Комментировать

28 Мар, 2014

Алиса Лукина, «Вĕрентекенĕн яланах вĕренмелле!»

Ачалăхра, ытти çамрăк пекех çунат чунлăскер, вăл математика саккунĕсем çинче никĕсленнĕ кăткăс формулăсен хитре тĕнчинче çÿреме юратнă. Ашшĕ – Александр Федорович Кошелев – ĕмĕр тăршшĕпе физикăпа математикăна вĕрентнĕскер, Чăваш çĕрĕнче, тĕрĕсрех – Хĕрлĕ Чутай районĕнче, тата тĕрĕсрех каласан – Уйпуç ялĕнче те тепĕр Софья Ковалевская ÿссе çитĕнмĕ-ши тесе ĕмĕтленнĕ. Хăш енчен кая Алиса Александровна Софья Васильевнăран? Хĕр-упраç Етĕрнери наци гимназинче математика уйрăмĕнче вăренме пуçласан ашшĕ-амăшĕ хăйсен çутă ĕмĕчĕ пурнăçланма тытăннă тесех йышăннă. Темле кăткăс задачăсене те куç хупса иличчен шĕкĕлчекен хĕрача çивĕч ăс-тăнĕпе вĕрентекенсене те савăнтарнă (вĕсен йышĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕ В.Иванов та).

Гимнази хыççăн Алиса Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнине те математика ăслайне чунтан парăннă ашшĕ ырă малашлăх палли тесе шутланă. Хĕр-упраçа Пÿлĕхçĕ урăх шăпа çырса панă тесе никам та шухăшламан ун чух. Алиса хăй те пĕлмен 1-мĕш курс хыççăн пурнăç пач улшăнасса.

– Мĕн пĕчĕкрен юратнă математика тĕнчинчен шăпа пирĕштийĕ ташă ункине, сцена çине хăçан çавăтса тухрĕ?

– Студентсен «Çурхи савăк» уявĕнче. Эпĕ ташша ăстине çавăн чухне В.Оринов асăрханă та: «Çак хĕре пултарулăх енчен турă панă!» – тесе ĕненсе лартнă. Вăл вара малашне ташласа та юрласа пурăнмаллине хама та ĕнентерчĕ. 1-мĕш курс хыççăн физикăпа математика факультечĕпе уйрăлтăм.

– Юмахри пек!

– Юмах малалла тăсăлчĕ. Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ театр аслă училищинче вĕрентме труппа пухатчĕç шăпах. Экзаменсен али витĕр кăларса унта та йышăнчĕç мана. Тур панине Мускавра туптасси, тĕнчипе паллă Кĕçĕн академи театрĕ çумĕнчи институтра ăсталăха аталантарасси пулмарĕ!

– Йĕркеллĕ чăваш пикине шурă Шупашкарпа уйрăлма питĕ йывăрри – ытла пысăк вăрттăнлăх мар. Тăван хула – çут тĕнче кăвапи! Ăнланатпăр.

– Ытла аплах хăватлă кăмăлсем пулман ĕнтĕ. Сĕре каяс килетчĕ Мускава. Атте-анне ямарĕ! Тринькки-тринькки ташлама Мускавсăрах вĕренме пулать терĕç. Мускав патшалăх университетне математика вĕренме кайни мар вĕт ку. Вĕсен сăмахĕнчен иртеймерĕм.

– Хавхари Муром Ильйи пекех сан шăпа. Лешĕ 33 çул ура çине тăрайман, кайран тÿрех урхамах утланнă та пăхаттир-çуйар пулса тăнă. Эсĕ те 18-чен математика задачисене шутласа ларнă. Ăнсăртран студентсен «Çурхи савăкĕнче» ташланă та – çăлтăрла ялкăшса кайнă. Чăн-чăн талант!

– Кам каларĕ эпĕ 18-чен пуç çĕклемесĕр задачăсем шутланă тесе? Шкулта чух спортпа питĕ туслă пулнă. Чупса хăваласа çитсе пăх-ха мана! Сĕтелçи теннисĕпе те аптраман. Ташлама та мĕнлерех йышши пултарнă. Етĕрнери гимназире пирĕн хореографи урокĕсем иртетчĕç. Суймастăп, ун чухне ташă пултарулăхĕ малаш пурнăçра кирлĕ мар тесе шутланă. Тĕнче амăшĕ – аслăран та аслă Математика тесе йышăннă.

