Комментировать

28 Мар, 2014

Сăмахлăх тĕкĕрĕ

«Самантăн» пĕлтĕрхи 11-мĕш кăларăмĕнче «Сăвар» этнокультура паркĕпе паллаштарма шантарнăччĕ эпир. Иртнипе малашлăх чиккин асамлă-ытарлă кĕтесĕ вăл. Ĕмĕр-ĕмĕр симĕс хырсен айĕнче пин çуллăхсен çулне васкамасăр йĕрлесе тухма пулать, чăваш халăх культурин тĕнчине мар, этемлĕх музейне çитсе курнă туйăмпа уйрăлатăн паркпа, татах та килсе куратăп тесе тĕв тăватăн.

Чăваш тĕнчи... XXI ĕмĕр ыткăнăвне пит пăхăнмасть вăл. Çут тĕнчепе киленсе васкамасăр утма кăмăллать. Утăм хыççăн утăмра шухăш çавăрать. Мĕн ытла васкасси? Чăнлăхпа тĕрĕслĕх нихăçан та улшăнмаççĕ, хакне улăштармаççĕ. Васкаттараканни, хĕтĕртекенни апла – вăхăтлăх япалаш кăна, чуна астарма юри тунă ултав. Иртнĕ саманасенче те уланă çакнашкал тăвăлсем. Несĕлсем ун чух пуçне çухатман, тĕнчерен юлас мар тесе чунне сутман. Малашлăхри çил-тăвăлсенче тăван тăхăмсем мĕнле пурăнасси вара паян пиртен килет. Чăнахах та пирĕн – чăвашсен – тăхăмĕсем пулĕç-ши вĕсем?

Чун тĕрекĕ, наци мăнаçлăхĕ, юн чĕнĕвĕ чылай чух хамăр шухăшламан та, уçăмлатман та, шута илмен те ăс-куравсем çинче никĕсленеççĕ. Чăнах та, чăвашлăх лавне туртакан урхамах – тăван чĕлхе. Чĕп-чĕр кăпăка ÿксе лав туртакан урхамаха кантарса илес, ăна чун сĕткенĕпе шăварас, ăс-тăн çимĕçĕпе сăйлас тесе вара хăш чух шухăшламастпăр та. Лаши ÿксе вилсен çеç ăса кĕретпĕр пулмалла. Чун сĕткенĕн çăлĕсене тан-таптарса тăма, ăс-тăн çимĕçĕсене çитĕнтерме вара уйрăм хăтлă кĕтрет пахча кирлĕ. Сăрт леш енчи Китайра мĕн сĕм авалтан ăсчахсен паркĕсене хăтланă. Хăйне хисеплекен темле халăх та, тăван çĕрĕнчен те шывĕнчен аяккаланма тытăннине сиссе илсен, этнокультура ытар паркĕсене никĕслет. Этнографи музейĕсенче мар (вĕсем те ылтăн-кĕмĕл сăваптăшсем) – этнокультура паркĕсен шухăш тĕнчийĕ витĕр малашлăха ăнланма тăрăшаççĕ çынсем.

Шупашкарта этнокультура паркне никĕслеме тытăннин сухалĕ пĕр вунă çухрăм та ÿсрĕ пуль. Тĕллевĕн анлăшĕ чикесĕр, шухăш тарăнлăхĕ тĕпсĕр пулнине ăнланни пĕтерет пулмалла: вĕçсĕрлĕхе ансăрлатма май çук.

Чăваш Енре этнокультура паркĕ çук тени тĕрĕс мар-ха. Пур вăл – «Чăваш Ен» санатори çумĕнче. Ăна 1993 çулта Николай Балтаев скульптор тата ÿнерçĕ çине тăнипе никĕсленĕ. «Сăвар» парк 7 гектара яхăн лаптăк йышăнать, 130 ытла юпа-палăк ларать унта. Чăваш мифĕсенчи, халап-юмахри сăнарсене калăпланă ÿнер ăстисем, халăх паттăрĕсене те манса кайман. «Аттил хĕçĕ» юпа-палăках илер. Вăл аслă каган-Европа патши Аттила сăнарĕсĕр пуçне мĕнле кăна анлăша пĕрлештермест, мĕнле кăна халăха чыс тумасть.

