Комментировать

5 Авг, 2016

Тымар хурта мĕнле пĕтермелле, е Тăвайри педагогпа вĕренекенĕсен тĕпчевĕ

РФ Президенчĕн премине Чăваш Енрен 10 вĕрентекен тивĕçнине хаçатра пĕлтернĕччĕ. Вĕсен йышĕнче Тăвай вăтам шкулĕн биологи вĕрентекенĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Альбина Михайлова та пур. Альбина Петровна вĕрентÿ тытăмĕнчи çитĕнÿсемшĕн "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" паллăна, "Вĕренÿри тава тивĕçлĕ çитĕнÿсем тунăшăн" медале тата нумай ытти наградăна тивĕçнĕ.

— Альбина Петровна, пирĕн вулакансене хăвăрпа паллаштарсамăр.

— Эпĕ Шупашкарта çуралнă. Атте тĕп хулара Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ. Анне, ун чухне вăл йывăр çын пулнă, атте патне хăнана килнĕ. Нарăс уйăхĕнче Интернационал урамĕнчех çуратнă мана анне. Çăмăлланма ăна пĕр водитель пулăшнă. Мана фуфайкăпа чĕркесе больницăна леçнĕ. Атте — Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинчен. Ăна аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Етĕрнери лаша заводне ĕçлеме янă. Унтан — Канаша. Каярахпа вăл тăван ялта колхоз председателĕнче вăй хучĕ. Çĕнĕ Пуянкасси, Элпуç шкулĕсенчен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн эпĕ Чăваш патшалăх пединститучĕн биологипе хими факультетне кĕтĕм.

— Мĕншĕн эсир вĕрентекен пулас тенĕ? Мĕншĕн шăпах çав предмета суйланă?

— Ачасене юратни — тĕп вырăнта. Шкулта мана химипе — Яким Захарович Захаров, биологипе Василий Николаевич Игнатьев вĕрентнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те лайăх учительсемччĕ. Ăслă, анлă тавракурăмлă пулнипе тыткăнлатчĕç, уроксене интереслĕ ирттеретчĕç. Тăван тăрăха, çут çанталăка юратни те биологие суйлама хистерĕ. Пирĕн патри вырăнсем питĕ илемлĕ. Тĕлĕнмелле хурт-кăпшанкă пур, ÿсен-тăран тĕнчи те пуян. Хăшĕсем Тăвай тăрăхĕнче кăна ĕрчеççĕ. Тĕслĕхрен, пăлан нăрă. Ăна тĕпчесе эпир наука ĕçĕсем те çыратпăр... Диплом илсен мана Тăвай районне ĕçлеме ячĕç. Малтан Тăрмăш шкулĕнче ĕçлерĕм, унтан Тăвайри пĕлÿ çуртне куçрăм. Унта 35 çул вăй хуратăп. Биологи предметне те çавăн чухлĕ вĕрентетĕп. Темиçе çул каялла ĕç урокĕсене те ертсе пынă.

— Хальхи ачасем биологие юратаççĕ-и? Вĕренекенсене кăсăклантарас тесе мĕнле мелсемпе усă куратăр?

— Эпир биологипе 1998 çултанпах наука ĕçĕсем çыратпăр. Малтан ку ĕçе хамăн ачасемпе, икĕ ывăлăмпа тата хĕрĕмпе, пуçларăмăр. Кайран шкул ачисене те явăçтартăм. Унтанпах пăлан нăрра тĕпчетпĕр. Вăл 7 сантиметр тăршшĕ, хăмăр тĕслĕ. Юман сĕткенĕпе тăранса пурăнать. Эпĕ пединститутра вĕреннĕ чухне Чăваш Енре кунашкал нăрă çук тетчĕç, эпир вара ăна шыраса тупрăмăр. Ученăйсем пирĕн тăрăха тĕпчеме килме пуçларĕç вĕт. Халĕ эпир вĕсемпе Интернет урлă çыхăну тытатпăр. Биологи наукисен кандидачĕ Леонид Егоров хурт-кăпшанкă пирки нумай пĕлет. Çĕртмен 10-мĕшĕнчен пуçласа çулленех хамăр тăрăхри хурт-кăпшанкă йышлă пурăнакан вăрман лаптăкĕсене каятпăр. Пăлан нăрă Йăнтăрччă вăрманĕнче нумай. Çав вăхăтрах вĕсем Мишер вăрманнелле те майĕпен куçаççĕ. Мĕнле сарăлса пынине те тишкеретпĕр. Тĕпчев ĕçĕсен кăтартăвĕсемпе республикăра, Раççейре иртекен конференцисенче паллаштаратпăр. Çулсеренех 2-4 ача регион, Раççей олимпиадисенче малти вырăнсене йышăнать. "Çут çанталăкăн çамрăк хÿтĕлевçисем" кружок ертсе пыратăп. Ăна 20 çул каяллах йĕркеленĕ. Кружока çÿрекенсем "Пирĕн тăрăхра хĕл каçакан кайăксене пулăшар", "Хамăр алăпа шăнкăрч вĕлли ăсталар", "Йывăç ларт", "Парксен маршĕ", "Ырă ĕçсем", "Пĕрремĕш чечексем", "Кайăксене сăнамалли кунсем", "Çуркуннехи ырăлăх эрни" акцисене, тĕрлĕ форума, социаллă проектсем тума хастар хутшăнаççĕ.

