Комментировать

9 Авг, 2016

Пушар сÿнсен шыв кирлĕ мар

Вут-çулăмран асăрханма пĕр пус уйăрман ял тăрăхĕсем те пур

Обществăна, пурлăха, территорисене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси — патшалăхăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри. Ăна пурнăçа кĕртес ĕçе муниципалитет йĕркеленĕвĕсен те пысăк тÿпе хывмалла.

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн надзор тата профилактика ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, шалти служба полковникĕ Федор Фомин ЧР вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тĕлĕшпе ирттерекен тĕрĕслев-надзор ĕçĕ-хĕлĕн тухăçлăхне тишкерекен ведомствăсен хушшинчи комиссин утă уйăхĕнчи черетлĕ ларăвĕнче кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пушарсемпе çыхăннă лару-тăру мĕнлерех пулнипе паллаштарчĕ. Вăл ун чухне вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе мĕн тумалли çинчен те каласа кăтартрĕ: ирĕклĕ пушар хуралне йĕркелеме, çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те çулăма сÿнтермешкĕн шыв илме майсем пулмашкăн условисем йĕркелемелле, пурте усă куракан территорисем валли вутпа кĕрешмелли хатĕрсем туянмалла. Çавăн пекех халăха синкер пирки пĕлтермелли тытăм ĕçне тĕрĕслесе тăмалла, Пушарпа кĕрешекен патшалăх службин подразделенийĕсем çитиччен инкеке лекнисемпе вĕсен пурлăхне çăлмашкăн тесе тăрăшмалла. МЧСăн республикăри тĕп управленийĕ ирттернĕ тишкерÿ çак требованисене пурнăçлас енĕпе чылай çитменлĕх тупса палăртнă.

Акă Улатăр, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсенчи темиçе ял патне çитмешкĕн халĕ те хытă сийлĕ çул çук. Çавăнпа вĕсене юр хÿнĕ тата çумăр çунă тапхăрта пушар машинисем çăмăллăнах кĕрсе тухаççĕ тесе çирĕплетме май килмест. Республикăри 1729 ял-хула-поселокран 105-шне хыпарлавăн хальхи йышши хатĕрĕсемпе тивĕçтермен. Улатăр районĕнчи 14 ял-поселокра пăралуклă телефон, Çĕмĕрле тăрăхĕнчи 2 ялта карас çыхăнăвĕ çук. Çакă йăлтах инкек тухсан пысăк чăрмав кăларса тăратма пултарать. Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Çĕмĕрле, Шупашкар, Канаш, Куславкка, Çĕрпÿ районĕсенчи темиçе ялта шыв илме ятарласа хатĕрленĕ вырăнсем çук.

«Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ăнăçлă ĕçлесси вĕсем çак тĕллевпе ирттермелли мероприятисем валли мĕн чухлĕ нухрат уйăрнипе те çыхăннă. Шел, укçа-тенкĕ виçин шайĕ çулсеренех чакса пырать. Акă Комсомольски районĕнчи ял тăрăхĕсен бюджечĕсенче çак тĕллевпе 2016 çулта 944 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Çав хушăрах Элпуç, Асанкасси, Хырхĕрри, Чĕчкен ял тăрăхĕсенче нимĕнле нухрат та уйăрман. Шупашкар район бюджетĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе кăçал валли 2 миллион тенкĕ хывнă. Çав хушăрах Апаш, Атайкасси, Çĕньял Покровски ял тăрăхĕсем вăтамран 1-2 пин тенкĕ çеç тупайнă. Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче — 2 пин, Ярапайкассинче — 1 пин, Çĕрпÿ районĕнчи ял тăрăхĕсенче вăтамран 600-700 тенкĕ çеç уйăрма палăртнă. Улатăр хула администрацийĕнчи лару-тăру пачах савăнтармасть: унта пушар хăрушсăрлăхĕн пуçламăш мерисене пурнăçламашкăн 1 пус та пăхса хăварман», — терĕ Федор Фомин.

