Комментировать

19 Авг, 2016

Лайăх мăшăрпа юнашар – чун юрлать

«Ывăлу пĕчĕк чухне уншăн — воспитатель, вăл çитĕнсен — пиччĕшĕ пул», — арабсен çакнашкал ваттисен сăмахĕ пур. Ашшĕ-амăшĕпе ачисен хутшăнăвĕсем çинчен — тĕп-тĕрĕс каларăш. Пурнăçра çак сăмахсене тÿрре кăларакан çемьесем чăннипех телейлĕ. Канаш районĕнчи Сиккассинче пурăнакан Горшковсен килйышĕ — çав шутрах. Ашшĕ-амăшĕ, вĕсен çемье çавăрнă виçĕ ачи пĕр-пĕринчен инçе те мар пурăнаççĕ — килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса, кирлĕ чухне канашласа. Ачисен пурнăç опычĕллĕ Николай Ивановичпа Нина Михайловнăран вĕренмелли, ăса хывса пымалли паян та пур-ха. Тирпейлĕ кил-çурт, юмах тĕнчине аса илтерекен сад-пахча, çирĕп хушма хуçалăх... Кунта чăн-чăн пурнăç çыннисем тĕпленнĕ.

«Атте» тесе кураймасăрах...

Пĕр уйăх каялла кăна 75 тултарнă Николай Ивановича Канаш тăрăхĕнче пĕлмен çын та çук — пурнăç урапи шав малалла куснă май самаях сумлă вырăнсенче ĕçленĕ вăл. Вăй питти çулсенче ял канашне, вырăнти колхоза ертсе пынă.

Нуша чул кастарать теççĕ — Николай Горшковăн ачалăхĕ мĕн тери йывăр килнĕ.

— Атте эпĕ çураличченех вăрçа кайнă. Шăп синкерлĕ пулăм пуçлансан, утă уйăхĕнче, çут тĕнчене килнĕ эпĕ. Манăн — икĕ аппа. Çапла аннен чĕрçи çинче виççĕн юлнă эпир. «Атте» тесе чĕнсе кураймарăм — çывăх çыннăмăр тăван киле таврăнаймарĕ. Ленинград фронтĕнче пуç хунă вăл, юлашки çырăвне Пушкино хулинчен янă, — асаилÿ авăрне путрĕ Николай Иванович.

Çемьере хăй пĕртен-пĕр арçын пулнине ир туйма пуçланă Коля. Çимелли çук — тупма, кивелнĕ çуртра сивĕ — ăшăтма тăрăшнă. Пурăнакан пÿрт юхăннине кура аслă классенче вĕреннĕ чухне вăрмантан «нуша урапипе» йывăç кăларнă. Çапла хăй тăрăшсах пÿрте çĕнĕ пĕренесемпе çĕнетнĕ, улăм витнĕ тăррине çĕннипе улăштарнă.

— Выçăллă-тутăллă пурăннă чухне вăрманта вутă хатĕрлеттĕмĕр те Тутар хутлăхне кайса ăна çĕрулмипе ылмаштараттăмăр. Темле йывăр çулсенче те килте ĕне усранă эпир — сĕт юр-варĕсĕр пурăнман. Ĕнене çитерме вăрманта çулçă пуçтарнă, курăк çулнă, — терт-нушана епле çĕнтернине каласа кăтартать арçын.

Шкул пĕтернĕ хыççăн Канашри чукун çул училищине вĕренме кайнă, пĕр хушă вакунсем юсакан заводра вăй хунă. Салтак атти тăхăнма вăхăт çитсен Сиккасси каччи Хабаровск тăрăхне лекнĕ. Виçĕ çул хĕсметре тăнă вăл.

Дояркăсем килне пырсах ÿкĕтленĕ

Пурнăçри кашни пулăмăн — хăйĕн вăхăчĕ. Авланма черет çитсен пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатма юрăхлă хĕр шыраса тĕнчен таçти кĕтесне çул тытман Николай. Чун варли тăван ялтах пулнă. Хăйĕнчен ултă çул кĕçĕнрех Нинăна качча тухма ÿкĕте кĕртнĕ-кĕртнех.

— Ĕнтĕ туй кĕрлеттернĕренпе килес çул çур ĕмĕр çитет — ĕненес те килмест, — мăшăрне куçран ăшшăн пăхса калаçăва хутшăнать кил хуçи арăмĕ Нина Михайловна. — Тахçан пĕрисем патне ылтăн туй паллă тума кайнăччĕ те — хамăр çавăнччен пурăнса çитессĕн те туйăнман! Тавах Турра — ман тĕле лайăх мăшăр ячĕ. Упăшка аван пулсан пурнăç ăнать.

Пирĕн калаçу каллех кил хуçи еннелле сулăнать. Нина Михайловна мăшăрĕ Сиккассине, вырăнти А.Жданов ячĕллĕ хуçалăха ĕçлеме килнĕ хыççăнхи самантсене ăшшăн аса илчĕ:

— Пĕррехинче ăна ферма ертÿçин «тилхепине» сĕннĕ. Яваплăх пысăк та — тÿрех килĕшесшĕн пулман-тăр. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем вара Коля турткалашнин сăлтавĕ манра, эпĕ ирĕк паманнинче, тесе шухăшланă-ши? Машина кузовĕ тулли доярка ларса килнĕччĕ пирĕн кил умне. Пĕрле ÿкĕте кĕртрĕмĕр вара.

Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче колхоз председательне суйланă Николай Горшкова. Ун чухне вĕсен колхозĕ районти лайăх хуçалăхсенчен пĕри пулнă. Мăйракаллă шултра выльăх — 500 пуç, çав шутра сăвакан 270 ĕне пулнă.