– Кăнттамрах танлаштарушăн каçару ыйтатпăр. Чăн-чăн талант сăмаха вара хăваратпăр. Математика, астрономи тата механика ăсчахĕ Софья Ковалевская сукмакĕнчен пăрăнсан, Мускав çулĕ хупăнсан ăçталла çул тытрăн? Хуравччен çакна та хушам-ха. Пур пĕр тăванлăх пур санăн Софья Васильевнăпа: вăл та илем пултарулăхĕпе палăрнă, сумлă профессор, академик, Борден премийĕн лауреачĕ литература хайлавĕсем те çырнă! Унăн «Нигилистка» повеçне Раççейре ют чĕлхепе те пичетлеме чарнă!

– Софья Ковалевская – маншăн яланах çутă çăлтăр. Мускав çулĕ хупăнсан Чăваш патшалăх университетне çул тытрăм. Чăваш филологийĕпе культурологи факультетне кĕтĕм, унта хореографи специализацийĕ пурччĕ. 1-мĕш курсранпах культура кĕтретне пуçĕпех путрăм. Аудитори-сцена урапи айне лекрĕм. Лидия Авенировна Поповăна, Захар Иванович Григорьева, Антонина Евсеевна Малина-Григорьевăна ĕмĕр-ĕмĕр тав.

– Пĕчĕк чухне кам пулма ĕмĕтленеттĕнччĕ?

– Тăван шкулта математика вĕрентесси – ачалăхри ĕмĕтчĕ. Аттене шкул директорне лартсан – текех ĕнтĕ ахаль вĕрентекен мар, шкул директорĕ пулса ĕçлес килетчĕ. Хытă кăмăллă, дисциплина муритлĕ, шкулти кашни иккĕмĕш вĕрентекенрен тĕнчипе паллă математик тума ĕмĕтленекен директор пек кураттăмччĕ хама.

– Уйпуç шкулĕн директорĕпе – Алиса Александровнăпа – калаçасси пулмарĕ иккен.

– Ан та кала. Культура тĕнчин çулне суйласа илнишĕн атте халĕ те хушăран хаш сывлать: хĕрĕнчен математика учителĕ пулмарĕ.

– Асамлă чăваш тĕнчине, халăх культурин терменне чунпа кĕрсен чи асра юлни мĕн пулчĕ?

– Тăван культурăн ĕçченĕсемпе, паллă çыннисемпе паллашни, вĕсенчен вĕренни мĕне тăрать. Профессионал çулĕ çăмăл мар. Аталанăвăн, ăсталăхăн чикки çук. Çапах та чи асра юлни – 90-мĕш çулсен вĕçĕнче-çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче республика тулашне тухса çÿрени. Эпĕ ун чухне Анатолий Никитинăн «Янташ» ушкăнĕнче, малтанхи йышĕнче, тĕнчене чĕтретсе ташлаттăм. Çав вăхăтрах «Нарспи» ансамбле те çÿреттĕм. Ларса-тăма вăхăт пулман, вĕçсе кăна çÿренĕ, пур çĕре те ĕлкĕрнĕ. «Янташпа» чăваш диаспори тăрăхĕсенче пур çĕрте те пулса курнă. Ун чух пире республика тулашĕнчи тăвансем космонавтсене тĕл пулнăн кĕтсе илетчĕç. Вĕсемшĕн эпир урăх пурнăçран, чăн чăваш тĕнчинчен çитнĕ элчесем вырăнĕнчехчĕ. Мĕнле шухăшлатăн: Шупашкар вĕсемшĕн мĕнлерех курăннă-шутланнă?

– Парижран кăшт пĕчĕкрех те имшертерех.

– Париж айккинче тăтăр! Шупашкар вĕсемшĕн асам шевлипе капăрланнăн курăнатчĕ. Унăн шурă урамĕсем тап-таса. Хула чăваш пуплевĕпе тулнă. Йĕри-тавра чăваш юррисене шăрантараççĕ. Шурă Шупашкарта пурăнма пÿрнĕрен çыннисем пурте телейлĕ. Сăваплăх ытарĕнчи хула кашни чăвашшăн анне вырăнĕнче. Аслă Атăл вара – атте вырăнĕнче.

