Комментировать

27 Ноя, 2013

Икĕ Зоя

Хĕрсен шăпи çапла: ÿссе çитсен качча тухаççĕ /шăпа ăçта çитерессе маларах никам та пĕлмест/. Курман-илтмен çынсемех кÿршĕллĕ пулаççĕ, мĕн ватăлса виличченех килĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕр çемьери пек. Хаçатăн паянхи номерĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Анат Çĕрпÿкасси ялĕнче юнашарах пурăнакан Зоя Александровна Красновăпа тата Зоя Кирилловна Димитриевăпа çывăхрах паллаштарасшăн.

Зоя Александровна /хĕр чухнехи хушамачĕ - Никитина/ Акташ ялĕнчи хресчен килĕнче 1938 çулхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ - Александр Никитич ялти «Большевик» колхоз председателĕ, каярах Хĕрлĕ Чутайри хатĕрлев кантурĕн директорĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ - Анна Фадеевна ял хĕрех пулнă, 5 ача çуратса ÿстернĕ, колхоз ĕçĕсенчен юлман.

1941 çулта Германипе вăрçă пуçлансан пирĕн халăх çĕр-шыва хÿтĕлеме çĕкленнĕ. Кашни çемьеренех арçынсем фронта тухса кайнă, çав шутра - Никитин та. Килĕнче вара унăн арăмĕпе ачисем - Николай, Агреппина, Виссарион, Зоя тата Витя - юлнă.

Шел, хаяр вăрçă çухатусăр иртмен: А.Никитин пулеметчикăн пурнăçĕ те 1942 çулхи раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Калинин облаçĕнчи Ржев çывăхĕнчи Кондраково ялĕшĕн пынă çапăçура татăлнă. Хурлăхлă хыпар салтак арăмĕпе ачисене хытах хурлантарнă, анчах та вĕсем хуçăлса ÿкмен - пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе пынă.

Пĕчĕк Зоя ашшĕ вăрçа тухса кайнине ас туса юлнă, çав саманта халĕ те куç умне кăларать. Советски районне кĕнĕ Мăн Ямашри çичĕ çул вĕренмелли /халĕ вăтам/ шкул хыççăн, 1954-1956 çулсенче, çаврака та хĕрлĕ сăн-питлĕ хĕр «Большевик» колхозăн сурăх ферминче вăй хурать. Çав тапхăрта ял çамрăкĕсем Иваново облаçĕнчи Гавриловопосад район таврашĕнчи Иваньковăри торф предприятине кайма хатĕрленеççĕ, Зоя та вĕсемпе кайма кăмăл тăвать. Ялти çичĕ комсомолец, чăнах та, унта çитсе çулталăк тар юхтарса ĕçлет. Анчах та тăван кĕтес вĕсене ытларах илĕртет: çамрăксем ялах таврăнаççĕ.

Зоя Анат Çĕрпÿкассинчи Василий Краснова качча тухать. Каччă ăна чунтан юратнине кашни утăмрах çирĕплетет. Красновсен икĕ хĕр - Гальăпа Аля - çуралать. Çулсем иртсе пынă май хĕрсем Шупашкар хулине кайса вырнаçаççĕ, çемьеллĕ пулаççĕ. Василий ялти колхозăн тимĕрçĕ лаççинче тата арманта мĕн виличченех тăрмашать. Вар-хырăм чирĕ унăн кун-çулне 68-тах сÿнтерет.

Зоя Александровна вара 74 çула çитнĕ пулин те - аптрамасть-ха: выльăх-чĕрлĕх усрать, килти сад-пахчара тăрмашать. Пушă вăхăтра радио итлет тата телевизорпа совет тапхăрĕнчи тарăн содержаниллĕ фильмсене пăхма юратать. Тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхоз ферминче пăру, вăкăр пăхнă, доярка та пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл «Районти чи лайăх выльăх пăхакан» /1974/, «Коммунизм ĕçĕн ударникĕ» /1974, 1980, 1984/, «Социализм ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи» /1978, 1980, 1983/, «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç мастерĕ» /1979, 1980/, «Ĕç ветеранĕ» /1998/ ятсене тивĕçнĕ. Ĕçри пысăк ÿсĕмсемшĕнех ăна районти Хисеп кĕнекине кĕртнĕ, колхоз правленийĕ Хисеп грамотисем тата хаклă парнесем парса хавхалантарнă. Ял çыннисем пултаруллă хĕрарăма Кивĕ Атикасси ял Канашĕн депутатне те суйланă. Профсоюз райкомĕн тÿлевсĕр путевкисемпе Зоя Краснова СССРти Киевпа Одесса, Севастопольпе Симферополь, Сочипе Волгоград, Новгородпа Горький тата Балтика тăрăхĕнчи хуласене те çитсе курнă, Хура тинĕсре шыва кĕнĕ.

...Зоя Кирилловна /хĕр чухнехи хушамачĕ - Кириллова/ Советски çывăхĕнчи /Етĕрне районĕ/ Моляк ялĕнче 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ Кирилл Григорьевич лейтенант пулнă, вăрçăра вилнĕ. Тăлăха юлнă хĕр ачана амăшĕ Ольга Ермолаева пăхса çитĕнтерет. Советски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсанах çаврака та хитре пит-куçлă хĕр, вырăнти çĕвĕ цехĕнче ĕçлекенскер, илемлĕ тĕрлеме вĕренсе çитет. 1957 çулта унта тракторист-машинистсем хатĕрлекен профтехучилище йĕркеленет. Вĕренме пынисен хушшинче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Анат Çĕрпÿкасси каччи Петр Димитриев та пулнă. Часах çамрăксем паллашаççĕ, вĕсен чĕрисенче юрату туйăмĕ вăй илет. Çапла майпа арăм пулать те 22-ри хĕр, хаваспах юхан шыв хĕрринче вырнаçнă «Свобода» колхозăн ферминче ĕçлеме тытăнать. 33 çул тăрăшăть вăл дояркăра. Ĕçри хастарлăхшăн ăна колхоз правленийĕпе райĕçтăвкомĕн ял хуçалăх управленийĕ Хисеп грамотисем, хаклă парнесем тата укçан пермисем панă. «Социализм ĕçĕн çĕнтерÿçи», «Выльăх-чĕрлĕх пăхас ĕç мастерĕ», «Коммунизм ĕçĕн ударникĕ» тата «Ĕç ветеранĕ» ятсене тивĕçнĕ.

Çемье пуçлăхĕ те ĕçсĕр ларман: «Беларусь» тракторпа çичĕ çул колхоз ĕçĕсене пурнăçланă. Çавăнпа пĕрлех кил таврашĕнчи çурт-йĕре çĕнетсе пынă, ачисене - Германпа Глафирăна - тĕрĕс воспитани парса ÿстерессишĕн çуннă.

Халĕ Зоя Кирилловна килте пĕчченех кăштăртатса çÿрет. Çут çанталăк парнеленĕ кунсене тăсас тесе хăйне упрать. Пурнăç вăл пуриншĕн те хаклă. Хулари ывăлĕпе Кивĕ Атикассинче тымар янă хĕрĕ те çакна асра тытаççĕ, 73-ри амăшне яланах пулăшма васкаççĕ.

Геннадий САВЕЛЬЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.