— Пĕр вăхăт сĕт-çу ферминче арçынсем йышлансах кайрĕç — сакăр доярччĕ! Ĕнесене аппаратпа сунă-ха ĕнтĕ. Арçынсемпе ансатрахчĕ те: хĕрарăм яланах киле васкать, кусем вара ĕçе тĕплĕ туса пĕтерсен тин саланатчĕç, — хăй пуçлăх пулнă çулсене куç умне кăларать Николай Иванович.

Ял хуçалăх тытăмĕнче паян ĕлĕкхилле ÿкерчĕк хуçаланманшăн пăшăрханать те, тарăхать те вăл. Гектарĕ-гектарĕпе мар, пĕр сотка çĕр те пушă хăварманнине астуса тăраканскер хальхи вăхăтра хыт-хура кашласа ларакан уйсене курсан чунĕ епле ан вĕчĕрхентĕр-ха?

— Тавăрмаллах колхоз-совхоз тытăмне. Фермерсемпе кăна çакнашкал лару-тăруран çăлăнса тухаймастпăр: вĕсем тупăш нумай илес тĕллевлĕ, çавăнпа начар çĕр лаптăкĕсем çинче тăкакланасшăн та, вăхăт ирттересшĕн те мар, — татăклăн пĕлтерет шухăшне ертÿçĕре ĕçлесе курнăскер хăйĕнчен ял хуçалăх малашлăхĕ пирки ыйтсан.

Ялта ĕçке ернисем нумайланнăшăн, çавна май çамрăксемпе вăтам ÿсĕмрисем вăхăтсăр вилнĕшĕн те чунĕ ыратать Николай Ивановичăн. Шел, хăйĕн тантăшĕсен ачисемех пурнăç хаклăхĕсене уяма хăнăхайман. Паллах, теприсем ялта пуласлăх тĕтреллĕ текен шухăш хыççăн кайса хуланалла тапса сикнĕ. Çапла Горшковсем пурăнакан самай вăрăм, 40 киллĕ урамра — вăй питти виçĕ арçынран ытла мар.

Çÿпçине кура — хупăлчи

Нина Михайловна хăйĕн кун-çулне Сиккассипе кăна çыхăнтарма пÿрнĕшĕн пĕртте ÿкĕнмест. Аттестат илсенех тăван шкула делопроизводительте ĕçлеме тытăннă хĕр аслă пĕлÿ çинчен ĕмĕтленнĕ. Тÿрĕ кăмăллă хĕре шкул ертÿлĕхĕ библиотекăна та ертсе пыма шаннă. Çавăнтанпа ĕç вырăнне улăштарман вăл — Сиккасси вăтам шкулĕн коллективĕнче хĕрĕхе яхăн çул сисĕнмесĕр иртнĕ. Анлă пĕлÿллĕ çынсемпе юнашар ĕçлени хăйне те аталанма хистенине пытармасть Нина Михайловна. Хушăран вĕрентекенсем пĕр-пĕр ыйтупа хăйĕнпе канашланине халĕ те хаклать. Çулсем иртсен те вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хăйне манманшăн тав тăвать.

Ĕçре пĕтĕмпех йĕркеллĕ, çемьере лăпкă — унран ытла телей хĕрарăма кирлĕ те мар. Кун пек чухне чунра ырă туйăмсем çеç хуçаланаççĕ. Юрлас та килет мар-и?

Юрă тенĕрен, ун çинчен ăнсăртран аса илмерĕм: Нина Михайловна вырăнти культура çурчĕ çумĕнчи хора юрлама çÿренĕ. Хăнара-мĕнре халĕ те юрра-ташша хавас.

— Ĕçленĕ чухне юрă ĕнĕрлĕр, вара ывăннине те туймастăр тесе вĕрентетĕп хĕрĕме, кинсене, мăнуксене — хăйĕн чун киленĕçĕпе ыттисене те хавхалантарасшăн вăл.

Кинсем... Темшĕн халăхра хунямăшĕпе кинĕн хутшăнăвĕсене ырă мар енчен кăтартасси ытларах сарăлнă. Нина Михайловнăна аслă кинĕ Наталья та, кĕçĕнни Ольга та хисепе хуни палăрать: тăван амăшĕпе калаçнă пекех çывăх хутшăнаççĕ. Хунямăшĕ çамрăксем иккĕшĕ те пултаруллă, кил-тĕрĕшре тирпейлĕ пулнине палăртрĕ.

— Ывăлсем — Володьăпа Борис — çавăн пек мăшăрсем тупса пире сывă-маттур мăнуксем парнеленĕшĕн савăнатăп. Кĕрĕвĕн /Константин Алексеевич та Сиккассинчех çуралса ÿснĕ. — Авт./ алли ылтăн — тума пĕлмен ĕç çук, унпа юнашар Таньăна çăмăл пулнине ăнланса хĕпĕртетĕп, — акă Нина Михайловна калаçăвĕнчен çемье ăшшин вăрттăнлăхĕ уçăмланма пуçлать.

Хăй çуралнă вырăнтах «кирлĕ пулнă» çынна халăхра уйрăммăн хисеплесси ахальтен мар-тăр çав. Ун пек çынсен хăйсемшĕн пĕртен-пĕр çывăх кĕтесĕн малашлăх çул-йĕрне хывассинче тÿпи пысăк. Горшковсем пек пултаруллă, ĕçчен çемьесем пур чухне тăватçĕр ытла киллĕ Сиккасси аталанма пăрахмĕ. Николай Иванович хăй ăсталанă çуртсем пек çирĕп никĕслĕ керменсем çĕкленсех тăрĕç. Килен-каян хăнана илемĕпе кăчăк туртĕç.

Ирина ПУШКИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.