Комментировать

5 Авг, 2016

Халăх ачи пуласчĕ тенĕ

Анатолий Кибеч ятне илтмен çын Чăваш Енре çук та пулĕ. Вăтăр ытла кĕнеке авторĕ вăл. Анатолий Ильич общество ĕçĕнче те хастар çын, халăх хушшинче час-часах пулать, хаçатра, телекуравра халăха тÿрремĕнех тивекен çивĕч ыйтусене хускатать. Канашсен ентешлĕхне вунă çул ытла ертсе пычĕ. Ватăлма вăхăт çук унăн. Çамрăксен хушшинче ытларах пулнăран-ши — чунĕпе халĕ те "çеçкере" вăл. Кибечпе тĕл пулса калаçма темиçе сăлтав та пулчĕ: çак кунсенче 33-мĕш кĕнеки — "Немая красавица" — кун çути курчĕ, хăй пысăк чыса — "Чăваш Республикин халăх писателĕ" ята — тивĕçрĕ.

— Анатолий Ильич, эсир миçерине шута илсен мучи теме те юрать пек, анчах чĕлхем çаврăнмасть. Сăнран пĕртте ватă мар, ялан хастарсен ретĕнче. Калаçăва малалла тăсиччен сире "Чăваш Республикин халăх писателĕ" ята тивĕçлĕ пулнăшăн саламлас килет. Шăнкăравланăччĕ, Крымра терĕç.

— Тавах ырă сăмахушăн. Хисеплĕ ят панине манăн ĕçе пысăк хак пани тесе йышăнатăп. Хальхи чăваш литературипе искусствинче тÿпем те пур апла. Халăх умне кĕнекесем кăна мар, юрăсем те, спектакльсем те, кинофильм та тухрĕ. Патшалăх наградин ĕнентерÿ хутне панă чухне ЧР Пуçлăхне Михаил Игнатьева чăвашла çапла каларăм: "...Пĕр министр та, президент та хатĕррĕн çуралмасть. Çын хăйне ĕçре туптать, ăсталăхне ÿстерсе пырса ятне-сумне çĕклет. Хисеплĕ çак ята Раççей шайĕнчи патшалăх çыннин аллинчен илнине асра тытса сана ĕçре чăтăмлăхпа хастарлăх сунатăп. Халăха ан ман, ун ачи пулма тăрăш..." Сăмах май çакна калам: чăвашсем Турра та, патшана та эсĕ теççĕ.

— Крым пирки вара мĕнле? Çулĕ йывăр пулмарĕ-и?

— Йывăрлăхпа çăмăллăх хăв умна лартнă тĕллевсемпе çыхăнса тăраççĕ. Тĕп тĕллевĕ вышкайсăр пысăк пулчĕ — Крымра пĕрремĕш хут Акатуй ирттерни. Самолетпа вĕçес темерĕм. Ростовпа Кубань тăрăхĕнчи анлă та пĕр çумсăр тулă уйĕсене, иçĕм çырли пахчисене курни мĕне тăрать. Тинĕсĕ тата... Тепĕр тĕлĕнтермĕш — чăваш чунĕ. Таçтан та пырса çитнĕ вĕт вĕсем Крыма. Манпа пĕр ÿсĕмрисем те пур. 2500 çухрăма кайса килсе хама тĕрĕслерĕм. Çамрăксемпе танах чăтса ирттертĕм. Урă пурнăç йăлине тытса пынин усси пурах иккен. Спортпа туслă пулни те пулăшать ĕнтĕ.

— Манăн алăра икĕ кĕнеке. Пĕри — "Чĕлхесĕр пике", тепри — тин çеç пичетленсе тухнă "Немая красавица". Хуплашкинче илемлĕ пике сăнĕ. Темшĕн тунсăхлăн, асăрхануллăн пăхнă пек туйăнать.

— "Чĕлхесĕр пике" повеçри Надя ĕнтĕ вăл. Ялта ÿснĕ чиперкке. Шкул пĕтернĕ хыççăн университета çул тытать. Вĕренме кĕме хут çырса панă чухне те, экзаменсен вăхăтĕнче те капăр тумланнă арçынсем ăшшăн пăхнине, çулăхма хăтланнине асăрхать.

Аппăшне аса илет. Вăл та хитрескер пулнă, анчах укçаллă арçынсемпе явăçса кайнине пула телейне çухатнă. Надя вара хĕр чысне упрас тĕллевпе пач урăх çул суйласа илет, хăй илемне пытарса тумланать, вĕренÿ енĕпе чылай малта пырать, университета хĕрлĕ дипломпа пĕтерет. Чăтнă вăл, "йăран çинчи катемпи" тенине те илтме тивнĕ, чĕлхесĕр çын вырăнне хурса сыхланасси те пулнă.

"Компьютер" фирмăна ĕçе вырнаçнă чухне те капăр тумпа каймасть. Хальхи директорсем чиперккесене куç хываççĕ тенине те илтнĕ пулас.

