Комментировать

17 Авг, 2016

Юлашки сесси бюджет пысăкланассине ырларĕ, е Оппозицин клейковина шайĕ мĕншĕн чакни çинчен

Пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн юлашки 39-мĕш сессийĕ авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче иртмеллеччĕ, анчах республика бюджетне черетлĕ хут улшăнусем кĕртмеллине кура депутатсем иртерех пухăнма йышăннă — сесси ĕнер иртрĕ. Çавна май хăшпĕр депутатăн отпускпа канăва та пăрахăçлама тивнĕ. Пурте тенĕ пекех килнĕ — икĕ депутат кăна ерçеймен.

Çак йышпа юлашки хут пухăннине кура Юрий Попов спикер кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçличченех сăмах илчĕ те — парламентăн ăна хăй ертсе пынă çулсенчи ĕçне пĕтĕмлетрĕ теме те юрать:

— Патшалăх Канашĕнче — тăватă политика партийĕн представителĕсем. Хамăн тĕллеве эпĕ çак вăйсен хушшинчи шайлашăва тытса пырассинче куртăм, хаяр хирĕçтăру çураласран сыхланма тăрăшрăм. Тен, мĕн палăртнине пĕтĕмпех пурнăçлаймарăмăр пуль, анчах эпир пурнăçлама тăрăшрăмăр. Çак тапхăрта çĕршывра питĕ пысăк ĕçсем пулчĕç: Президент суйлавĕ, Сочири Олимпиада, Крым Раççей йышне таврăнни... Патшалăх Канашĕ право тытăмне йĕркелес-çирĕплетес енĕпе тĕрлĕ вăй килĕштерсе ĕçлессине тĕпе хучĕ.

Кун йĕркинчи ыйтусене илес тĕк — чи малтанах шăп та лăп икĕ уйăх каялла пурнăçран уйрăлса кайнă Игорь Кушев депутат полномочийĕсене вĕçлессишĕн сасăларĕç. Лайăх юлташа, пултаруллă ĕçтеше асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Республикăн 2016 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккун проекчĕ пирки вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина доклад турĕ. Проекта Министрсен Кабинечĕ тишкернĕ чухнех «Хыпар» унпа тĕплĕн паллаштарнăччĕ — кашни самант çинче чарăнса тăни кирлĕ мар-тăр, анчах хăшпĕр цифрăна аса илтермеллех. Сăмах бюджета 4,3 миллиард ытла тенкĕлĕх пысăклатасси пирки пырать. Хамăрăн тупăш та пысăкланмалла, çапах Мускав каялла тавăрса памалла мар майпа уйăракан укçа виçи курăмлă — 3 миллиард тенкĕ ытла. Пĕтĕмпе вара федераци бюджетĕнчен кăçал уйăракан укçа виçи 16 миллиард тенке яхăнах пулать.

Светлана Александровна хăш статьясемпе укçа хушăнассипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Социаллă ыйтусене татса пама укçа ытларах пулĕ, вĕрентӳ сфери тĕлĕшпе те тĕрев çирĕпленĕ. Çав шутра — пилĕк шкул строительствипе реконструкцийĕ. Культура объекчĕсем валли те укçа хушăнать. Сăмахран, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнчи культура çурчĕ валли. Çул-йĕр фончĕн хысни те ӳсет — 4,2 миллиард ытла тенкĕ. Малтанхи кăтартупа танлаштарсан ӳсĕм — 1,5 хут.

Ыйту чылай пулчĕ. Темиçе депутата, сăмахран, Шупашкарти Лебедев ячĕллĕ лицей шăпи пăшăрхантарать. Хула бюджетĕнчен укçа уйăрнă, республика вара хăйĕн тивĕçне пурнăçламасть-мĕн — пĕтĕмпе те 25 миллион тенкĕ кăна кирлĕ. Финанс министрĕ палăртнă тăрăх — хула подрядчикпе татăлма укçа тупаймасан бюджета тепĕр хут улшăнусем кĕртнĕ чухне укçа уйăрас ыйтăва татса пама май килĕ. Оппозицири фракцисен представителĕсем шурă çĕрте те хура пăнчă асăрхама тăрăшаççĕ — бюджетри резерв калăпăшĕ ӳсни пирки сисчĕвленсе çав укçана ăçта яма хатĕрленипе кăсăкланчĕç. «Тĕп финансист» татăклă хурав пачĕ: Президентăн çу уйăхĕнчи указĕсене пурнăçламашкăн кирлĕ укçана Мускав чакарма палăртать — чылай ыйтăва хамăрăн татса пама тивĕ, çавăнпа резерв кирлĕ.

