Комментировать

7 Сен, 2016

КОФЕ ĔÇЕС КИЛСЕН

Кофе — хăйне евĕр шĕвек. Унра çу, белок, углевод çукпа пĕрех, биологи тĕлĕшĕнчен активлă япала вара темĕн чухлех. Ырă енĕсем пур пулсан та кофе нерв тытăмне япăх витĕм кÿме /пăлхатма/ пултарать, юн пусăмне ÿстерет, чĕрене йывăрлăх кÿрет. Юрамасан та питĕ ĕçес килсен мĕн тумалла-ха? Ансат йĕркесене пăхăнмалла.

1. Выç хырăмла нихăçан та кофе ĕçмелле мар. Вăл хырăмлăхăн лăймака сийне витерсе малтан кăкăра хĕртет, унтан гастрит пуçарма пултарать. Апат хыççăн пĕр сехетрен ĕçсен лайăхрах.

2. Кунне вăтамран 2 литр шыв ĕçмелле пулсан, ĕçнĕ кашни чашăк кофе пуçне тата пĕрер стакан шыв хушмалла. Ку организма шывсăрланасран хÿтĕлет, мĕншĕн тесен кофе питĕ вăйлă шăк хăвалать.

3. Кофене сĕтпе ĕçме кăмăллакансен ун вырăнне çăра сĕтпе е искусствăлла сиропа ĕçмелле мар. Унсăрăн шĕвекри антиоксидантсен шайĕ палăрмаллах чакать, юнри глюкозăпа холестерин шайĕ вăйлах ÿсет.

4. Пĕр кунра ĕçекен кофе виçине ниепле те чакараймас-тăр-и? Чашăка чи пĕчĕккипе улăштарăр.

5. Кофеинсăр кофе ĕçесси — сирĕн ирĕк. Анчах çак кофе пахалăхĕ чылай чухне иккĕлентерет.

6. Техĕмлĕхсем кофе организма кÿрекен япăх витĕме сиенсĕрлетеççĕ. Тĕслĕхрен, пĕр чашăк кофĕне хушнă чĕптĕм кардамон порошокĕ хырăмлăха лăплантарать, корица юнри глюкоза шайне чакарать, гвоздика юн пусăмне ÿсме памасть, импĕр вар-хырăм çулĕ хутлатнине, ыратнине ирттерет.

7. Кофĕне час-часах десертпа ĕçеççĕ. Çапах та йÿçĕ шăккалатпа, иçĕмпе, типĕ хура сливăпа ĕçсен лайăхрах.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.