Комментировать

25 Авг, 2016

Ăсталăх пĕлекен çăкăрсăр лармасть

«Ачасемсĕр пурăнаймастăп, - тет Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнакан Вера Кузнецова. - Пĕр кун репетицие килмесен те мана темĕскер çитмест. Хăйсем те ман пата туртăнаççĕ. Вĕсемпе ĕçлеме кăмăллă. 60 çул тултартăм пулсан та чун çамрăк-ха».

Вăл - ачасен тусĕ

Вера Федоровна хăй ирĕкĕпе ача-пăча валли пукане театрĕ йĕркеленĕ. Пуканийĕсене вара ачасемпе пĕрле ăсталаççĕ. Хăйсем çĕленĕ теттесемпе спектакль лартма та кăсăклă. Ахальтен мар ĕнтĕ район, республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурса хутшăнса яланах малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ Сăкăтсем. Унсăр пуçне ял çыннине те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Спектакльпе Тутар Республикине те çитсе килнĕ.

Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вырăнти шкулта пĕр вăхăт технологи урокĕсене ертсе пынă вăл. Тăрăшуллă учителе вĕренекенсем тÿрех килĕштернĕ. Халĕ те вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Кану кунĕсенче районти физкультурăпа спорт комплексне бассейна илсе каять, хĕлле конькипе, йĕлтĕрпе ярăнать. Каникул вăхăтĕнче те репетицие çÿреççĕ ачасем. Унсăр пуçне алĕç кружокĕ те йĕркеленĕ. Чи тĕлĕнмелли çакăнта: кружоксене тÿлевсĕр ертсе пырать Вера Федоровна. Теттесене çĕлеме те материал хăех тупать.

Юхма Мишши ячĕллĕ пукане театрне 2006 çулта «халăх» ятне панă, ытти Хисеп хучĕ те вĕсен пултарулăхне çирĕплетет.

Хăй те алĕç тума юратнăран ялти ăстаçăсене пĕрлештерет вăл. Сăмахран, çыхма, тĕрĕ тĕрлеме кăмăллакансен клубне йĕркеленĕ. Пĕр-пĕрне пăхса тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ Сăкăтсем. Каярахпа вĕсенчен курав йĕркелеççĕ. «Кун пек чухне упăшкапа иксĕмĕр ял тăрăх тĕрĕ, алса-чăлха тата ытти япала пухма тухатпăр. Ара, камăн та пулсан ку ĕçе йĕркелемелле-çке. Алĕç тăвакан пирĕн тăрăхра чылай. Вĕсен пултарулăхне çынна кăтартас килет»,- пĕтĕмлетрĕ хăйĕн сăмахне маттур хĕрарăм.

Алĕç туни пурнăçра пулăшнă

Вера Федоровна паллаштарнипех çак ялта пурăнакан Лидия Чермасова патне çитсе килтĕм. 71 çултискерне кинемей теме чĕлхе çаврăнмасть. Вашават, правур, пултаруллă. Килĕ-çурчĕ таса, пур çĕрте те - тĕрĕ. Ĕмĕрĕпе ал ĕçĕпе пурăннăран паян та кĕрĕк арки йăваласа лармасть вăл: алса-чăлха çыхать, тĕрлет. Хăй валли çеç мар, сутмалăх та. «Пушă вăхăт тупăнсан пĕрре те ахаль ларас килмест, алă ĕç патнех туртăнать. Телевизор курнă чухне те тĕрлетĕп, çыхатăп. Турăш кĕтесĕ валли алшăлли, кравать çитти саккас паракан чылай. Халĕ те хатĕррисем пур», - паллаштарчĕ хăйĕн кун-çулĕпе Лидия Александровна.

Ачаллах ĕçлеме юратнă вăл. Амăшĕ ăна хăйпе пĕрле час-часах фермăна илсе кайнă. Ĕçрен пушансан хĕрсем алĕç тунине сăнанă. Килне çитсен хăй те çыхма-тĕрлеме пикеннĕ. Паллах, малтанах çыпăçуллă пулман. Çавăнпа çыхнă та сÿтнĕ...

Шкулта вĕреннĕ чухне вара юлташĕсене чернил кĕленчи валли хутаç çыхса панине аса илчĕ Лидя аппа. «Кашнийĕ шпулькăпа тивĕçтеретчĕ. Юлнă çиппе эпĕ ялти çĕвĕçе, Нина аппана, параттăм. Вăл мана уншăн кĕпе çĕлесе тăхăнтартатчĕ. Алĕç туни пурнăçра яланах пулăшса пынă мана», - аса илчĕ иртнине ватă.

Ун алли витĕр тухнă тĕрĕ-çакă халĕ кам патĕнче кăна упранмасть пулĕ. Унта-кунта кайсан парне вырăнне те панă. Хĕрĕ Люда та амăшĕнчен чылай вĕреннĕ. Мăнукĕ Ирина вара унран та ирттерет. Вăл тĕрлеме кăмăллать иккен. Çак ырă ĕç кукамăшĕнчен мăнукне куçни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Çамрăклăхне те куç умне кăларчĕ Лидя аппа. 1966 çулта мăшăрĕпе çемье çавăрнă вĕсем. Тепĕр тăватă çултан упăшки чире кайнă. 31 çул нушаланнă вăл. Апла пулин те ĕçлеме тăрăшнă, колхозра хурал тăнă. Ăна шелленипе унта каçсерен хĕрарăм хăй кайнă. Пурнăçа сыпăнтарас тесе пĕр кун та ахаль ларман. Çавăнпах ĕнтĕ пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн - 50 çул.

Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ пĕчченех пурăнать вăл. Апла пулин те кил-çуртне çĕнетсех тăрать. Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрать. Пушă вăхăт тупăнсанах вара алла пански йĕппи тытать. Тепĕр чухне хĕрлĕ, сарă çиппе шурă пире тирсе эрешлет, чунне йăпатать.

Валентина ПЕТРОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.