Комментировать

27 Ноя, 2013

«Пурнăç чечек пек пултăр»

- Хĕр ача ашшĕне пăхсан телейлĕ пулать тенине илтнĕччĕ, манăн мăшăрăм Мария та пур енĕпе те хуньăма хывнă. Телей юнашарах, - тенĕччĕ пĕррехинче Кĕçĕн Арапуçĕнчи хисеплĕ ватă В.Селиванов.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мария Семеновнăпа Василий Михайлович Селивановсен килĕнче ылтăн туй кĕрлерĕ.

- Арçыннăн çурт лартмалла, çемьеллĕ пулса ача-пăча çуратса ÿстермелле, йывăç ĕрчетмелле теççĕ. Çаксене мăшăрăм тивĕçлипех пурнăçларĕ. Кăçал кĕркунне çеç Каçал тăрăхĕнчи Шурут çырми авăнса Пăлана юхса тухакан вырăна 50 хыр хунавĕ илсе килсе лартрăмăр, - хальхинче, çывăхрах паллашас тĕллевпе Селивановсем патне çитсен, арăмĕ мăшăрне хисепленине палăртрĕ.

Пăхатăн та вĕсем çине - тĕлĕнетĕн: вашаватлăхĕпе, вăр-варлăхĕпе тепĕр çамрăкран та ирттереççĕ, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ, ÿркенмеççĕ, кĕçĕннисене пурнăçа хăнăхтараççĕ, ватăсене сума сăваççĕ, яшпа шÿтлеççĕ, ăрăва малалла тăсакансемпе савăнаççĕ.

Хĕрĕ те, ывăлĕсем те пур Селивановсен. Рудольф - Патăрьелĕнчи «Россельхозбанк» ертÿçинче, Владик - «Роспотребнадзор» уйрăмĕнче, Эля Именкассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хураççĕ. 4 мăнукĕ çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать.

- Çуллахи каникулсенче, канмалли кунсенче çурт тулать. Вĕсемсĕр темиçешер сотка çĕр улми, сухан, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, выльăх кăшманĕ, ыхра çитĕнтереймен те пулăттăмăр, - тет Мария Семеновна.

Мĕн кăна туса илмеççĕ-ши çĕр çинче Селивановсем! Çĕр улми çеç 5 сорт вĕсен: Импала, Роко-роко, Ретдив, Любава, Невский. Типĕрех çул тухăç параканни те, нÿрлĕрех чухне йăтăнаканни те, пĕçернĕ чухне кĕрпеклĕн саланса каяканни те, çиелерех куçли те пур. Сухан-севок, кишĕр, чĕкĕнтĕр лаптăкĕсем те пĕчĕк мар. Кăçал çеç килес çул акмашкăн 47 килограмм «Штутгартен» текен сухан вăрлăхне хатĕрленĕ, хĕрлине 7 килограмм туса илнĕ.

- Вăрлăхсен енĕпе мăшăр яваплă пирĕн. Пурне те хамăр туса илетпĕр, - тет Мария Семеновна.

Чăнах та, Василий Михайловичăн пĕлĕвĕ те, ĕçри практики те çителĕклĕ. «Герой» колхозăн комсомол пуçламăш организацийĕн секретарĕнче ĕçленĕ чухнех ăна сăпайлăха, ĕçе пуçарса вĕçне çитерме пултарнине кура комплекс бригадин ертÿçине уйăрса лартнă. Каярахпа партком секретарьне çирĕплетнĕ. Пултарулăхне, ял хуçалăх ыйтăвĕсене тарăннăн ăнланнине кура пурăна киле «Труд» хуçалăха ертсе пыма суйланă. Çав çулсен чапĕ паян та сÿнмен-ха.

Акă мĕнле аса илет çакăн пирки Василий Михайлович:

- Халĕ «Труд» коллектив ял хуçалăх предприятине ертсе пыракан Н.Михайлов ун чухне комплекслă бригада ертÿçиччĕ. 1989 çулта тĕш тырă тухăçĕпе малта пыракан «Герой», «Гвардеец» колхозсенчен иртме пултартăмăр. «Ленинец» хуçалăха парăнтармаллаччĕ пирĕн. Тухăçа гектартан 35 центнертан ирттерсе вĕсене хыçа хăвартăмăр.