– Республика тулашĕнчи чăвашсемшĕн çеç мар, кунта пурăнакансемшĕн те шĕкĕр хуламăр – турăш-кермен. Ăна Шурă Шупашкар тесе ытарлăн калани – вăл ырăлăх-асамлăх çутипе çуталнине палăртать.

Атăл сăртĕнче лараканскер, вăл пирĕншĕн аслă сăвап-киремет, хĕвел хули шайĕнче. Шел те, чун-асам тĕнчин кĕтретне çухатсах пырать вăл – Атăлçири вăтам-ахаль хула шайĕ илĕртÿллĕрех пулмалла чăвашсемшĕн.

– Юлашки çулсенче тăван диаспора та улшăнчĕ. Шупашкара асамлă хула пек курма пăрахса пыраççĕ. Нумаях пулмасть кăна ун пек марччĕ. Чăваш ялне концертпа пырсан чунпа çунса тăракансене юрăсем, ташăсем вĕрентеттĕмĕр. Юрă-çемĕ çырнă электрон çаврашсем параттăмăр. Ун чухне наци костюмĕ те çук ялсенче. Пирĕн тумтире мĕнлерех тытса тĕпчетчĕç, кайран çĕлеттерме ÿкерсе юлатчĕç. Хамăра çĕн тĕнче уçакансем пекех туяттăмăр эпир. Çакă пулĕ чи асра юлни. Фонограмма та пулман ун чухне. Пурте «чĕрĕ» сасăпа юрланă.

– Чăваш тĕнчи витĕр тухнă, çитмен кĕтес хăварман темелле апла.

– Пире аякри тăвансем «вĕçекен туриллкепе» ют планета çинчен персе çитнĕ çынсем пек йышăнни чуна та улăштарчĕ. Хам чăваш пулнишĕн савăнма тытăнтăм. Наци мăнаçлăхĕ чун-чĕрере йăва çавăрчĕ. Унччен чăвашлăх пирки пит шухăшласа та кайман эпĕ – мĕн пытарасси. Тăван халăх хушшинче çÿрени чунăн куçне уçрĕ.

– Хавхалану çăл куçĕ мĕнле сĕткенпе тапса тăнине пĕлтĕмĕр. Вулакансене кăшт ăнлантармалла: «Сарпике» ансамбле хула ачисем çÿреççĕ. Вĕсем мĕн пĕчĕкрен чăваш культури ытамĕнче чăвашла шăкăл-шăкăл калаçса ÿсмен. Тăван чĕлхи вĕсен вырăс, тăван культури – хула анлăшĕ. Ĕçлеме çăмăл мар, çемçе чунлисен çунаттисем хăш вăхăтра усăнса анĕç. Шупашкар тулашĕнчен çÿреççĕ-и ансамбле?

– Шупашкар районĕнчен пур. Явăшран çÿрет пĕр ача. Ишлейрен пĕр çемьерен иккĕн килеççĕ. Ăнланмалла ĕнтĕ, пирĕн артистсем хамăр микрорайон хутлăхĕнчен. Вĕсем: «Эпĕ – чăваш!» – тесе калама вăтанмаççĕ. Чылайăшĕ чăвашла та чиперех калаçать. Ачасене кăна мар, ашшĕ-амăшне те Чăваш çĕр-шывĕнче пурăнса тăван чĕлхерен ютшăнмалла маррине ăнлантаратпăр. Чăвашла пĕлменнисем те майĕпен вĕренсе пыраççĕ. «Как я не буду ходить в школе на уроки чувашского языка? Как потом буду смотреть в глаза Алисе Александровне?» – тесех калаççĕ тет килĕнче. Пирĕн артистсем шкулта та малтисен ретĕнче: пурте тенĕ пек «5» паллăсемпе çеç вĕренеççĕ.

– «Сарпикере» миçе çул ĕçлетĕн?

