Комментировать

4 Авг, 2016

Ах, каятпăр, ах, каятпăр...

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа кăçал 75 çул çитрĕ. Раççей халăхĕ çак куна манма пултараймасть. Вăл чĕрере тарăн йĕр хăварнă, кашни киле инкек илсе кĕнĕ. Вăрçă пуçланнă кун Шупашкар районĕнчи Урай Макаçра кăçал çар комплексĕ уçнă. Чăн та, вут-çулăм ăшĕнчен таврăнайман ентешĕсене асăнса кунта тахçанах палăк лартнă. Тăван тăрăха çĕнтерÿпе килнисене, тĕрлĕ çулта çĕр çинчен уйрăлса кайнисене те чыс тăвас тенĕ. Çавна май вĕсен ячĕсене уйрăмшар плита çине çырса хунă. Сăмах май, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине çак ялтан 75 çын тухса кайнă, вĕсенчен 39-шĕ ют çĕрте пуçĕсене хунă, 36-шĕ сусăрланса таврăннă.

Никама та манман

Ял-йыш укçи-тенкипе çакнашкал сумлă ĕç тунă ентешсем. Паллах, хăть хăш ĕçе те пуçарса ертсе пымалла. Ку тĕлĕшпе çак ялта çуралса ÿснĕ Христофор Макаров пултаруллă пулнине палăртмалла. "Асăннă ĕçе пурнăçлас тĕллевпе чылай тăрăшрăм. Ял халăхĕ пулăшрĕ, çамрăксем хастарлăх кăтартрĕç. 65 пин тенкĕ пухма вăй çитертĕмĕр. Çакăншăн пурне те тав тăватăп. Зоя Гавриловна Гаврилова вара пенси укçинчен 30 пин тенкĕ пачĕ", — терĕ Христофор Макарович.

Çар комплексĕ шутне Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă ентешĕсене тата асăннă вăрçă пуçланнăранпа 100 çул çитнине халалласа лартнă монумент та кĕрет. Шăпах ăна Зоя Гавриловна укçи-тенкипе тунă. Унăн ашшĕ, Гаврил Степанович Степанов, икĕ вăрçа хутшăннă, тăван тăрăха сывă таврăннă.

Гранит плитасем çине салтак юррисенчен илнĕ йĕркесене çырнă:

Чĕкеç чĕппи, ай, йăмăкăм,

Мĕнле уйрăлса, ай, каям-ши?

Тепĕр енче:

Ах, каятпăр, ах, каятпăр

Симĕс шинель, ай, тăхăнма.

Симĕс шинель тăхăнма мар,

Симĕс çерем, ай, витĕнме.

 

Чун-чĕри тутăхман

"Çар монументне тума халăхран укçа пухассине ырласа йышăнтăм. Мĕншĕн тесен аттесем çак пурнăçшăн çапăçнă, чылайăшĕ çамрăклах вилнĕ. Вĕсене яланах чĕресенче упрамалла. Çамрăк ăру та вăрçă паттăрĕсене ятран пĕлтĕр", — калаçăвне пуçларĕ Зоя Гавриловна. Малаллахи сăмахĕ ашшĕ çинчен пулчĕ. Гаврил Степанович Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннине ачисене пачах та пĕлтермен иккен. Кун пирки вĕсем каярах çеç илтнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн вăл колхоз председателĕнче тăрăшнă. Ăна пