Комментировать

9 Мар, 2016

Тен, пирĕн ачара гени пытаннă...

«Часах! Часах! Часах! Раççейри кашни çуртрах! Килти ĕçсене пурнăçланă... Амăшĕн сасси çĕтнĕ... Ачисен хăлхи илтми пулнă... Кÿршĕсем килти ĕçе пăхмасăр вĕреннĕ, йытă каласа панă! Эх, часах вĕсем — ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсем — пуçланаççĕ: тÿлевсĕр кĕртеççĕ, укçалла кăлараççĕ... Вĕ­ренÿ çулĕ амăшĕсемшĕн ача кĕтнĕ пекех — 9 уйăх тăсăлать. Иккĕмĕш эрнеренех кăмăл пăтранма тытăнать. Амăшĕсем, çывхарса килекен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе сире! Ăнăçупа чăтăмлăх!» — вулатăп Интернетри пĕр шÿте.

Кулăш — кулăшах, йăл кулă çуратать, çав вăхăтрах шухăша та ярать. Ăна вуланă май тепри аса килет: «Ачапа килти ĕç хатĕрленĕ май хам шкулта вĕренмен пекех туйăнма тытăнать».

Çапла, вĕренÿ программи çулсерен кăткăслансах пырать. Анчах çакна тиркеме те кирлех мар-тăр: çĕнĕ технологисем кунран-кун аталанса пынă май ача ăс-хакăлĕ те çирĕпленсех пымалла-çке. Аслă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши те хастарлă та хыт утăмлă пулса, вут-кайăклăн вĕçсе кун-çул уттинчен юлма хушман. Тăрăшатпăр-ха. Малтан-мала талпăнма хăтланатпăр. Аптрамастпăр. Пурнăçăн ку е вăл енĕпе пĕрлех вĕренÿ тытăмĕнче те çитĕнÿсем тăватпăр.

Мухтанмалли, каласа кăтартмалли аслисен йышĕнче те, кĕçĕннисен хушшинче те, телее, сахал мар. Чăваш Ен вĕрентекенĕсем çулран-çул ку е вăл ăмăртура палăраççĕ, хисепе тивĕçеççĕ. Вăтам е аслă шкулта ăс пухакан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕр те республика чысне çĕре ÿкермест, питĕмĕрсене хĕретмест.

Çакна иртнĕ эрнере пирĕн республикăра хăнара пулнă РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕ Вячеслав Никонов та çирĕплетнĕ. «Чăваш çĕрĕ çинче пĕрремĕш класлă вĕренÿ учрежденийĕсем ĕçлеççĕ. Вĕрентÿ тытăмĕ те чаплă. Пысăк çĕнĕ проектсем те пур. Çакă кунта ăс-хакăл енчен мăнаçлă потенциал пуррине, вăл хăватлăн аталанма пултарнине çирĕплетет», — тенĕ вăл.

Паллах, ывăл-хĕре шкула пуçтарса яма паян çав тери тăкаклă. Чылайăшĕн кăмăлне çакă пусарать те. Çи-пуçĕ, шкул хатĕрĕсем, сумка... Çитес çул ачине пĕрремĕш класа яма хатĕрленекен пĕлĕшĕм — пĕччен амăшĕ — халех пуç ватма тытăннă ĕнтĕ. Ĕç тетрачĕсем те мĕн хак-çке! Çăмăл мар паллах. Апла пулин те пурăнатпăр-ха, пуçа усмасăр малашлăха пăхатпăр.

Ачасене вĕренме, тĕрлĕ енлĕ аталанма мĕнпур май туса парассишĕн республика ертÿлĕхĕ те нумай тăрăшать. Çĕнĕрен-çĕнĕ программăсене пурнăçа кĕртеççĕ. Вĕрентекенсен çулсерен çурла уйăхĕнче иртекен пысăк конференцийĕнче ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Енре вĕренÿ тытăмне çĕнетсе аталантарма пысăк тимлĕх уйăрнине, çавна май çирĕплетнĕ бюджетăн виççĕмĕш пайĕ шăпах çак отрасле кайнине каланă. Кăçал çак тытăмри тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама 14 млрд. 758 млн тенкĕ уйăрнă иккен.

