Комментировать

8 Сен, 2016

Чун уççи – кÿлĕ

"Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пирĕн еннелле, лăпкăрах вырăна куçса килнĕ тетчĕç. Вĕсен сасси халĕ те хăлхарах. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ача пулнă май тискер чĕрчун çырмарах çÿрени, каçсерен яла кĕни асра юлнă", – палăртать ĕмĕрне Канаш районĕнчи Кашкăрçырми ялĕнче пурăнса ирттерекен ветеран.

Çамрăк чухне вăл ялти клуба çÿреме пултарнă. Халĕ алла вăлта тытса илемлĕ кÿлĕ хĕррине тухса ларать. "Ватă çыннăн тата мĕн тумалла? Канмалла", – тетĕр пулĕ-ха. Тавралăхпа киленме кунта чăннипех аван, пĕчĕк çеç ялта лăпкă, шăв-шавсăр, кÿлĕре пулăсем чăмпăлтатаççĕ, çывăхри вăрман сывлăша уçать, кăмпа-çырла пуçтарса услам тума май парать. Ял çумĕпе иртекен аслă çул хĕррине тух та чĕртавара машинăпа иртен-çÿрене сĕн. Урăх кунта пĕр ĕç вырăнĕ те çук, мĕншĕн тесен ял социаллă обĕектсемсĕр тăрса юлнă. Лавккана çынсем юнашар ялсене çÿреççĕ, фельдшер пункчĕ те, шкул та унтах вырнаçнă.

Хăй вăхăтĕнче Кашкăрçырми чиперех аталанма тытăннă. Акă Александр Константинович клуб çурчĕ ларнине аса илчĕ. Колхозĕ те ĕçленĕ, унăн хуралтисем çак ялта вырнаçнă. Маякпа пĕрлештернĕ хыççăн малашлăх çути майĕпенех ялкăшма пăрахнă. Лашасене çĕнĕ вырăна илсе кайнă, ун вырăнне Кашкăрçырмисене вăкăрсем панă. Ял çыннин вĕсене кÿлсе суха тума, инçе çула тухма тивнĕ. Вăл вăхăтра Александр Еремеев вăкăрпа Елчĕке сахал мар çÿренĕ. Çĕр пулăхсăррине кура çĕрулми тухăçĕ савăнтарман. Ун вырăнне çывăхри вăрманта вутă нумай хатĕрленĕ. Кашкăрçырмисем Елчĕке ялтан вутă турттарнă, каялла лава "иккĕмĕш çăкăр" тултарса таврăннă.

Çулсем иртсен вĕсене Шелттемпе пĕрлештернĕ. Пĕчĕк ялăн аталанас ĕмĕчĕ татăлнă. Клуб çуртне сÿтсе Маяка илсе кайнă, ферма хуралтисем те, хурал пÿрчĕ те майĕпен çухалнă. "Хастар, çивĕч, тăнлă çын пулсан, тен, апла килсе тухмастчĕ. Хăй вăхăтĕнче ун пекки тупăнман çав", – ассăн сывларĕ ветеран.

Паян ял çынни килти хуçалăха выльăх усраса тытса тăрать тесе те калаймăн. Кĕтÿре мĕнпурĕ те тăхăр ĕне. Выльăха черетпе пăхнăран кашни эрнере кĕтĕве каймалла. Сурăха та 2-3 килте çеç усраççĕ. Александр Константинович асăннă тăрăх – кăçал ялта хур-кăвакал йышланнă. Çулла хуларан вăхăтлăха тăван тăрăха куçса килекенсем те хаваспах ĕрчетеççĕ ăна.

Кÿлле йĕркене кĕртес тĕлĕшпе сахал мар нушаланнă. Юшкăнпа тулса ларнăскерне пĕр çулхине экскаваторпа чавтарнă. Анчах трактор пулманран лачакаллă тăпрана турттарайман, вăл майĕпен каллех кÿлле ишĕлсе аннă. Тепĕр хут ĕçе пикенме тивнĕ, типĕтсе çĕнĕрен чавтарнă, пулă янă. Халăхран укçа пуçтарма та лекнĕ. Ку тĕлĕшпе Александр Константиновичăн ывăлĕ Сергей пуçарулăх кăтартнă. Вăлах ял урамĕнчи уçă вырăнта вăрçăра пуç хунисене асăнса палăк лартма шухăшланă. Ĕçе пурнăçлама вырăнти администраци те пулăшнă, карта туянса панă.

Виçĕ ывăлпа икĕ хĕр ÿстернĕ аслă Еремеевсем. Кĕçĕнни, Сергей, малашлăхсăр ялтан тарас темен. Вăхăтăн-вăхăтăн инçете ĕçлеме çÿрекенскерĕн тĕллевĕсем çук мар. Тĕслĕхрен, ял хапхи тăвасси çинчен сăмах хускатнă-мĕн. Пĕчĕк ял чылай чух çавăн пек пуçаруçăсен вăйĕпе çĕнĕрен "чĕрĕлет".

Ирина НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.