕпе туллин усă курас ыйтусем тăчĕç.

Раççей Общество палатин членĕ Николай Дроздов шухăшĕпе, Чăваш Ен халăхсен туслăхĕпе, вĕсен хушшинчи тăнăçлăхĕпе Раççей регионĕсемшĕн — ырă тĕслĕх. «Çакăн пек сĕнÿ пур: чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче — Халăх пĕрлĕх кунĕнче — Общество палатинче Раççей халăхĕсен культурин фестивальне ирттересчĕ. Унта сирĕн республикăран Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне курас кăмăл пур», — терĕ Николай Николаевич.

Варнава митрополит, Альбир Крганов муфти ĕненÿ халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшнине палăртрĕç. Тутарстанри халăхсен Туслăх çурчĕн директорĕн Ирек Шарипов сăмахне итленĕ май вĕсемшĕн питĕ савăнтăм. Акă камран вĕренмелле, тĕслĕх илмелле. Вĕсен Туслăх çурчĕн республика пĕлтерĕшлĕ темиçе программи Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ.

Чăваш Ен халăхĕсен съездне мĕнле хатĕрленни пирки ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев доклад турĕ.

26 муниципалитет йĕркеленĕвĕнчен съезда 400 делегат суйланă, 198 делегата — наци культура пĕрлĕхĕсенчен. Хальхи вăхăтра республикăра 34 пĕрлĕх, вĕсенчен 24-не регистрациленĕ. Унсăр пуçне вĕренÿ заведенийĕсенчен тата 33 делегат суйланă.

«Чăваш Республикинчи этнокультура аталанăвĕ тата халăхсен хушшинчи хутшăнусем» темăпа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен ĕçченĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ Иван Бойко доклад турĕ. Хăйĕн сăмахне Иван Иванович социологи тĕпчевĕсен никĕсĕ çинче йĕркелерĕ. Тĕпчевсем çакна çирĕплетеççĕ: Чăваш Енре кăтартусем ку енĕпе кăмăла пăсмаççĕ, вун-вун халăх представителĕсем хăйсене тăван килĕнчи пек туяççĕ.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту — Чăваш Республикинчи Халăхсен ассамблейине йĕркелессине пĕр саслăн татса пачĕç.

Ассамблея Канашĕн председателĕ пулма Лев Куракова шанчĕç.

Надежда СМИРНОВА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.