Мана ачасемпе уроксем хыççăн ĕçлеме уйрăмах килĕшет. Унта вĕренес, ытларах пĕлÿ илес текенсем юлаççĕ. Вĕсемпе ĕçлеме питĕ интереслĕ. "Альбина Петровна, манăн олимпиадăна çуллах хатĕрленме пуçлас килет", — терĕ мана нумаях пулмасть Çĕнĕ Пуянкасси хĕрачи. Хам отпускра пулин те шăматкунсерен унпа шкулта тĕл пулатпăр. Тăватă сехете яхăн вĕренетпĕр унпа.

— Уроксем хыççăн юлма килĕшет тетĕр. Ялти çыннăн килте те ĕç нумай-çке. Вăхăта шел мар-и?

— Хамăн ĕçе питĕ юрататăп эпĕ. Кружок занятийĕсем те уроксем хыççăн пулаççĕ. Унта эпир ытларах практика ĕçĕсем ирттеретпĕр. Сăмахран, пирĕн тăрăхри ÿсен-тăран, сиплĕ курăк, хурт-кăпшанкă, кайăк-кĕшĕк, пулă ячĕсене ачасем вырăсла та, чăвашла та пĕлччĕр. Олимпиадăсенче шăпах çав ыйтусем пур. Наука ĕçĕсем, олипиадăсем валли биохимие пĕлни те кирлĕ. Биохимие уроксенче вĕрентместпĕр эпир. Çавăнпа кружокра тĕрлĕ сăнав тăватпăр. 2013 çулта эпĕ Раççей шайĕнчи "Шкулти сăнавлă биологи" конкурсне хутшăнса çĕнтернĕччĕ. "Династи" фонд пулăшнипе Мускава кайрăм. Унта пире сăнавсем тума 5 кун вĕрентнĕччĕ. Калăпăр, ÿсентăранăн ДНКине тупма. Унсăр пуçне 36 урок ирттермелĕх хатĕр материал парса ячĕç. Питĕ интереслĕ уроксем вĕсем. Хавхаланса кайса ÿсен-тăранăн ДНКине тупмашкăн ачасемпе ăслăлăх ĕçĕсем те çыртăмăр. Акă пăлан нăрра тĕпчесе Мускава кайса килнĕ пĕр хĕр. Халĕ Чăваш патшалăх педуниверситечĕн биологи факультетĕнче вĕренет.

— Альбина Петровна, калăр-ха, Раççей Президенчĕн премине тивĕçни сирĕншĕн кĕтменлĕх пулчĕ-и?

— Пĕлместĕп те. Мана юлашки виçĕ çулти ĕçĕме тишкерсе суйласа илнĕ. Унта олимпиадăсенчи кăтартусене пăхнă. Пĕлтĕр, сăмахран, малти 6 вырăн пулчĕ. Шкул ачисен пултарулăхĕн "Excelsior" республика фестиваль-конференцине те тăтăшах каятпăр. Паллах, наука ĕçне епле хутшăннине те, методика кăтартăвĕсем хатĕрленине те шута илнĕ. Эпĕ электрон-урок чылай хатĕрленĕ. Сăмахран, анатомипе çулталăкра — 68 сехет. Вĕсен пурин те презентацийĕ пур. Вĕрентÿ институтĕнчен учительсене пĕрмаях ман пата урока илсе килеççĕ. Республикăри вĕрентекенсем валли пĕрре кăна мар тĕслĕх уроксем, ăсталăх сехечĕсем ирттернĕ. Пĕлĕве тарăнлатмалли курссене кайсан та яланах тухса калаçтараççĕ. Хам çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнине, паллах, хĕпĕртесе йышăнтăм.

