Мăнукĕсем ăрăва малалла тăсаççĕ
Ашшĕ хăйне, «Эх, мĕншĕн ывăл пулман-ши эсĕ?» - тени Галина Семеновнăн асĕнчен халĕ те тухмасть. Пĕчĕк чухнех вăр-вар та лара-тăра пĕлмен ачаччĕ вăл. «Класра улттăн вĕренеттĕмĕр, пилĕк арçын ача хушшинче - пĕр хĕр ача. Вĕсене кура хăюллă пулма, йывăрлăха çĕнтерме хăнăхса çитĕнтĕм, - сăмах çăмхине сÿтет вăл. - Пăчкă-пуртă та алăран кайман. Пÿрнесенчи суран çĕвви - çав вăхăт палли».
Галина Герасимова Комсомольски районĕнчи Хирти Шăхасанта çуралса ÿснĕ. Вĕренÿре те, ĕçре те маттур пулнă. Каникул кунĕсенче шкул ачисен бригадине ертсе пынă. Куккурус çитĕнтерес ĕçе хастар хутшăннăшăн телекурав кăларăмĕ валли ÿкерсе кайнине ăшшăн аса илет. Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкулта саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне «Артек» лагерьте канма тивĕç пулнă тата.
«Республикăри район-хуларан çирĕм иккĕн кайрăмăр. Килтен чăваш тĕрриллĕ кĕпе, саппун, тутăр илнĕччĕ те лагерьте тантăшсене хамăр юрă-ташăпа савăнтарса малти вырăна тухнăччĕ», - тет Галина Семеновна.
Вĕрентекен пулас ĕмĕтпе çунатланнă вăл. Шкул пĕтерсен педучилищĕне кайнă. Пĕлÿ учрежденине кĕрес текенсен ун чухне икĕ çулпа танлашакан стаж кирлĕ пулнă. Вăл çуккипе хĕре вĕренмешкĕн йышăнман. Паллах, кăмăлĕ хуçăлнă. Анчах алла усман - Нĕркеç шкулĕнче пионервожатăя вырнаçнă. Каярахпа бухгалтера вĕреннĕ, кирпĕч заводĕнче, участок больницинче шут ĕçĕнче тăрăшнă. Сыватмăшри тухтăрсем çынсене сиплесе ура çине тăратнине кура кун-çулне медицинăпа çыхăнтарма тĕв тунă - 1965 çулта училищĕне кĕнĕ. Йăмăкĕ те медицина сестри пулма хатĕрленнĕ, асли - Шупашкарта, кĕçĕнни - Канашра. Амăшне укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен çăмăлрах пултăр тесе Галина вĕреннĕ вăхăтрах садикре ĕçленĕ.
Пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван района таврăнса Аслă Çĕрпÿел больницине вырнаçнă. Иван Герасимовпа çемье çавăрсан Нĕркеçе куçнă.
«Икĕ ял халăхĕшĕн Галя аппа пулса тăтăм, - тет Галина Семеновна çав çулсене аса илсе. - 40 çула яхăн ĕçлесе ентешсен, вĕсен ачисен сывлăхне çирĕплетессишĕн тăрăшрăм. Фельдшер кÿршĕ район çынни пулнă май канмалли кунсенче ĕç хыççăн пурте ман пата пулăшу ыйтма пынă. Икĕ ялта эпĕ кĕрсе курман кил юлман. Çĕрле чĕнеççĕ-и е уявра-и - вĕсен вырăнĕнче хам мĕн тунă пулăттăм тесе шухăшланă, сиплеме кирлĕ хатĕре пуçтарса чирлĕ çын патне васканă».
Нĕркеçри медпункт халĕ пысăк та хăтлă çуртра вырнаçнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче кун пекки пулман вĕт, çулĕсене те асфальт сарман. Район центрĕнчен аякра вырнаçнипе чылай нушаланма тивнĕ.
Галя аппа çине тăнипе, чирлисемшĕн меллĕ пултăр тесе тата медсестра çывăхра пурăннине тĕпе хурса медпунктăн çĕнĕ çуртне çул хĕррине лартнă.
Галина Семеновна - ялти ятлă-сумлă çын. «Эпĕ пулăшнипе сывалнă ентешсене курсассăн чунăм савăнать. Вĕсен савăнăçĕпе хуйхи-суйхине пĕрле пайларăмăр вĕт. Кун-çулăма усăсăр ирттермерĕм, ăна тăван ен халăхĕн сывлăхне тĕреклетме халалларăм», - темешкĕн унăн ирĕк пурах. Çакна хăйĕн ырă та пархатарлă ĕçĕпе, ăшă кăмăлĕпе çĕнсе илнĕ. Халăх ăна яланах ĕненнĕ, ял Канашĕн депутатне ултă хут суйланă, хĕрарăмсен канашне, ачисем вĕреннĕ чухне ашшĕ-амăшĕн комитетне ертсе пыма шаннă. Герасимовсем суйлав комиссийĕсен ĕçне пуçаруллă хутшăннă.
Вăл - донор, тÿлевсĕр 35 хут юн панă.
Хăй çурма тăлăх çитĕннĕрен сахал тупăшлă çемьесенче ÿсекенсен нушине чунпа туять, яланах пулăшать, ал ĕçĕнче ăста пулнипе вĕсене тĕрлĕ тум çыхса парать.
Галина Семеновна пурнăçра хура-шур, савăнăç-телей сахал мар тÿссе ирттернĕ. Вăрçăран аманса таврăннă ашшĕ 1953 çулта çĕре кĕнĕ, тăватă ачине амăшĕ хăрах çунат айĕнче çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çурма тăлăха юлнăскерсене патшалăх пĕр пус парса та пулăшман. «Ун чухне медицина паянхи пек аталаннă тăк аттене çăлса хăварма пулатчех», - çапла шухăшлать кун-çулне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнăскер.
Амăшĕнчен те 23 çулта юлнă вăл. Мăшăрĕ Иван Семенович çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă. Галя аппан хунямăшĕ 71 çулта çĕре кĕнĕ. Вĕсем килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăннă. Кинĕ ăна яланах ырăпа аса илет.
Галина Семеновнăн куç тулли телейĕ, савăнăçĕ - икĕ ывăлĕн çемйисем. Асли Шупашкарта тĕпленнĕ, кĕçĕнни - тăван ялта. Кинĕсем хунямăшне хисеплеççĕ. Пилĕк мăнукĕ ăрăва малалла тăсать.
Çывăх çыннисем иртнĕ кунсенче тăван килте уяв сĕтелĕ хушшине пухăнса Галина Семеновнăна 70 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламласа, нумай пурăнмашкăн ырлăх-сывлăх сунса амăшĕн, асламăшĕн чунне ăшăтрĕç. Чăннипех хĕпĕртерĕ ĕç ветеранĕ, хăйне телейлĕ туйрĕ.
Комсомольски районĕ,
Нĕркеç ялĕ