Комментировать

13 Авг, 2016

Кĕрхи çумăр

Пĕррехинче хам çуралса ÿснĕ района каймалла пулчĕ. Ĕçе пĕр кунтах вĕçлейменрен юлма тиврĕ. «Хăна çуртне кĕрем-ши, шăллăм патне яла каям-ши?» — шухăшласа утнă вăхăтра пĕрле ÿснĕ тантăшăма тĕл пултăм. Иксĕмĕр те хĕпĕртерĕмĕр Пĕр-пĕрне курса калаçманни чылай пулать. Мĕн çăмăлпа çÿренине пĕлтерсен вăл тÿрех хăй патне чĕнчĕ. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм.

Рая икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте ывăлĕпе пурăнать. Упăшкипе уйрăлни — 5 çул. Славик Хусанти университетра вĕренет иккен. Мăшăрĕ пулнă Витали тепре авланнă, поселок тепĕр вĕçĕнче пурăнать. Апатланса чей ĕçнĕ май пĕр-пĕрин пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлтĕмĕр. Рая мана çырла эрехĕпе, ăшаланă кăмпапа хăналарĕ. Вăл çав тери тутлă пулнăран эпĕ юратсах çирĕм. Апатне ырласа калаçнипе Рая кăштах кулса илчĕ те: «Ку çырла эрехĕпе уплюнкка историйĕ питĕ кăсăклă, итлес кăмăлу пулсан каласа кăтартăп, — терĕ. — Пирĕн çывăхри вăрманта иртнĕ кĕркунне кăмпа нумай пулчĕ. Пĕр канмалли кун юлташ хĕрарăмпа уплюнккана кайма калаçса татăлтăмăр. Ир енне çанталăк улшăнчĕ: сивĕтрĕ, çумăр вĕтĕртетме тытăнчĕ. Ачи чирлесе ÿкнĕрен тусăм каяймасть иккен. Эпĕ, пуçтарăнса тухнăскер, пĕчченех çитсе килме шухăшларăм. Пĕлекен кăмпа вырăнĕсем вăрман хĕрринчен инçех марччĕ-ха. Анчах манран маттуртараххисем унта çитме те ĕлкĕрнĕ, çавăнпах вĕсенчен юлнисене çеç пухкаласа çÿрерĕм. Кĕçех çумăр вăйланчĕ. Йĕпентĕм пулин те савăта тултарас тесе тепĕр çĕрелле пăрăнса кĕтĕм. Унта пĕр тунката çумĕнче ман валли сап-сарă «шлепкесем» куçа илĕртсе лара параççĕ. Татма пуçларăм. Турат хуçăлнă сасăпа çаврăнса пăхрăм та — Виталие курах кайрăм. Ăна чылайранпа тĕл пулманран чун сÿ! туса илчĕ. «Эпĕ эсĕ килнине куртăм та савăтна тултарма пулăшас терĕм. Эсĕ йĕп-йĕпе иккен, капла чирлеме те пултаратăн, часрах килелле каймалла», — калаçать хăй. Çапла савăта иккĕн часах тултартăмăр. Пĕрлех утрăмăр. Çул çинче пирĕн калаçу сыпăнмарĕ. Славик çинчен ыйтанçи пулчĕ. Хăй кашни кун тенĕ пекех шăнкравлать-ха, ывăлне пăрахмасть, пулăшать.

Вăрмантан тухнă çĕре çумăр татах вăйланчĕ. Хамăр тăрăх шыв юхса çеç пырать. Кĕçех дачăсем тĕлне çитрĕмĕр. Унăн лаптăкĕ те пур унта. Ăна иккĕн пурăннă чухнех туяннăччĕ-ха. Ывăлпа иксĕмĕре хваттере парса хăварсан хăй унта пурăнма куçнăччĕ. Тепре авлансан арăмĕ патĕнче тĕпленчĕ. Витали мана хăй патне кĕрсе типĕ тум тăхăнма сĕнчĕ. Эпĕ килĕшменнине кура кăштах çилленсе: «Хăвна шеллесе калатăп. Эсĕ çапах та ывăлăн амăшĕ вĕт-ха. Иксĕмĕр 15 çул пĕрле пурăннă. Эпĕ саншăн тăшман мар. Атя, кутăнланса ан тăр, эпĕ сана тивес çук», — терĕ. Унпа килĕшмех тиврĕ.

Дачăра тирпейлĕ, таса. Вăл часах кăмака хутса ячĕ, чей вĕретрĕ. Çийĕнчех мана типĕ япала тупса пачĕ. Пÿрчĕ часах ăшăнчĕ. Эпĕ çаплах кăвак сăнлă ларнăран пĕр черкке коньяк ярса пачĕ. Çумăр çаплипех чашлаттаратчĕ. «Çанталăк лăпланиччен кăмпусене суйласа лар-ха. Эпĕ мунча хутса ярам», — терĕ. Часах пысăк кастрюль илсе кĕчĕ, кăмпана вăхăтра тирпейлемесен тути улшăнать-çке. Банкăна та хупрăм.