– Тăхăр çул çитрĕ. Ĕçре хамăр меслетсем те пур ĕнтĕ. «Сарпике» – халăх ташши ансамблĕ. Ачасене эпир халăх ташши картинче çеç тытмастпăр. Ытти ташăпа та илĕртетпĕр. Халĕ пирĕн 60 яхăн питĕ пултаруллă çамрăк артист. «Сарпике» 4 ушкăнран тăрать. Ачасене çулпа уйăрнă. Икĕ ушкăнĕнче аслă ачасем – халăх ташши ансамблĕ. Пĕчĕккисен 2 ушкăнĕ – ансамблĕн кĕçĕн, спутник пайĕнче. Инкек те пур – арçын ачасем çитмеççĕ.

– Пултаруллă артистсем таланчĕпе тÿрех – ансамбле килнĕ-килменех савăнтараççĕ-и? Ташлама пĕлекенсем çеç суйлаççĕ пуль çак çула?

– Талантлă ачасем сахал. Ахальтен ĕçлетпĕр-и кунта? Ташша хăнăхтаратпăр, пултарулăхне аталантаратпăр – талантсем туптатпăр. «Нарспи» ансамблĕн коллективĕ питĕ туслă, çакă та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ачисем кунта çÿренĕшĕн ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. Тулли мар çемьерен те, тăлăххисем те пур «Сарпикере».

– Хамăн та «Сарпикене» çÿрес килсе кайрĕ. Маттур вĕрентекенсем пур чухне пĕтместпĕр-ха!

– Вĕренсе тухсан ĕç çук-и тесе «Нарспи» клуба кĕрсе пăхрăм. Тавтапуç Лидия Евсеевна Константиновăна – хапăл тусах йышăнчĕ. Маншăн вăл тинĕс маякĕ пекех. Ачасемпе ĕçлеме ташлама пĕлни, кăмăл пулни, хавхалану тапса тăни çителĕксĕр. Каллех ăс пухма кÿлĕнтĕм: фитнес центрĕнчи курсра ача-пăчан ăш-кĕлетке тытăмне (физиологине) вĕрентĕм. Пурнăç саккунĕ хытă: ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен. Унсăрăн путли нимĕн те пулмасть. Вĕрентекенĕн яланах вĕренмелле!

Хĕрлĕ кĕтес:

«Сарпике» – халăх ансамблĕ.

2013 çулхи паллăрах çитĕнÿсем:

– Пĕтĕм Раççейри «Ташă асамат кĕперĕ» ташă искусстви фесиваль-конкурсăн 1-мĕш степень дипломанчĕ («Сюжет вăййиллĕ ташă» номинаци),

– Пĕтĕм тĕнчери «Наци пурлăхĕ» IV фестиваль-конкурсăн 3-мĕш степень лауреачĕ («Эстрада ташши» номинаци),

– Республикăри «Ай, ташлар-и!» ачасен хореографи ушкăнĕсен фестиваль-конкурсăн 3-мĕш степень лауреачĕ («Бал ташши» номинаци),

– Пĕтĕм тĕнчери «Çăлтăрсар» конкурсăн 2-мĕш степеньлĕ лауреачĕ («Наци пурлăхĕ» номинаци,

– 2011 тата 2012 çулсенче те «Сарпике» Пĕтĕм тĕнчери «Наци пурлăхĕ» юрăпа ташă конкурсăн дипломĕсене тивĕçнĕ. Республикăри «Савăнтар, ташă!» конкурс дипломанчĕ, Хусанти А.Хусеинов ячĕллĕ «Туссен вăйă карти» халăх ташшин XII фестивалĕн дипломанчĕ пулнине те асăнмалла. «Нарспи» клуб ертсе пынипе пурнăçлакан «Асанне арчи» проектра та «Сарпикен» тÿпи пысăк. Халăх ташă ансамблĕн ертÿçи-балетмейстерне – Алиса Лукинана тĕрлĕ çĕртен адресланă тав çырăвĕсен шучĕ çук. Чăваш Енре ансамблĕн çитмен кĕтес, Шупашкарта вара ташласа кăтартман урам юлман. Çамрăк артистсене вара тăван халăхăн тата Раççей уявĕсене ятарласа вĕсем валли туса панăнах туйăнать.

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.