«Ачан тавракурăмне виçĕ çулччен аталантармалла»
Птăрьел районĕнчи Сăкăт ача садне çÿрекен¬сен пысăк савăнăç — шăпăрлансем кĕçех пĕрле пуçтарăнса вăхăта хаваслăн ирттерме тытăнĕç- çке. Умра — авăн уйăхĕ. Эппин, ача сачĕ каллех кĕрлесе тăрĕ.
— Иртнĕ çулталăк вĕçĕнче ачасене хастарлăхĕшĕн грамотăсемпе хавхалантартăмăр, — каласа пачĕ ача сачĕн заведующийĕ Надежда Валерьевна Нртина. — Районти конкурссене хутшăнса чылай палăртăмăр, пĕчĕк маттурк¬касем кашнинчех малти вырăнсем йышăнса савăнтарчĕç. Чи пĕлтерĕшли, çав ăмăртусене ачасем кăсăкланса, кăмăлтан хутшăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те вĕсемшĕн питĕ тăрăшать.
4-6 çулсенчи ачасенчен тăракан «Хĕвел» ансамбль /ертÿçи А.А.Носкова/, сăмахран, районта иккĕмĕш вырăна тухнă. «Вĕлле хурчĕсем» вокал ушкăнĕ ача-пăча пулта¬рулăхĕн республикăри 4-мĕш конкурс-фестивалĕн 1-мĕш суйлав турне хутшăнса сертификата тивĕçнĕ. Районсем хушшинчи «Мăнкун савăнăçĕ» конкурсра вара вĕсем ла¬уреат пулса тăнă.
— Ачан тавракурăмне виçĕ çулччен аталантарма тăрăш¬малла теççĕ, — палăртрĕ Надежда Валерьевна. — Çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр эпир. Тĕрлĕ енлĕ аталансан вĕсем пурнăçра çухалса каймĕç. Ача хăйне хăй мĕнле хакланине тĕрĕслесех тăратпăр, унăн малашнехи çул-йĕрĕ çакăнтан та чылай килет-çке.
Хăшĕ-пĕри ÿсекен ăру вырăсланса пынине ача садĕнче çак чĕлхене хăнăхтарнипе çыхăнтарать. Сăкăтра вара апла мар, кунта пур заняти те чăвашла иртет. Ачасем тăван чĕлхепе чĕвĕл-чĕвĕл калаçни мĕнле илемлĕ илтĕнет-çке!
Çапларах хаваслă та кăсăклă кунта, «Çăлкуç» ача садĕнче. Çĕршыв малашлăхĕшĕн яваплăскерсем кăçал та пысăк ÿсĕмсемпе савăнтарĕç-ха, шанатпăр.
Лариса ПЕТРОВА.
Патăрьел районĕ, Сăкăт.