Олег Николаев депутат «Чăваш­çă­кăр­про­дукт» хуçалăхсенчен сутăн илекен тырă хакне тăруках чакарнăшăн кулянать: «Клейковина сахал имĕш — нивушлĕ вăл пĕр эрне хушшинчех çапла чакса кайнă?» Ăна çавăн пекех республика патшалăх парăмне пысăклатни те килĕшмест. Анчах финанс министрĕн ку темăпа та çирĕп хурав пур: «Парăм хамăрăн тупăшсен 55% танлашать — хăрушă мар. Çав вăхăтрах тепĕр саманта шута илмелле: унччен коммерци кредичĕсемпе усă курнă май эпир вĕсене татмашкăн çуллен 444 миллион тенкĕ тăкакланă, халь бюджет кредичĕсемпе усă куратпăр — тăкаксем те пĕчĕкрех, 354 миллион тенкĕ».

Парламентарин тырă хакĕпе çыхăннă ыйтăвне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хуравларĕ: «Тĕштырăн рынокри хакне эпир нихăçан та витĕм кӳреймен. Килограмм хакĕ 13 тенке те çитнĕччĕ. Анчах халь çĕршывра тырă тухăçĕ пысăкки куçкĕрет — пĕтĕмпе 110-115 миллион тонна пухса илмелле, Раççей хăйне те тивĕçтерет, ют çĕршывсене сутма та юлать. Çак условисенче пирĕн патшалăх операторĕсем тырра сутăн илмелли хаксене чакарни — объективлă пулăм. Тĕштырă килограмĕн хăйхаклăхĕ — 5-5,5 тенкĕ. Рынокра йĕркеленнĕ сутăн илмелли хаксем хуçалăхсен çак тăкакĕсене туллин саплаштараççĕ. Акă мĕншĕн ку ыйтăва политика шайне çĕклени вырăнсăр».

Сăмах илнин шучĕпе республика парламенчĕн историне рекордсмен пулса кĕрсе юлма тивĕç Игорь Моляковăн ĕçлекен ветерансене пособи тӳлеме пăрахнипе кăмăлсăрланса панă ыйтăвне те Михаил Васильевич хуравларĕ: «Ветерансем тĕлĕшпе те ыйтăва политизацилеме сăлтав çук. Вĕсен 85% çав укçана илет, 15% кăна çак çăмăллăхсăр юлнă. Анчах ĕçлеме пăрахрĕç тĕк — кашниех пособи илме тытăнĕ. Çак самантсене çынсене уççăн, тӳррĕн ăнлантарса парсан — ăнланса йышăнаççĕ. Çав вăхăтрах коммуналлă тӳлевсем тĕлĕшпе субсиди памашкăн бюджетран уйăракан укçа виçине эпир 34% ӳстертĕмĕр. Мĕншĕн тесен çынсен тупăшĕ чакнине, хаксем пысăкланнине куратпăр. Çичĕ уйăх кăтартăвĕсемпе эпир хамăр çине илнĕ мĕнпур обязательствăна пурнăçланă».

«Хăшпĕр депутат трибуна умĕнчен кайма пĕлменнине» пăхмасăр Михаил Игнатьев пиллĕкмĕш суйлаври ПК йышне — конструктивлă ĕçшĕн, Юрий Попов спикера депутатсене пĕр чăмăр пулса пĕтĕçтерме ăнтăлнăшăн тав турĕ. Патшалăх Канашĕн çитес суйлавне çичĕ политика партийĕн представителĕсем хутшăннине кура суйлавçă парламентари мандачĕсене чăннипех тивĕçлĕ кандидатсене шанса парасса ĕненнине палăртрĕ. Çавна май депутат пулма ăнтăлакансене «суйлавçăсен шанăçне çĕнсе илме» сунчĕ.

Çакăн хыççăн та оппозицири депутатсем тӳрех лăпланмарĕç-ха. Пĕрне, сăмахран, «влаç партийĕ» суйлав умĕн администраци ресурсĕпе питĕ вăйлă усă курни килĕшмест — листовкăсем сарнинчен пуçласа ют партисен кандидачĕсемпе пĕр ятлă-хушаматлă çынсене суйлава хутшăнтарни таранах. Анчах «Единая Россия» лидерĕсем ăна самантрах пӳлчĕç. Эсерсем пысăкланакан бюджетшăн та сасăламаннине кура Петр Краснов депутат çаплах каларĕ: «Эсир ялан тытăнса тăратăр. Эппин, паян шкулсен, фельдшерпа акушер пункчĕсен, ытти объект строительствишĕн сасăлама тытăнса тăтăр...» Николай Малов тата та хивререх каларĕ: «Çапла, мĕн палăртнине пĕтĕмпех ăнтараймарăмăр пуль. Тепĕр чух халăха килĕшсех кайман йышăнусем тума та тиврĕ, мĕншĕн тесен пирĕн сирĕн пек «тытăнса тăмашкăн» ирĕк çук. Тен, сирĕн клейковина шайĕ те эсир яланах тытăнса тăнипе чакать пуль...»

Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.