 

Вăхăт васкать, пурнăç кĕрлет, умра тĕрлĕ çул выртать. Тилĕ йĕрĕпе кайнă пулсан, тен, çу хыпăттăм, упа хыççăн кайнă пулсан, тен, пыл хыпăттăм. Чим-ха, терĕм, васкамарăм, пуçăм тавра шухăшларăм. Хам çулпах утас терĕм, су кмак хывма тимлерĕм. Çулĕ çăмăл пулмарĕ, умра кавир выртмарĕ. Ыррине пит курмарăм, анчах чыса сутмарăм.

Анатолий Кибеч.

— Паян чăнах та йĕркесем çапла пулса кайрĕç-ши? Хăшпĕр ертÿçĕ хăйне такам вырăнне хурать, чăн хуçа пек тытать: ун еккипе каймасан хăй камне часах кăтартать.

— "Хуçа" сăмах та — çĕнĕ тапхăр палли. Рынок экономики пурнăç йĕркине те, тепĕр чухне ĕçри хутшăнусене те самай урăхлатрĕ. Кунта вара, повеçре, Надя программистка ăнăçлă ĕçлесе фирмăна вăйланма пулăшать. Директорĕ авланманскер пулчĕ. Пĕррехинче ĕçе хальхи тумпа, куçлăхсăр пырса кĕрсен Надьăна малтан палласа та илеймеççĕ...

— Питĕ илĕртÿллĕ сюжет. Пĕр вулама тытăнсан чарăнас килмест.

— Çав Надьăн хушамачĕ те санăнни пекех, Смирнова вăл. Тен, çавăнпа ытларах килĕшрĕ пуль?

— Çук ĕнтĕ, ăста çырни туртса пычĕ курăнать. Повеç вĕçĕнче Надя хăй хушаматне улăштарасси те сисĕнет. Упăшки кăна унăн илемне, чысне хаклама пĕлекенскер пулинччĕ. Анатолий Ильич, çакăн пек çивĕч сюжетсем ăçтан тупăнаççĕ?

— Пурнăçран паллах. Çĕр çинчи çыравçăсем пурте пĕрле пĕр кĕнеке çыраççĕ. Ăна Пурнăç кĕнеки теме пулать. Кашни пĕрер страница хушса çырать. Писатель — урăхларах çын, сăнама юратать, ыттисем курманнине асăрхать. Акă Атăла пĕвеленĕ хыççăн тинĕс пек сарăлса кайнă вырăнсене курма пулать, парăслă кимĕсем ишсе çÿренине пăхса тăма та питĕ кăмăллă. Шупашкарта парăс спорчĕ вăй илет. Акă "Шĕвĕр сăнăсем" повеçри Саша та хаваспах çÿрет. Лайăх вĕренекен студента хула хĕрĕ Венера экзамена пĕрле вĕренме тесе хăйсен килне чĕнет. Пĕррехинче Венера, курс ĕçне лайăх хÿтĕленĕ ятпа, Сашăна сĕтел хушшине чĕнсех хăналать. Кил хуçи коньяк сĕнет, Саша ĕçме килĕшмест, кĕçех ăмăртăва хутшăнмалла тет. Венера амăшĕ кухньăна кайса фужера шампань эрехĕ тултарса килет. Саша ĕçет те ыйхă пуснине пула кунтах юлать, Венера пÿлĕмĕнчех çĕр каçать. Ирхине ăна кĕрÿ теме пуçлаççĕ. Саша кунпа килĕшмест, анчах пикен ашшĕпе амăшĕ хĕре мăшкăлланă тесе милицие тата ректора пĕлтерессипе хăратаççĕ. Каччăн парăнма тивет. Кĕçех пач ăнсăртран япăх ĕç пулса иртет. Саша теме пула кимĕрен тухса ÿкет те пилĕкне амантать. Больницăра ним хускалайми выртать. Атăла пĕвеленĕ чухне ун хĕрринче ÿснĕ йывăçсене касманнине пула шыв айĕнче шĕвĕр сăнăсем пытанса юлнă иккен.

Венера пĕр-икĕ хутчен пырса каять те пăрахать. Юрать, Сашăна вăрттăн юратса пурăннă Таня çине тăрать, каччăн амăшне чĕнсе илет, тухтăрсем те ăстаскерсем пулнă. Чылай выртнă хыççăн Саша ура çине тăратех. Ăслă та тĕреклĕ çынна юратма, паллах, лайăхрах, савăнăçлăрах. Пурнăçра Венера пеккисем те тупăнаççĕ.

Атăл вăл пăхса тăнă чух чăнах та илемлĕн курăнать. Унта мĕн пулса иртнине, ун тĕпĕнче мĕн выртнине шута илсен пуçа тарăн шухăш хĕсет. Ун пирки "Несĕлсен сасси" повеçре кăтартса пама тăрăшрăм.

— Тепĕр хайлавне — "Вăхăтсăр вилĕм" ятлине — лăпкăн вулама май та çук, ирĕксĕрех куççуль капланса килет. Тĕп герой Леня атом чирĕнчен хăранине пула хĕн курать. Кун пек çынна хăвăр курнă-и вара?