«Пĕрле пурăнмалла — пĕрле хăпартмалла!» халăх программипе 2025 çулччен республикăра 32 шкул тумалла, реконструкцилемелле. Çывăх вăхăтра «Волжский-3» микрорайонта çĕнĕ пĕлÿ çурчĕн никĕсне хывмалла. Республика пĕлтерĕшлĕ кадет шкулне çĕклемелле. Хальхи вăхăтра Гладков урамĕнче 1100 вырăнлă шкул хăпарать, наци лицейĕ пулнă çуртăн капиталлă юсавĕ пырать.

Сăмах май, вĕренÿ учрежденийĕсем уçасси — Раççейĕпех анлă сарăлнă тĕллев. Кăçал кăна 92 çĕнĕ çурт хута каймалла. Çапла тума демографи лару-тăрăвĕ те хистет. Хальлĕхе шкул парти хушшинче 13 миллион ача ларать, вунă çултан вĕсен йышĕ 16,5 миллионпа танлашĕ. Çав вăхăтрах нумай шкул паян икĕ сменăпа ĕçлет-ха.

Вĕрентÿ тытăмĕнчи Раççейри çĕнĕлĕхсем çинчен те калас килет. Мускавра паян ачасене професси енĕпе тĕллевлĕ хатĕрлесси вăй илсе пырать. Малтанласа гуманитари е математика класĕсем кăна пулнă, халĕ медицинăпа çыхăнни те пур. Нумаях пулмасть çак тĕллевпе çĕршывăмăрăн тĕп хулинчи 62 шкула медицина тĕрлĕ хатĕрĕпе тивĕçтернĕ. Занятисем аслă шкултинчен чылай çăмăлрах иртĕç, анчах медицина класĕнче вĕренекенсем хăйсене чăн-чăн тухтăр вырăнĕнчех туйма пултарĕç. Вăхăт иртнĕ май ку çĕнĕлĕх пирĕн тăрăха та çитĕ-ха.

Чăваш Енре парта хушшинче ларакансемшĕн çеç мар, шкул çулĕчченхи ÿсĕмрисем валли те нумай енлĕн аталанма çĕнни çуралсах пырать. Ахальтен мар кĕçĕннисене вĕренÿ процесне явăçтарассипе Раççейре малтисен йышĕнче эпир. Мĕн пĕчĕкрен пахалăхлă вĕрентессишĕнех малашне ача сачĕсенче тăрăшакансен квалификацине ÿстерессине те пысăк тимлĕх уйăрма палăртаççĕ çÿлтисем.

Паянхи куна республикăра — 999 вĕренÿ организацийĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕсенчен иккĕшĕнче — Шăмăршă районĕнчи Пашьелти тата Çĕмĕрлери 2-мĕш вăтам шкулсенче — урока йыхравлакан шăнкăрав янрамарĕ. Çакă кунта тĕплĕ юсав вĕçленменнипе çыхăннă. Ачасене хальлĕхе автобуссемпе кÿршĕ яла илсе çÿрĕç. Сăмах май, Дмитрий Медведев премьер-министр хушăвĕпе килĕшÿллĕн, кăçал Чăваш Ене 16 çĕнĕ транспорт килмелле.

Экономикăри паянхи йывăр лару-тăрура, паллах, ашшĕ-амăшне ачисене шкула хатĕрлесе яма çăмăл мар. Апла пулин те йăх тăсăмне тĕрлĕ майпа усă курса аталанма, çивĕчленме майсем тупса парасчĕ. Тен, шăпах пирĕн ачара гени пытаннă?

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.