Комментировать

31 Авг, 2016

Вилнĕ, аманнă...

Çак кунсенче республикăра çынсем ушкăнпах шар курнипе çыхăннă темиçе авари пулнă. Пĕринче çын вилмеллех суранланнă.

Ку инкек Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕн Ирчемес ялĕнче пулнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх — руль умĕнчи 28 çулти çамрăк, ÿсĕрскер, машинăна "пăхăнтарайман", "Тойота Селика" автомобиль малтан çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухса кайнă, унтан йывăç çине тăрăннă /сăнÿкерчĕкре/. Кăтартăвĕ хурлăхлă: 28 çулти пассажир вырăнтах вилнĕ. Водительпе тепĕр пассажир та суранланнă, вĕсене больницăна ăсатма тивнĕ. Акă мĕншĕн ЧР ШĔМĕн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ертÿçисем республикăра пурăнакансене руль умне ÿсĕрле ларакансене асăрхасан çийĕнчех 24-07-70 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме чĕнсе калаççĕ. Сирĕн шăнкăрав çынсен пурнăçне, сывлăхне упраса хăварма пулăшĕ.

Шупашкар районĕнче вара аварире харăсах 9 çын суранланнă. Кÿкеçре "Форд Транзит" микроавтобус "Хендай" автомобильпе çапăннă. Çĕрпÿрен Шупашкара кайма тухнă маршрут автобусĕн 34 çулти водителĕ тивĕçлĕ дистанцие тытса пыман, умри машинăна пырса çапнă-мĕн — тĕпчевĕн малтанхи кăтартăвĕсем çакнашкал ÿкерчĕк сăнлаççĕ. Аварире микроавтобусăн 7 тата çăмăл автомобилĕн 2 пассажирĕ аманнă, вĕсене медпулăшу кÿмешкĕн больницăна илсе кайнă.

Н.КОНОВАЛОВ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.