Малта пыракан хуçалăхсене республикăра та пÿрне хуçса шутлама пулатчĕ. Тĕш тырă ытларах çитĕнтернипе савăнмалли çеç мар, йывăрлăх та тиеннĕ. 3 кунра патшалăха 105 тонна тырă леçме хушу пачĕç. Юрать Николай Михайлович /хампа пĕртăван/ Первомайскинчи АТПра ертÿçĕре ĕçлетчĕ. 15 ЗИЛ автомашина пачĕ. Тĕллеве пурнăçларăмăр.

Йывăç лартас ĕçе Василий Михайлович хуçалăх ертÿçинче тăрăшнă чухнех пуçарнă. Шăхальсен çут çанталăк илемĕпе киленмелли вырăнĕсене çав вăхăтра тунă. Ун чухне колхозсем тĕрлĕ енлĕ аталаннă.

* * *

- Сăвакан ĕне нумай пулмасть виççĕччĕ. Пĕрне сутрăмăр. Ăратлăскерсем вĕсем пирĕн. Пушмак пăру çулленех çитĕнтеретпĕр. Аш-какая ярассишĕн выльăха ÿстерместпĕр те. Сутнă чухне те çавнах палăртатпăр. Паянхи кун та Кивĕ Ахпÿртсем, Туçасем, Шăхальсем пирĕн ĕнесене мухтаççĕ, - тет Мария Семеновна.

Кинĕпе ывăлĕ ĕçре чухне ватăсем - выльăх патĕнче. Ай сарăмне улăштараççĕ, шыв параççĕ. Ĕшеннĕ хыççăн пÿрте кĕрсе канлĕн вĕри чей ĕçме те кăмăллă. Пÿрчĕ-çурчĕ хăтлă - зал, кухня, çывăрмалли пÿлĕмсем пысăк. Кашни чÿрече янахĕ çинче - илем кÿрекен чечексем. Куç вĕсем çинех ÿкет.

- Пахчара тата илемлĕскерсем ÿсетчĕç. Малтанхи сивĕсен вăхăтĕнче пурне те кăкларăмăр. Кĕл чечексене хĕл каçма хатĕрлесе лартрăмăр. Георгинăсемпе гладиолуссен тымарĕсене пуçтарса кĕртрĕмĕр. Пионсемпе флокссене хăвартăмăр, - кашни чечеке мĕнле пăхнине ăнлантарать Василий Михайлович.

- Вĕсене вăл питĕ юратать. Орел облаçне канма кайсан унтан та сарă чечек тымарне илсе килчĕ. Пирĕн таврара унашкалли çук. Хăш ÿсен-тăран тепринпе юнашар ÿсме килĕштернине те вăлах пĕлет. Пăла хĕрринчи çĕр лаптăкĕнче хăва ÿсетчĕ. Ытти йывăçа тымар яма парасшăнах мар. Майне тупрех Василий. Çĕмĕрт çеç 30 тĕмрен кая мар унта. Çуркунне мĕнлешшĕ хитре çавăнта. Шап-шурă çеçке! Ун хыççăн сирень çурăлать. Чăрăш, хыр хĕл каçипех симĕс. Хурăн та хăйне май илемлĕ. Вăрăран каштан ÿстерет, - упăшкин чун киленĕçĕ пирки каласа кăтартать Мария Семеновна.

Ĕçлеме ÿркенменренех пахчара дыня, слива, хура, хĕрлĕ, шурă хурлăхансем, йĕпсĕр крыжовник çитĕнтереççĕ Селивановсем. Кăçал пан улми те ытлă-çитлĕ пулчĕ. Варени, повидло, йÿçĕтнĕ пан улми, пылак шыв, какай, сĕт-çу - пурте пур килте. Ку енĕпе кинĕсем ăста. Хĕрĕ те маттур.

- Пирĕн анне 96 çулччен пурăннă. Паянхи пек сывлăхпа çÿресен çав çула, тен, çитĕп те-ха, - тет Мария Семеновна.

Çынна ыр сунакансем, никамăн телейне те хапсăнманскерсем Селивановсем. Кирек кама та алă тăсса пама хатĕр. Çавăнпа та мăшăра турри пулăшсах пырать-тĕр. Пурнăç вĕсене хăйĕн мĕн пур илемне панă. Эппин, малашне те пурнăç çулĕ тумхахсăр, хăйсем ÿстерекен чечек пахчи пек илемлĕ пултăр.

А.АСТРАХАНЦЕВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.