Статистика вара çак ыйтусемпе питĕ тимлĕ пулмаллине çирĕплетет. Федор Петрович каланă тăрăх — 2016 çулăн пĕрремĕш çурринче пирĕн республикăра 454 пушар тухнă /пĕлтĕр çак тапхăрта — 511/, вĕсенче 54 çын вилнĕ /53/, çав шутран 4-шĕ ача /3/, 49-ăн суранланнă /65/. Вут-çулăм алхасасси Элĕк, Муркаш районĕсенче — 2 хут, Комсомольски тăрăхĕнче — 2,4 хут, Красноармейскинче — 29%, Йĕпреçре — 20%, Канашра — 5%, Шупашкар районĕнче — 3%, Улатăр хулинче 12% ÿснĕ. Вилнисен шучĕ Элĕк, Комсомольски, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенче, Шупашкарпа Улатăр хулисенче пысăкланнă. «Хĕрлĕ автан» алхаснăран пурнăçран уйрăлнисен ытларах пайĕ — сусăрсемпе пенсионерсем, ниçта та ĕçлеменнисем. Çак йышра пĕтĕмпе — 39 çын, вилнисен 83%. Официаллă кăтартусене ĕненес тĕк — çапла майпа вилнисен 33-шĕ ÿсĕр пулнă.

«Хĕрлĕ автан» ытларах пурăнмалли секторта алхаснă — 365 тĕслĕх /пĕтĕмĕшле шутран 80%/. Çак тытăмра тухнă пушарсенчен 59-шĕшĕн эрех ĕçнĕ çынсем айăплă, çав шутран 22-шĕ хăйсем те синкерте çут тĕнчерен уйрăлнă. Тишкерÿ пурăнмалли секторта тухнă инкексен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 7% чакнине кăтартса панă. Çулăм алхасасси сад-дача çурчĕсенче 25% пысăкланнă. Инкексен сăлтавĕсем пирки калас тăк — вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе çыхăннă синкерсен шучĕ 21%, электрохатĕрсемпе усă курнăран 9%, транспорт хатĕрĕсем юсавсăр пулнăран 36% пĕчĕкленнĕ.

«Тăтăшах çунакан ял тăрăхĕсем çаксем: Элĕк районĕнчи Шуркасси Юнтапа /2 пушар пулнă, 8 çын вилнĕ, çав шутран 4-шĕ ача/, Чăваш Сурăм /4 пушар, 2 çын вилнĕ/, Комсомольски районĕнчи Александровка /3 тата 1/, Хирти Сĕнтĕр /3 пушар/, Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр /вут-çулăм 5 хутчен алхаснă, 1 çын вилнĕ/, Йĕпреç районĕнчи Йĕпреç /6 тата 2/, Çĕрпÿ районĕнчи Çĕрпÿ хула тăрăхĕ /9 тата 2/, Шупашкар районĕнчи Кÿкеç /6 пушар/ тата Çĕньял /4 тата 2/», — калаçăва тăсрĕ надзор тата профилактика ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ.

Ф.Фомин вырăнти хăйтытăмлăхăн пĕр органĕ тĕлĕшпе пушар хăрушсăрлăхĕн надзор мероприятине икĕ çулта пĕрре ирттерме юранине аса илтерчĕ. Малтан вара çак тĕрĕслевсен тăтăшлăхĕ 5 çулта 1 хутран ытла мар пулнă. Планпа палăртман тĕрĕслевсене граждансем е патшалăх органĕсем саккуна пăснă фактсем /енчен те вĕсем синкер кăларса тăратма, çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх çуратма пултараççĕ тĕк/ пирки пĕлтерсен ирттерме юрать, чăн та, вĕсем пирки малтан Раççей субъекчĕн прокуратурипе калаçса татăлмалла. Çавăн пекех РФ Президенчĕпе Правительствин хушăвĕпе, РФ тĕп прокурорĕ тата субъект прокурорĕ ыйтнине тĕпе хурса малтан палăртман тĕрĕслевсем йĕркелеме ирĕк пур. «Кăçал пирĕн управлени вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тĕлĕшпе планпа килĕшÿллĕн тĕрĕслевсем ирттерме палăртман», — терĕ Федор Петрович.

Вăл ЧР Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчен республикăра пушара хирĕçле режим çирĕплетнине аса илтерчĕ. Çак тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн хушма требованийĕсене пăхăнмаллине каларĕ. «2015 çулта та Чăваш Енре çу уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен пушара хирĕçле ятарлă режим çирĕплетнĕччĕ. Çав тапхăрта вут-çулăм алхасасси 6%, çын вилесси 13% чакнă», — терĕ Федор Фомин. Вăл вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене пушар хăрушсăрлăхĕн мерисене вăхăтра пурнăçлама, ниçта та ĕçлемен çынсемпе тата нумай ачаллă çемьесемпе профилактика ĕçне вăйлатма, вут-çулăм тăтăшах алхасакан ялсенче яваплă службăсемпе пĕрле халăхпа тĕлпулусем ирттерме чĕнсе каларĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.