— Тепĕр чухне куракана, вулакана искусство мĕнне ăнланманни чăрмав кÿрет, йăнăш пĕтĕмлетÿсем патне илсе пырать. Искусствăн тĕп тĕллевĕ — пулнине е пулма пултарнине сăнарласа кăтартасси. Кунта курни çеç çителĕксĕр. Сюжета аталантарса çĕнĕ хутшăнусемпе пуянлатмалла. Пач курман сăнарсем те çуралма пултараççĕ. Калăпăр, эпĕ "Улăп таврăнни" романри геройсене, паллах, курма пултарайман. Халап евĕрлĕ çырнă. Анчах унта çырса кăтартнисем паянхи пурнăçпа та çывăххи вулакана самаях хумхантарать, шухăшлаттарать. Кун пек чухне пулма пултарать тени питĕ вырăнлă.

— "Немая красавица" кĕнекере — ултă повеç. Питĕ лайăх вуланаççĕ. Куçаруçи пирки мĕн калăр-ши?

— Ăна Зоя Романова куçарнă. Хальхи вăхăтри чи ăста тăлмач тесен те юрать. Унпа ĕçлеме те çăмăл. Кун пек чухне вырăсла лайăх пĕлнисĕр пуçне илемлĕ литературăн уйрăмлăхне ăнланни вырăнлă. Сăнарлă шухăшлава тĕрĕс тытса пымалла. Çак енĕпе Зоя Васильевна чăнах та ăста. Ăна ман хальхи пек çивĕч ăс-тăнпах нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунас килет.

— Анатолий Ильич, эсир Зоя Романовăпа пысăк ĕç туса ирттернĕ. Вырăсла куçарни ытти халăх çыннисене хальхи чăваш прози мĕнле шайрине пĕлме май парать. Темиçе çул каялла "Чĕлхесĕр пике" ятпа тухни "Чăваш Ен литератури" конкурсра "Чи нумай вуланнă кĕнеке" номинацире çĕнтернĕччĕ. Вырăслине те çаплах вуласса шанас килет. Эсир прозаик кăна мар, сăвăç та, драматург та. Хăш пултарулăхĕ ытларах пек?

— Кашни çыравçăн юратнă жанрĕ пур. Эпĕ литературăна прозăллă сăвăсемпе çывхартăм пулас. Кайран калавсем, повеçсем кун çути курчĕç. Роман та çырăнчĕ. Анчах, ман шухăшпа, хальхи вулаканшăн повеç шайĕнчи хайлавсем меллĕрех. Ытла пысăк калăпăшлисене вулама вăхăт та сахалрах, васкатпăр-çке. Чылай шухăша хаçат-журнал статйисенче уçса пама май килчĕ. Вĕсен шучĕ виççĕртен те ытла.

Çырас текен çын валли жанр та, тема та темĕн чухлех. Уйрăмах хальхи вăхăтра. Кашни кун çĕнĕлĕх сиксе тухать: кулянмалли те, савăнмалли те.

— Çĕнĕ шухăшăра тата мĕнле ĕçсенче уçса пама тĕв тытнă?

— Калеме типме парас мар тетĕп-ха. Каламалли, çырмалли тупăнсах тăрать. Халăх умĕнчи парăма татман-ха. Çак тĕллев пĕр самантлăха та асран тухмасть. Мана яланах вулакан, юрлакан, куракан пурри хавхалантарса пынă. Хам вара халăх ачи пуласчĕ тесе тăрăшнă. Паян та çак шухăшпах пурăнатăп.

Надежда СМИРНОВА калаçнă

 

Николай МАКСИМОВ, писатель, журналист:

— Ку кĕнекери повеçсене автор тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ сăлтавпа çырнă. Пурнăç опытне, тавракурăмĕпе пĕлĕвне кура кирек хăш хайлава та кашни çын хăйне май курать, хăйнеевĕр ăнланать. Калăпăр, "Несĕлсен сасси" повеçре тĕп герой ватă çын каласа кăтартнă халапа чуна хурать те халăх историне пач çĕнĕлле хаклас шухăш патне çитет. Анчах çакă вăл çиелтен пăхсан кăна кĕтменлĕх пек туйăнать. Чăннипе эпир пурнăçа пула çыннă н тавракурăмĕ, ăс-хакăлĕ, кăмăл-сипечĕ еплерех улшăнса пынине куратпăр. Çапла пулмалла та.

Шантарсах калатăп: Кибечĕн çĕнĕ кĕнекине вулани пĕртте вăхăта сая яни пулмĕ. Унти повеçсенче юратупа курайманлăх, кирлипе тивĕç кĕрешĕвĕсем еплерех аталанса-амаланса пынине курăр, çавна май кĕнекери геройсемпе пĕрле кулянăр, савăнăр, тĕлĕнĕр. Кайран вара, хыçалти страницине хупсан, тата нумай-нумай шухăшласа çÿрĕр.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.