Комментировать

10 Авг, 2016

ӲСЕТ, ЧАКАТЬ...

Çанталăк улшăннине пула юн пусăмĕ пĕрре — ӳссе, тепре чакса аптратсан килти мелсем лару-тăрăва лайăхлатма пулăшаççĕ.

  •  Чĕрĕ е шăнтнă 1 килограмм палан çырлине 1 килограмм сахăрпа пĕрле нимĕрлемелле. Темиçе сехет, сĕткенĕ тухиччен, лартмалла. Кĕленче савăтпа сулхăн вырăнта çичĕ уйăх упрама юрать. 1 апат кашăкĕ сĕткене 1 стакан ăшă шыва ямалла та тӳрех ĕçмелле. Шĕвек юн пусăмне хăвăрт чакарать.
  •  Вĕтетнĕ çур килограмм хĕрлĕ кăшмана 3 литр шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 15-20 минут вĕретмелле. 300 грамм сахăр тата 2 апат кашăкĕ пыл хушмалла. 5-6 сехетрен сăрăхтармалла. 300 грамм типĕтнĕ ыраш çăкăрĕ ямалла. Ăшă вырăнта 10-12 кун лартмалла. Хатĕр кваса холодильникре упраççĕ. Кунне 3 хут 1-ер стакан ĕçмелле. Курс — юн пусăмĕ йĕркеленсе çитиччен.
  •  Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ чапăр курăкне тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кун тăршшĕпе чей вырăнне ĕçмелле. Курс — юн пусăмĕ йĕркене кĕриччен.
  •  Вĕтетнĕ типĕ 2 чей кашăкĕ герань тымарне 2 стакан сивĕ шыва ямалла. Çĕр каçа лартмалла, ирхине сăрăхтармалла. Кунне 4 хут 100-шер миллилитр ĕçмелле. Курс — юн пусăмĕ йĕркене кĕрсе çитиччен.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.