Комментировать

29 Мар, 2014

Чăваш Ен команди - пиллĕкмĕш

Ярославль облаçĕнчи Рыбинскри «Метеор» спорт керменĕнче юниорсен хушшинче çĕр-шывра мала тухассишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура 34 регионти 200 ытла каччăпа хĕр вăй виçрĕç.

Командăсен тупăшăвĕнче малти пилĕк вырăна Тюмень тата Омск облаçĕсен, Краснодар крайĕн, Пушкăрт тата Чăваш республикисен командисем йышăнчĕç. Пĕрремĕш теçеткере çавăн пекех - Томск, Ярославль облаçĕсен, Мускав хулин, Челябинск тата Вологда облаçĕсен спортсменĕсем. Çапла, çĕр-шыври чи вăйлă çамрăк пăхаттирсем Уралпа Çĕпĕр тăрăхĕнче ытларах пурăнаççĕ.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче пирĕн ентешсенчен Йĕпреç районĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕреннĕ, халĕ Санкт-Петербургри çар физкультура институчĕн курсанчĕ Марина Федорова савăнтарчĕ. 20 çулти пулас офицер, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн М.Петровăн вĕренекенĕ 24 килограмлă кире пуканне сулласа 95 хут çĕклерĕ, Тюменьри Динара Халимова хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенткисем Елизавета Еремеевăпа Анастасия Александрова хăйсен виçисенче пиллĕкмĕш кăтартупа палăрчĕç.

Елчĕк районĕнчи Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Павлов тимĕр вăййипе А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулне çÿреме пуçласан туслашнă. Кире пуканĕ йăтма Сашăна аслă юлташĕ, 2008-2011 çулсенче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнирсенче тăтăшах çĕнтернĕ спорт мастерĕ Сергей Соловьев хистенĕ. 2013 çулхи спорт сезонне ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Александр Павлов нихăçанхинчен лайăх вĕçлерĕ. 19 çулти каччă çĕр-шыври çамрăксен чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнса Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарчĕ. Пĕлтĕр раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Кÿкеç поселокĕнче иртнĕ «Хыпар» хаçат турнирĕнче те пулас инженер чи лайăх кăтартупа палăрчĕ. Çавăн хыççăн кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн анлă ларăвĕнче ăна Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин капитанне суйларĕç.

Рыбинскри чемпионатра Аслă Пăла тăрăхĕнчи чи вăйлă пăхаттир республика чысне 73 килограмлă виçере хÿтĕлерĕ. Унпа пĕрле помост çине 28 атлет тухрĕ. Çивĕч кĕрешÿре чемпион ятне Алтай крайĕн спортсменĕ çĕнсе илчĕ. Александр 32 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 100 хут тĕртрĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 174 очко пухса иккĕмĕш пулчĕ, çу уйăхĕн варринче Санкт-Петербургра иртекен Европа чемпионатне хутшăнма путевкăна тивĕçрĕ.

Пирĕн ентешсенчен Рыбинскра Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Дмитрий Козлов, Иван Кривов, Дмитрий Курчин тата Шупашкарти механика-технологи техникумĕнче вĕренекен Николай Николаев хăйсен виçисенче пĕрремĕш теçеткери вырăнсене йышăнчĕç.

 

ăмăртăвăн аслă судйи

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.