Комментировать

6 Авг, 2016

Вĕсемсĕр пуçне - никам та!

Сывлăш-десант çарĕсен кунĕ хăйĕн историне 86 çул каяллах çырма пуçланă. 1930 çулта шăпах çурлан 2-мĕшĕнче Мускав çар округĕн Сывлăш-çар вăйĕсен 12 çынран тăракан десантниксен подразделенийĕ Воронеж çывăхĕнче парашютпа пĕрремĕш хутчен сикнĕ. Ку эксперимент парашют-десант чаçĕн пĕлтерĕшне, унăн кирлĕлĕхне çирĕплетнĕ. Çавăнтанпа десантниксем çурлан иккĕмĕш кунĕнче хăйсен уявне çĕршывĕпех анлăн паллă тăваççĕ те. Тăхăр теçетке çул яхăн пурăнаканскерĕн çак тапхăрта хăйĕн кăсăклă йăли-йĕрки те çирĕпленнĕ: фонтанра шыва кĕресси, арпус çиесси... Тата ытти йышĕнче — ăна çемьепе пĕрле ирттересси те.

Акă Шупашкарта пурăнакан Тимофеевсем те Сывлăш-десант çарĕсен кунне çуллен уявлаççĕ. Ара, çемье пуçĕ Александр хĕсметрен шăпах кăвак беретпа таврăннă-çке. Сăмах май, унăн ашшĕ Валентин та десантник пулнă. Хăйне евĕрлĕ династие малашне Рома та тăсасса ашшĕ-амăшĕ çеç мар, аслашшĕ те шанать. Александр мăшăрĕ Ирина вара, тепĕр хутчен анне пулма хатĕрленекенскер, иккĕмĕшне те десантник çуратма ĕмĕтленнине систерет. Паллă уява пысăк йышпа, çывăх çынсемпе хаваслăн ирттерме кăмăллă-çке.

Сывлăш-десант çарĕсен кунне халалласа ытларикун Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре савăнăçлă уяв иртрĕ. Республикăри çамрăк десантниксене, ветерансене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ.

— Çăмăл мар çар службин йывăрлăхĕсене чи хастаррисем, чи вăйлисем, чи мăнаçлисем çеç чăтаяççĕ. Сывлăш-десант çарĕсенче — чăн-чăн патриотсем çеç. Десантниксем тĕрлĕ вăхăтра талăкăн хăть те хăш вăхăтĕнче тÿпене çĕкленеççĕ. Тĕрлĕ вăрçă витĕр тухнă вĕсем. Çĕршыв тăнăçлăхне, Конституци çирĕплĕхне сыхланă. Эсир — чăн-чăн салтаксем, — терĕ Михаил Васильевич.

«Пирĕнсĕр пуçне — никам та!» — çак чĕнÿпе пурăнаççĕ яланах малта пыракан, пĕр-пĕрне алă паракан пысăк йышлă десантниксем.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.