— Вăрттăнлăх мар пулсан калăр-ха: 200 пин тенкĕпе мĕнле усă курасшăн?

— "Тытман упа тирне сÿмеççĕ" теççĕ. Çавăнпа кун пирки шухăш­ламан-ха. Эпир хамăр укçапа питĕ нумай хаçат-журнал, кĕнекесемпе дисксем çырăнса илетпĕр. Унсăр аталанаймастăн, ÿсейместĕн. Вĕренÿ пособийĕсене Интернет урлă туянатпăр. Ачасене ăçта та пулин илсе каймалла тăк — каллех хăвăн кĕсйÿнтен тÿлетĕн. "Пурнăçра хăв мĕн те пулин памасăр нимĕн те илейместĕн", — тетчĕ пире "Эткер" директорĕнче ĕçленĕ Наталья Панченко. "Çăкăр-тăвар хире-хирĕç" теççĕ чăвашсем. Ку чăнах та çапла. Хăвăн вăхăтна питĕ нумай паратăн.

— Апла биологие суйланăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕр?

— Ÿкĕнме мар, питĕ хĕпĕртетĕп. Профессие тепĕр хут палăртма май килнĕ тĕк — çав çулпах утăттăм. "Ĕçлеме пăрахсан эсĕ пурăнаймастăн", — теççĕ мана хамăр шкулти учительсем. Çавăнпа тивĕçлĕ канăва кайсан мĕнле пурăнмалла-ши тесе халех кулянатăп. Ахаль ларма хăнăхман эпĕ. Манăн хам кама та пулин кирлине туймалла. Вара усăсăр пурăнман пек туйăнать. "Альбина Петровна, паян уроксем хыççăн юлатпăр-и? " — теççĕ те вĕренекенсем кăмăлăм уçăлсах каять.

— "Уроксене çĕнĕлле ирттермелле", — теççĕ халĕ тăтăшах. Вĕсене еплерех йĕркелетĕр?

— Паян вĕренекенсене урокра ытларах ĕçлеттермелле. Ыйтусен хуравне шыраса тупмалла, хуравламалла вĕсен. Вара тин киле ямалла. Пĕр сăмахпа, йăлтах урокра тумалла. Презентаци уроксем тăтăшах ирттеретĕп. Пирĕн республикăра федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕн системипе иккĕмĕш çул вĕрентеççĕ. Эпир сăнав шайĕнче ĕçлеме маларах тытăннăран 4-мĕш çул ăна пăхăнатпăр.

— Эсир хăвăр профессие питĕ кăмăллатăр. Ахăртнех, ачăрсем те сирĕн çула суйланă.

— Саша — юрист, Алеша Хусанти химипе технологи институтне вĕренме кĕнĕччĕ. Шел, 3-мĕш курсран пăрахрĕ. Халĕ водительте ĕçлет. Таня И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра стоматолога вĕренчĕ. Халĕ Санкт-Петербургра интернатура тухать. Мăшăрăм Владимир Павлович Тăвайри кирпĕч заводĕнче вăй хурать. Вăл мана питĕ пулăшса пырать. Çывăх çын хавхалантармасан ун пек çитĕнÿсем тăваймастăн. Кÿршĕре пурăнакан ачасем биологие тарăнрах вĕренме ман пата киле пыраççĕ. Эпĕ вĕсене киле ĕç паратăп. "Сан ачусем килнĕ", — тет упăшкам. "Мĕн тума килеççĕ вĕсем?" — тесе нихăçан та каламасть.

— Пирĕн вăхăтра учитель питĕ хисеплĕ çын пулнă. Халĕ мĕнле?

