Комментировать

19 Авг, 2016

Кĕрешĕве тухма хатĕрччĕ

Ытларикун каçхине чăваш олимпиецĕ Владислав Поляшов тăван ене таврăнчĕ. Аэропортра ентеше ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкарти 6-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Анатолий Васильев, Пĕтĕм тĕнчери Универсиада çĕнтерÿçи Полина Федорова, спортсменсемпе тренерсем, тус-юлташĕпе çывăх тăванĕсем кĕтсе илчĕç.

Аса илтеретпĕр: чăваш гимнастне Олимп командин резервне кĕртнĕччĕ. Помост çине тухма май килмен пулин те вăл аякри Бразилие çитсе курчĕ. "Эпир, резервра тăракансем, тренировкăсене тĕп спортсменсемпе танах çÿрерĕмĕр, кама та пулин ылмаштарас пулсан кĕрешĕве тухма хатĕр тăтăмăр. Хамăн ăсталăхăма кăтартма тивмерĕ пулин те планетăри чи сумлă ăмăртăва хутшăнма тивĕçнĕшĕн хĕпĕртетĕп. Рио-де-Жанейрăран хавхаланса таврăнтăм. Европăпа тĕнче турнирĕсенче лайăх кăтартусемпе палăрса тепĕр тăватă çултан та Олимпиадăна лекесчĕ", — терĕ Владислав Поляшов. Хальхи вăхăтра каччă канас, сывлăха çирĕплетес тĕллевлĕ, унтан тренировкăсемпе ăмăртусем пуçланĕç. Сергей Шелтуков каланă тăрăх — резерва илни те пысăк çитĕнÿ. "Çак чыса пурте тивĕçеймеççĕ. Унта пысăк çитĕнÿллисем кăна лекееççĕ. Эпир хамăр ентешпе мухтанатпăр, ăна малашне те ăнăçу сунатпăр", — терĕ вăл.

Çак кунсенче Бразилире кĕрешÿçĕсен хушшинче хĕрÿ тупăшусем пыраççĕ. Наталья Воробьевăпа Виктория Колобова хăйсен виçисенче кĕмĕл медальлĕ пулчĕç. Кавир çине чăваш хĕрĕ Инна Тражукова та /Ульяновск облаçĕ/ тухма хатĕрленет. Европа чемпионачĕпе тĕнче кубокĕн призерĕ 63 килограмлă виçере кĕрешĕ. Олимпиада ĕçĕ-хĕлне çавăн пекех Раççей тренерĕсем те хутшăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри — çĕршыври çамрăк кĕрешÿçĕсен командин аслă тренерĕ Наталья Смирнова. Çĕнĕ Шупашкар пики спортсменсен тупăшăвне хаклĕ.

Икĕ кунра Раççей спортсменĕсем тепĕр 6 награда çĕнсе илчĕç. Хăйсен ăсталăхĕпе Наталья Ищенкăпа Светлана Ромашина ишевçĕсем, Давид Белявский гимнаст, кимĕ ăсти Роман Аношкин, Анастасия Белякова боксер, Наталья Воробьевăпа Виктория Колобова кĕрешÿçĕсем палăрчĕç. Шел те, çăмăл атлетсен турнирĕнче Раççей чысне пĕччен хÿтĕленĕ Дарья Клишина /тăршшĕне сикесси/ призерсен йышне кĕреймерĕ. Вăл тăххăрмĕш вырăн кăна йышăнчĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.