Аталану çулĕ çинчи Шупашкар
Анчах çак çул çинче тумхахсем те çук мар
Муниципалитетсем çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, малашлăх тĕллевсене палăртаççĕ. Шупашкар хулин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетме кĕçнерникун республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.
Республикăпа пĕрле
Канашлăва уçнă май регион ертÿçи çакнашкал тĕлпулусем вырăнсенчи лару-тăрăва лайăхрах пĕлме май панине палăртрĕ: «Çынсем ырлаççĕ кăна мар, эпир ĕçлесе çитереймен ыйтусемпе кăмăлсăрлăхне те пытармаççĕ». Шупашкара илес тĕк — «эпир сирĕнпе пĕрле нумай ĕç пурнăçланă. Чи кирли — çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас, хула тупăшне пысăклатас, потребительсен рынокĕнчи хаксене çирĕп сăнаса тăрас енĕпе ĕçлесси».
Михаил Васильевич граждансен социаллă хÿтлĕхне тивĕçтересси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ пулнине çирĕплетрĕ. Çавна май Чăваш Енĕн пĕрлехи бюджетĕнче граждансен социаллă хÿтлĕхĕ валли 7,2 миллиард тенкĕ пăхса хăварни чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республика тĕп хулана уйăрмасть: çулсем тума тата вĕсене юсама, картишсене тирпейлеме, çурт-йĕре кирлĕ пек пăхса тăма каякан тăкаксем курăмлă. Анчах укçапа тĕллевлĕн усă курмалла — граждансемшĕн кашни тенкĕ ăçта кайни уçăмлă пулмалла.
Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов экономикăри лару-тăру ансат маррине пăхмасăр Шупашкар республика влаçĕсемпе пĕрле ĕçлесе социаллă обязательствăсене туллин пурнăçланине çирĕплетрĕ. 2012 çултанпа кăна тĕп хулара 16 ача сачĕ хута кайнă, маларах вара 20 çул пĕр садик те туман. 10 çул ку енĕпе ĕçлемен хыççăн кăçал тинех шкул строительствине пуçарнă.
Анлă отчета вара хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков турĕ. Тĕп çитĕнÿсен шутĕнче вăл Шупашкарти демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине палăртрĕ: «Эпир йышланса пыратпăр. Хулара пурăнакансем паян 493 пине яхăн çын ĕнтĕ. Ачасем çураласси çын вилессинчен икĕ хута яхăн пысăкрах».
Вăл бюджет параметрĕсем çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Çур çулта бюджета 3,9 миллиарда яхăн тенкĕлĕх пурнăçланă. Çак укçан çурри — хамăрăн тупăшсем, вĕсем 5% пысăкланнă. Промышленноç производстви ÿсĕмлĕ. Халĕ индустри паркĕн 1-2-мĕш черечĕсен строительстви пырать. Унти предприятисем хута кайсан 1 пинрен кая мар çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулĕ, 2020 çул тĕлне тĕп капитала хывнă инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2,5 миллиард тенкĕрен кая мар пулмалла.
2016 çулта пурăнмалли 300 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута яма палăртнă. Хальхи вăхăтра Шупашкарта çĕнĕ 15 микрорайонта строительство ĕçĕсем пыраççĕ, нумай хваттерлĕ 87 çурт çĕкленет. Гладков урамĕнчи шкул строительстви пирки вулакан пĕлет, унсăр пуçне çулталăк вĕçлениччен «Волжский-3» микрорайонта шкул тума пуçламалла, çавăн пекех «Садовый» тата «Çĕнĕ хула» микрорайонсенче тата икĕ шкул тумалли проектсене хатĕрлемелле.
Çитменнине çитерĕр!
Алексей Олегович çивĕч ыйтусенчен те пăрăнса иртмерĕ. Шупашкарти коммерципе çыхăнман тытăмсенче кăрлач-утă уйăхĕсенче вăтам ĕç укçи 27 пин тенкĕпе танлашнă. Анчах çак кăтартупа эпир Атăлçи округĕнчи административлă центрсен хушшинче чи кайрисен шутĕнче иккен. Пуçа ыраттаракан ыйту — «Трактор завочĕсем» концернăн тĕп хулари предприятийĕсем. Вĕсенчи 7 пин çынран паян 5 пинĕ тулли мар ĕç режимĕпе ĕçлет. Кăçалхи бюджета пурнăçлама хулана 643 миллион тенкĕ çитмест. Сити-менеджер пытармасть: резервсем пур, çав шутра — пурлăх арендишĕн татман парăмсем, шыраса илеймен штрафсем, вăхăтра тÿлемен налуксем... Аренда тенĕрен, паянхи лару-тăрура хулан тара паракан лаптăкĕсем чакни сисĕнет, аренда тÿлевĕ те пысăк тееймĕн — тăваткал метршăн 185 тенкĕ. «Коммуналлă технологисем» ООО ăшăпа тата электричествăпа тивĕçтермелли объектсен арендишĕн питĕ пысăк парăм пухнă. Çавна май хула унпа тунă килĕшĕве татма та йышăннă. Çийĕнчен КТ газовиксен умĕнче 660 миллион тенкĕлĕх парăма кĕнĕ. Газ компанийĕ вара çак парăма хула çине тиесшĕн. «Эпир кунашкал условипе килĕшместпĕр, мĕншĕн тесен «Коммуналлă технологисем» потребительсенчен йĕркеллех укçа пухаççĕ», — терĕ кун пирки Алексей Ладыков.