Юмах-халап хевти калама çук пысăк та пĕлтерĕшлĕ. Таçти джунглири йăхсен çеç мар, темле малкай халăх историне илес пулсассăн та унăн никĕсĕнче миф-халап выртать. Никĕслĕ мифсем çухалсан – халăхĕ те пĕтет. Пĕчĕк ачасене ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-кукамăшĕ юмах-халап каласа ÿстерет. Миф-хавха çут çанталăка, çут тĕнчене ăнланма пулăшнисĕр, пурнăçра мĕн кирлине хăнăхтарнисĕр пуçне çынна тăван халăх тĕпренчĕкĕ пек туйма, халăхпа пĕр йышра пурăнма вĕрентет. Кайран, ÿссе çитĕнсе çемье çавăрсан çын каллех миф-халап тĕнчине таврăнать, пурнăç опытне юмах каласа ачисен, мăнукĕсен ăшне хывать. Хăй те миф-хавхасене çĕнĕ шайра туйса ăнланать. Мифологи – халăх чунĕн сĕткенĕ. Унсăрăн наци хăй тăнлăхĕ аталанаймасть. Çапла пынă пурнăç, халĕ вара?

«Сăвар» этнокультура паркĕ миф-хавха хевтине, наци хăй тăнлăхне те шута илет, сăмахлăх сăнарлăхне те мала хурать – ÿнер фантазине аталантарать. Шавлă-сĕрĕмлĕ Шупашкартан тухса, анлă Атăл урлă каçса хăш самантра ахăр саманаран ытарлă кĕтрет патшалăхне лекме пулниех чуна çунат хушать. Темле социаллă çил-тăвăла та нимĕн вырăнне хуман, тĕнче уçлăх кĕввине çеç тимлекен юпа-палăксем патĕнче тĕнче курăм та улшăнать – ан тив вăхăтлăха, пурнăçра санран асли те ĕмĕрхи пуррине туйса илни те – чун эмелĕ. «Чăваш Ен» санаторин рекреаци лаççи-пăлтăрĕ те куçа ывăнтарма пăрахать. Канакансем кăвайт чĕртсе шашлăк пĕçерни те чăваш туррине, турă таврашне, паттăрсене асăнса чÿк тунă евĕрех туйăнать. Кам пулса курнă «Сăварта» – çакăнпа килĕшет. Шел, республикăра чылайăшĕ илтмен те этнокультура паркĕ çинчен.

Парк тытăмĕ мифологипе çыхăннă. Вăл виçĕ ту – Ылтăн ту, Кĕмĕл ту, Пăхăр ту çинче вырнаçнă. Ылтăн ту çине хăпарма малтан тĕпсĕр Ахрат çырми урлă каçса Ылтăн ту Ашшĕ тата Амăшĕ ирĕк панипе Ăмăрткайăк-сыхлавçă патĕнчен иртмелле: виçĕ хапха витĕр тухмалла. Ылтăн ту – чăваш туррисен, çÿлти тĕнчери аслă та хăватлă несĕл-ватăсен тĕнчи. Вĕсен ирĕкĕпе этем тĕнчене чăваш пулса килнĕ, вĕсен ăс-тăнĕн вĕçсĕрлĕхне пуçа хывма шăпа телей панă.

Кĕмĕл ту – çут тĕнче хăвачĕсен, тăван халăх кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă çынсен тĕнчи. Чăваш пулса пурăнма пулăшакансенчен пил-сăвап ыйтмалла кунта.

Пăхăр ту – аялти тĕнчепе çыхăннă. Ырă-усал сусăсен (сущность), сывлăшсен, ясарлăхпа тĕшмĕш курăнăшĕ-сен тĕнчи ку. Тĕнчере пурте пур – шурри-хури те, тĕсли те, ырри те, усалли те. Тимлĕн сăна юпа-палăксене: ытла юратса тинкермест-и сана усал сывлăш сăнарĕ е хăв питĕ савăнса сăнамастăн-и усал сусăна? Кунта пур çĕрте те вăрттăнлăх...

Юрату йывăçĕ

Этнокультура паркĕн анлăшĕ пысăкланни те савăнтарать. Çут тĕнче юрату çинче тытăнса тăрать. Арçынпа хĕрарăм юратăвне пула çуралатпăр пурнăçа. Этем кун-çулĕнче юрату – чăн-чăн асам. Пĕр-пĕрне савакан чĕресен вăрман сукмакĕпе юрату тĕнчине кайса курмаллах. Çемье пурнăçĕ йăлăхтарса çитернисемшĕн те асамлă терапи вырăнне пулĕ вăл. Ама турă – тĕнче уçлăхне тытса тăракан Çут тĕнче Амăшĕн сăмахне илтеетĕр-и? «Сăвар» паркăн çĕнĕ, калăпланса çеç пыракан «Юрату сукмакĕпе» утса тухăр та – тĕрĕслесе пăхăр хăвăра.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.