Вăл мунчаран тухнă хыççăн эпĕ те кайса çăвăнтăм. Тулта тĕттĕм, çумăр çаплипех пĕр чарăнми чашлаттарать. «Мунча хыççăн ниçта та ан кай, татах йĕпенен, çитсен хваттерÿ те сивĕ», — хистет арçын. Чей ĕçнĕ хыççăн вăл хатĕрленĕ вырăн çине кĕрсе выртнă та ним туйми çывăрса кайнă.

Çĕр варринче пăчă пулнăран вăранса тăрса лартăм. Витали те çывăрмасть. Хăй хаш та хаш сывлать. Пĕрре те куç хупман иккен: «Эх, Рая, мĕн туса хутăмăр эпир? Пĕр-пĕрне пăхăнмасăр, итлемесĕр телее çухатрăмăр. Çемьене аркатрăмăр, юратакан мăшăртан ют çынсем пулса тăтăмăр. Эпĕ сана сăлтавсăр кĕвĕçсе тарăхтараттăмччĕ çав. Хам ют хĕрарăмсемпе çăмăллăнах паллашнăран сана та шанмастăм. Нумай кÿрентертĕм. Уйрăлма сĕнсен те тÿрех килĕшрĕн. Мăн кăмăллăн тытрăн хăвна. Çакă та мана уртаратчĕ...»

Çапла каласан пуçне икĕ аллипе ярса илчĕ те макăрса ячĕ. Вăл эпĕ çывăрнă вăхăтра эрех ĕçнĕ иккен. Манăн та куççулĕ юхса анчĕ. Пулса иртнисем тепĕр хут аса килчĕç. «Чăн та, пирĕн телей нумая пымарĕ. Эсĕ пăсрăн пурнăçа! Юттисене куç хыврăн. Эпĕ каччăна салтака ăсатса ярсанах ман çума çыпăçрăн ху, урăх никампа та калаçтармарăн. Манран 5 çул аслăскер, чĕлхÿ япшар, хăв майлă часах çавăртăн. 18 çул тултарсанах пĕрлешме васкатрăн. Славик хыççăн тепĕр ача çуратма хатĕрленсен тĕртсе ярса хырăм ÿкерттертĕн. Эпĕ ун хыççăн чире кайрăм та киле таврăнмасăр çÿресе çунтартăн». — «Каçар мана тархасшăн. Эпĕ халь çав тери ÿкĕнетĕп», — терĕ куççуль витĕр. Ыталаса илчĕ те хыттăн чуп тума пуçларĕ. Унччен те пулмарĕ, сĕтел çине çурта çутса лартрĕ. Шампань эрехĕ те тупăнчĕ. Куçран тилмĕрсе пăхса халĕ те мана çеç юратса пурăннине каларĕ. Хальхи арăмĕпе телейлĕ маррине пĕлтерчĕ. Славике пулăшса тăнишĕн вăрçăннине, ялан кĕвĕçнине хурланса систерчĕ.

Çапла çав каç пилĕк çул иртнĕ хыççăн юнашар выртрăмăр. Çывăрма-и унта? Тин пĕрлешнĕ çĕнĕ мăшăр пек туйрăмăр хамăра. Упăшка пулнă çынпа савнисем пулса тăтăмăр. Кун пек пурăнни хама та килĕшет. Час-часах хăнана килет. Пушă алăпа мар — кучченеçпе, парнесемпе. Пĕрле пурăнма ÿкĕтлет. Эпĕ нимĕн те шарламастăп-ха. Малтан чĕререн кÿреннисем, кăвак пит-куçпа çÿренисем ниепле те манăçа тухмаççĕ. Славик те пире пĕрле пурăнтарасшăн. Хăй те 20-е çитрĕ ĕнтĕ. Пурнăçа ăнланакан пулнă».

Рая пĕр вăхăт калаçмасăр пĕр çĕре чылайччен пăхса ларчĕ те хаш! сывласа куланçи пулчĕ. Эпĕ ним калама та пĕлмерĕм, çапах та: «Рая, часах 40-е çитетĕн, хăвăнне ху пĕл те, анчах текех йăнăшмалла ан пултăрччĕ», — терĕм. Витали унчченхи усал йăлисене веçех пăрахĕ-ши?

Çапла çав, пуррине упрама пĕлместпĕр. Кайран вара ÿкĕнетпĕр, кулянатпăр.

Нина СТЕПАНОВА.

Йĕпреç районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.