Çак условисенче коммерци кредичĕсемпе усă курма тивет, вĕсем вара хаклă — кашни тенкĕшĕн 8 пус. Çавна май Алексей Олегович республика кредит парса пулăшни йывăрлăхран тухма май парасса шанать. Республика влаçĕсен енчен вара маларах тĕп хулан чиновниксен йышĕ пысăкки пирки ÿпкев пулнăччĕ, вĕсене чакарма сĕннĕччĕ. Сити-менеджер çак ÿпкеве хуравларĕ пулас: Шупашкарта асăннă йыш округри тĕп хуласен хушшинче чи пĕчĕкки-мĕн — кашни 1 пин çын пуçне 1,01 чиновник. Чи пысăкки Пермь облаçĕнче — 1,84.
Нумай ачаллă çемьесене саккунпа килĕшÿллĕн çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес ыйту çăмăл мар. Лаптăк илме тивĕççисем — 3,3 пине яхăн çемье, хальлĕхе 35% кăна çĕр панă. Шупашкарпа юнашар районта 80 тата 54 гектарлă лаптăксене хулана пани сывлăш çавăрса яма пулăшать-ха — 1 пин ытла çемье валли лаптăксем пулĕç, 400 çемье кăçалах çĕр илĕ, анчах çакă та, куратпăр, ыйтăва татса параймасть.
Тĕп хула влаçĕсем ЧР Çул-йĕр фончĕн халичченхинчен пысăкрах «татăкне» хуçса илме те хирĕç мар: «Фондăн пысăк пайĕ Шупашкарти автомобилистсем хывакан тÿлевсенчен пухăнать, пире вара чылай сахалрах параççĕ». Анчах канашлура кунашкал хапсăнăва хавхалантармарĕç: вице-премьерсем — экономика аталанăвĕн тата финанс министрĕсем Владимир Аврелькин, Светлана Енилина республика тĕп хулана ахаль те аван тĕревленине çирĕплетрĕç. Калăпăр, хула аталанăвне предпринимательсем пысăк тÿпе хываççĕ. Тĕп хулари пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен 45% вара патшалăх пулăшăвĕпе усă курать. Хулан хăйĕн тупăшĕсен ÿсĕмĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2,2% танлашнă. Анчах транспорт налукĕн виçи 26,5% пĕчĕкленнĕ, уйрăм çынсен пурлăхĕнчен илекен налук 77% таранах анса ларнă. Пĕр сăмахпа, шухăшласа пăхмалăх пур...
Каллех — лицей, «Чăваш бройлерĕ»...
Зала пухăннисем чылай ыйту пачĕç — вĕсене Михаил Игнатьев хуравларĕ. 4-мĕш лицейĕн тата Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕн шăпи пирки каланă май Михаил Васильевич çапла палăртрĕ: «Вĕсем — тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсем, уйрăм икĕ тема». Хула администрацийĕ наци лицейĕ вырнаçнă çурта тĕпрен юсама йышăннă, унта 4-мĕш лицейĕн вĕренÿ корпусĕ пулĕ. Пултаруллă ачасен наци лицейĕ вара Мускав проспектĕнчи музыка училищинче вырнаçĕ. Çак тĕллевпе унта реконструкци тума палăртнă, тĕртсе хушма çурт та тăвĕç. 2017-2019 çулсенче çак реконструкци валли республика бюджетĕнчен 354 миллион тенке яхăн уйăрма палăртнă.
Михаил Васильевич «Чăваш бройлерĕ» АУО шăпине те уçăмлатрĕ. «Справедливая Россия» партирен Патшалăх Думин депутатне суйланнă Александр Четвериков предприятин тĕп учредителĕ пулнине аса илтернĕ май вăл чăх-чĕп валли апат туянма тесе Краснодар крайне 14 миллион тенкĕ куçарни çинчен каларĕ. Кăтартăвĕ хурлăхлă: тырă «Чăваш бройлерне» килмен, 7 миллион тенке предприятие тавăрса паман. «Фабрика çĕнĕрен ĕçлесе кайтăр тесе эпир пĕтĕмпех тăвăпăр», — çирĕплетрĕ республика Пуçлăхĕ.
Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев пĕтĕмĕшле илсен Шупашкар хули аталану çулĕ çинче пулнине палăртрĕ. Федераци бюджечĕ 10% пĕчĕкленнине пăхмасăр республика Мускавран илекен инвестицисен калăпăшĕ 16 млрд тенкĕпе танлашать — пĕлтĕрхинчен 5,5% нумайрах. Çак укçан пысăк пайĕ Шупашкар аталанăвне тĕревлет. 2011-2015 çулсенче тĕп хулана 12,2 миллиард тенкĕ хывнă. Юлашкинчен вара вăл хула влаçĕсене пайăр сĕнÿсем пачĕ: тĕп хулан архитектура хăйнеевĕрлĕхне упраса хăвармалла, çурт-йĕре «хĕстерекен» строительствăпа иртĕхни вырăнсăр, çавăн пекех Шупашкарăн истори центрĕнче питĕ çÿллĕ çуртсем çĕклени те килĕшÿллĕ мар.
Николай КОНОВАЛОВ