— Халĕ те çаплах. Манăн кружока çÿренĕ Саша Петров калани асрах-ха. Халĕ ĕнтĕ вăл хăй ача ашшĕ. Хайхискер кружок пирки маннă та киле кайнă. Хапха патне çитсен аса илсе шкула каялла таврăннă... Чылай чухне кружока 40 ытла ача çÿрет. Медицина, биологи-хими ушкăнĕсенче уйрăмах йышлăн. 5-7-мĕш класра вĕренекенсем валли те вăхăт уйăратăп, мĕншĕн тесен 5-мĕшсене микроскоппа ĕçлеме хăнăхтармалла, унсăрăн вĕсем олимпиада ыйтăвĕсене туллин хуравлаймаççĕ. Кружока çÿрекенсенчен ытларахăшĕ медицина енĕпе вĕренме каять. Биологи предметне суйлакансем те пур. Пĕлтĕр 2 хĕр педуниверситетăн биологи факультетне вĕренме кĕчĕ. Медицина факультетне вара çулсеренех 5-8-шер çамрăк кĕрет. Кун пек чухне тата ытларах ĕçлес килет. Хăв тĕрĕс çулпа пынине туятăн, учитель ятне тивĕç пулнине ĕненетĕн. Эпĕ, паллах, хамăн предмета кăна вĕрентместĕп, класс ертÿçинче те вăй хуратăп. Пĕлтĕр манăн класран 8 ача ылтăн медальпе вĕренсе тухрĕ.

— Эсир — питĕ интереслĕ çын. Калăр-ха, тата мĕн тĕпченĕ эсир?

— "Сире итленĕçемĕн итлес килет", — тесе мана тăтăшах калаççĕ. Эпир шкул ачисемпе лавккасене кÿрсе килекен пахчаçимĕçпе улма-çырлари нитрат шайне тишкернĕ. Арпуса, иçĕм çырлине, сливăна кашни уйăхрах туянса тĕпченĕ. Асăннă çырласене авăн уйăхĕнче кăна туянмалла, мĕншĕн тесен ытти чухне унта нитрат питĕ нумай. Хăярпа помидорта хĕлле те нитрат нумаях мар, бананра та нитрат шайĕ йĕркеллех. Арпусра вара нитрат шайĕ кирлĕ виçерен виçĕ хут ытларах. Ахальтен мар çĕртме уйăхĕнче туяннă арпуса çисен ачасем вар-хырăм чирĕсемпе аптăраççĕ. Вăрман хуçалăхĕпе çыхăнса вăрлăхран çăка та çитĕнтертĕмĕр. Кĕркунне лартсан аванрах чĕрĕлеççĕ вĕсем. Çавăн пекех пĕчĕк шăрчăксене /цикадка/ тĕпчесе наука ĕçĕ çыртăмăр. Пирĕн тăрăхра 92 тĕрлĕ шăрчăк пурăнать. 2000 çулта — ывăлăмпа, халĕ унăн хĕрĕпе Аллăпа Эл кÿллине тĕпчетпĕр. Унти чи тарăн вырăн — 11 метр та 30 сантиметр. Сайра тĕл пулакан ÿсен-тăран — шыв хупахĕ — ÿсет. Çулран-çул ĕрчесе пырать вăл. Апла тăк кÿлĕ майĕпен ăшăхланать. Минералсенчен хлорид ытларах. Шыв кăштах тăварлăрах унта. Тăвай тăрăхĕнчи Хура çăлпа та кăсăклантăмăр. Хытă шыв вăл, унта тимĕр нумай. Пирĕн тăрăхри ĕçмелли шывра вара кальци ытларах. Мăнукăмпа Аньăпа хамăр пахчара F1, F2, F3 гибрид хăярсем ÿстертĕмĕр. Пĕрремĕшĕн тухăçĕ иккĕмĕшĕпе виççĕмĕшĕнчен 40 процента яхăн ытларах. Çавăнпа F1 вăрлăхне туса тепĕр çул акмалла мар. Халĕ тымар хурта /проволочнике/ тĕпчетпĕр. Унран тĕпĕ-йĕрĕпе хăтăлма питĕ кансĕр. Сар пăрăç /горчица/, тулă акса та вĕсене пĕтерме çук. Нумай вуланă, тишкернĕ хыççăн пĕр тăваткал метра çур витре кайăк-кĕшĕк тислĕкне сапрăмăр. Тепĕр çулхине пăхрăмăр та унта вырнаçтарнă серепере /ловушкăра/ пĕр тымар хурт кăна, тепринче — пачах çук. Маларах çав вырăнта 12-шер тымар хуртчĕ. Асра тытма: тислĕке ытларах сапни те сиенлĕ. Кăçал çĕрулмине кăларса пĕтернĕ хыççăн тепĕр хут тишкерĕпĕр те тымар хурт пирки наука ĕçĕ çырăпăр, республикăри конференцире тухса калаçăпăр.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.