Комментировать

20 Авг, 2016

17-ри каччă 71 çулти хĕрарăмпа пĕрлешнĕ

Америкăра пурăнакан 71 çулти Алмеда Эррел 17-ри Гери Хардвиг мăшăрĕ пулса тăнă. Арçын хĕрарăмран 54 çул кĕçĕнрех. Çырăннă çĕре пынă хăнасене çакă самаях пăшăрхантарнă. Мăшăр хăй кăна çакна асăрхаман та тейĕн.

Каччă пулас мăшăрĕпе хĕрарăм аслă ывăлне пытарнă çĕртре паллашнă. Алмеда йывăр çухатăва епле чăтса ирттермеллине те пĕлмен. Юрать çав самантра Гери тупăннă. Каччă хăй каярахпа каласа кăтартнă тăрăх, ăна хĕрарăмăн тĕлĕнмелле хитре кăвак куçĕ тыткăна илнĕ.

Паллашнăранпа виçĕ эрне иртсен мăшăр хут уйăрттарма шухăшланă. Уява хĕрарăмăн кил картинче ирттерме палăртнă — пулас арăмĕпе упăшки унта пĕрремĕш хут чуптунă иккен. Çамрăк упăшка арăмĕ хăйĕнчен самаях аслине пачах та туйманнине пĕлтерет. Иккĕшĕн хушшинчи çын умне кăлармалла мар хутшăнусем те ăна чунтанах тивĕçтереççĕ-мĕн.

Çакна та палăртмалла, Алмедăпа тĕл пулса паллашиччен маларах Гери хальхи мăшăрĕнчен тата та аслăрах хĕрарăмпа çыхăну тытнă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.