Чир кÿнĕ инкекшĕн саплаштараççĕ
"Кун пек лару-тăрăва лексе курман çынна пирĕн инкеке ăнланма йывăр пулĕ. Сыснасене пĕтернипе пĕрлех малашнехи тĕллевсем те пăчланчĕç. Манăн хуçалăхран тĕрлĕ ÿсĕмри 44 сыснана пуçтарса илчĕç. Юрать-ха, малтанах палăртнă компенсацие вăхăтра тÿлесе татрĕç. Унпа усă курса ял хуçалăх ĕçне пăрахасшăн мар. Сыснасăр пуçне 17 пуç мăйракаллă шултра выльăх усратпăр, вĕсенчен 12-шĕ — ĕне. Çак ене малалла аталантарасшăн", — палăртнă Пăрачкав районĕнчи Крылово ялĕнчи хресчен /фермер\ хуçалăхĕн ертÿçи Светлана Захарова.
Аса илтерер, сыснан хăрушă чирĕ — Африка мурĕ — чи малтан шăпах çак тăрăхра алхасма тытăннă. Унăн вирусне пĕтерес тесе халăх усракан мĕнпур сыснана пуçтарса илнĕ. Усал чире çапла майпа кăна пÿлме май килнине Пăрачкавсем халĕ ăнланаççĕ, малалла мĕнле пурăнасси çинчен шухăшлаççĕ. Ара, хресчен алă усса ларма хăнăхман. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеме çăвĕпех тăрăшнă, чылайăшĕ саппаслăх та тырă туяннă. Район тата республика хушма хуçалăх тытакансене çамрăк ĕне-вăкăрпа тата ытти йышши выльăхпа тивĕçтерессе те шанаççĕ Пăрачкавсемпе Улатăрсем.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх — Пăрачкав районĕнче пуçтарса илсе тĕп тунă сыснасемшĕн 534 çынна 18 млн та 239 пин тенкĕ укçа куçарса панă. Пĕр çынна тивнĕ тăкак саплаштарăвĕ вăтамран 34808 тенкĕпе танлашнă,
Африка мурĕ кÿнĕ инкеке пĕтерме республикăн Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен авăн уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне пĕтĕмпе 23 млн та 403 пин тенкĕ уйăрнă. Çак шутран 3 миллионне — Пăрачкав, 2164 пин тенкине Улатăр районĕсене куçарнă.
Малтан шутласа палăртнă тăрăх — Улатăр районĕнчи 90 çын тăкакне саплаштарма 1 млн та 695 пин тенкĕ кирлĕ. Хальлĕхе ку тăрăхра Пăрачкаври пекех чире малалла алхасма парас мар тесе палăртнă ĕçсем пурнăçланаççĕ, дезинфекци тăваççĕ, унăн пахалăхне тĕрĕслеççĕ, контроль пункчĕсем ĕçлеççĕ. Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне выльăх-чĕрлĕх продукцине пĕтĕмпе 208 кг та 400 г /19 парти\ тата 3 пуç сысна çури тытса чарнă.
Асăннă икĕ район чрезвычайлă лару-тăру йĕркипе пурăнать. Карантин тапхăрĕ çирĕплетнĕ планри мероприятисене пурнăçласан вĕçленмелле. Анчах авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче каллех чир паллине тупнă. "Присурский" заповедникре вилнĕ хир сысни Африка мурĕпе сиенленни палăрнă. Çавăнпа хушма сыхлану мерисем йышăнма тивет. Вăрман анлă, килти хушма хуçалăх мар, сысна çăмăллăнах алла çакланаймĕ. Çакна кура, ахăртнех, вăрман, сунар хуçалăхĕсене те ĕçе явăçтарĕç.
Африка мурĕнчен тĕппипе хăтăлма республикăн 26 миллион тенке яхăн тăкаклама тивĕ.
Уйрăм усламçăсем çын инкекĕпе усă курса укçа тăвасшăн мар-и? Йывăр лару-тăрура вĕсем сысна ашне 6-9 процент хаклатни халăх кăмăлне хуçать. Çавăнпа Михаил Игнатьев ку тĕлĕшпе экономика аталанăвĕн министрне Владимир Аврелькина хаксене тимлеме хушнă.