Комментировать

9 Авг, 2016

Чăваш Ене канма Мускавран та килеççĕ

Кăçал республикăри ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли çуллахи кампание 900 ытла организаци хутшăнать, вĕсенчен 21-шĕ — хула çумĕнчи лагерь. Вĕсенче ачасен канăвне тăватă сменăпа йĕркелеççĕ.

Тепĕр сменăна юлма хирĕç мар

Иртнĕ эрнекун, çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче, çакнашкал организацисенчен чылайăшĕнче виççĕмĕш смена вĕçленчĕ. Ачасем канупа кăмăллă-и? Лагерьсенче вăхăта кăсăклă ирттерме майсем çителĕклĕ-и? Çак тата ытти ыйтупа кăсăкланса Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев икĕ лагере — Шупашкар районĕнчи Хыркассинчи «Жемчужина Чувашии» тата Атăл леш енчи Октябрьски поселокĕ çумĕнчи «Волна» лагерьсене — çитсе унти лару-тăрупа паллашрĕ.

«Жемчужина Чувашии» — республикăра чи лайăххисенчен пĕри. Хальхи вăхăтра вăл «Тус» акционерсен хупă обществин харпăрлăхĕнче. Предприяти ертÿçи Николай Угаслов пархатарлă çак утăма туса бизнеспа социаллă тытăм çума-çумăн аталанса пымаллине çирĕплетет. «Ачасем пирĕн пуласлăх пулнине шута илсе вĕсене хăтлă хутлăхра çитĕнтерме тăрăшмалла. Çакă хĕтĕртрĕ те лагере хамăрăн фирма çуначĕ айне илме», — терĕ Николай Федорович тĕплĕ юсаса çĕнетнĕ корпуссемпе паллаштарнă май.

Ачасем вара Михаил Васильевича лагерь çинчен хăйсемех тĕплĕн каласа кăтартрĕç. Кунтан каяс килменни чылайăшĕн куçĕнченех палăрчĕ. Канакансен йышĕнче хамăр республика ачисем кăна мар, тĕрлĕ регионтан килнисем те пур. Акă Мускав облаçĕнчи Мытищи хулинчен килнĕ çамрăк волейболистсен ушкăнĕ кунта пирвайхи хут мар. Чăваш Енри тавралăх килĕшет, лагерьте питĕ лайăх çитереççĕ, вожатăйсем опытлă, пурăнмалли пÿлĕмсем хăтлă, мероприятисем интереслĕ», — терĕç ачасем.

Вожатăйсем тенĕрен, «Волна» лагерьте канакансене ăннă. Кунта ĕçлекен педагогсен отрячĕ пĕлтĕр Раççейре чи лайăххи ятне илнĕччĕ. Пуçаруллă студентсенчен йĕркеленнĕскер кăçал та лагерь ачисем валли çĕнĕлĕх шухăшласа кăларнă. 2016 çула Раççейре Кино çулĕ тесе палăртнине кура отрядсене киностуди ячĕсене панă, кулленхи пурнăçа ÿнерĕн çак тĕсĕпе çыхăнтарма май тупнă.

Ахăртнех, ачасене ку легерьте çитĕнекен ăрупа «пĕр хум çинче» пулма тăрăшакан ăста вожатăйсем ĕçлени те илĕртет. Çак шухăша палăртрĕ те Мускав хулинчен канма килнĕ Аня Ефимова. Унсăр пуçне Атăл юнашар пулни кăмăла кайнине, чăваш ачисемпе туслăн хутшăнма çăмăллине, аслисем хăйсемпе кăмăллăн калаçнине асăнчĕ вăл.

Хуларах — хуларан уйрăм

Сăмах мĕн çинчен пынине тавçăрул-лă вулакан ăнкарчĕ-тĕр: Шупашкар хулине кĕрекен Атăл леш енчи поселоксем тавра татăлман ыйту сахал мар. Вĕсене вырăнти халăхпа сÿтсе явас тĕллевпе Михаил Игнатьев тата патшалăхпа влаç органĕсенче ĕçлекен хăш-пĕр яваплă представитель — РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх канашĕн депутачĕ Николай Николаев — çула тухрĕç.

Сосновкăри шкул вĕренÿ çулне хатĕр-и? 15 çул каялла уçнă пĕлÿ çурчĕ вĕренÿ тытăмĕн паянхи ыйтăвĕсене тивĕçтерет-и? Ĕç ушкăнĕ чи малтанах çак ыйтусемпе кăсăкланчĕ. Лариса Титова директорпа пĕрле классене, хушма пÿлĕмсене пăхса çаврăннă май пысăк кăлтăксемех асăрхамарĕç. Пĕлÿ çурчĕ çитес вĕренÿ çулне 205 ачана йышăнма пĕтĕмĕшле хатĕр тесе йышăнчĕç.

Атăл леш енче шкулпа юнашарах хулан П.Н.Осипов ячĕллĕ пĕрремĕш больницин виççĕмĕш поликлиники вырнаçнă. Хăйсем пурăнакан вырăнтах хăтлă сыватмăш пурри Сосновка, Октябрьски поселокĕнчи çынсемшĕн меллĕ. Поликлиникăн тĕп тухтăрĕ Елена Майорова ку тăрăхри çынсен сывлăх тăрăмĕпе паллаштарнă май кунта пурăнакансен хушшинче шала кайнă чирсемпе аптăракансен йышĕ, хулари ытти больницăн çумне çирĕплетнисемпе танлаштарсан, сахалрах пулнине палăртрĕ. Çакăн сăлтавĕ Атăл, вăрман юнашар пулнипе çыхăннă тесе шухăшлаççĕ тухтăрсем.

Специалистсен хушшинче аслăрах ăрурисем чылаййăн. Акă Валерий Ильичев хирург медицина тытăмĕнче хĕрĕх çула яхăн вăй хурать. Шăп çуралнă кунĕччĕ те — Михаил Игнатьев асăнмалăх парнесĕр хăвармарĕ ветерана, алла çыхмалли сехетпе чысларĕ. Çакна кĕтмен Валерий Петрович республика аталанăвне, унăн çыннисен сывлăхне çирĕплетессине малашне те хăйĕн тÿпине май пур таран хывма хатĕррине палăртрĕ.

Аталану асăннă поселоксенче малашне те пулатех. Акă Леонид Черкесов халăх газификаци ыйтăвĕпе кăсăкланнине кура ку енĕпе пăр вырăнтан тапраннине каласа хăварчĕ. Пăрăхсене 52 километр тăршшĕ хумалла. Çак ĕçе пурнăçлама «Газпром» АУО 650 пин тенкĕ хывĕ.

Атăл леш енчи çынсене пăшăрхантаракан тĕп ыйтусенчен тепри — çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха куçарасси. Телее, РФ Правительствин ертÿçин Дмитрий Медведевăн нумаях пулмасть алă пуснă йышăнăвĕ ыйтăва халăха майлă татса пама май парать.

Асăннă хутлăха пĕрре килнĕ чухне ĕç ушкăнĕ «Чувашия» санаторири лару-тăрупа та паллашрĕ. Тĕрлĕ облаçран килнĕ канакансем хăйсене инçе çула кĕскетме Чăваш Енре лăпкăлăх, хăтлăх хуçаланни, çут çанталăк илемĕ илĕртнине палăртрĕç, çакнашкал условисем йĕркеленĕшĕн чунтан тав турĕç.

Ирина ПУШКИНА

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.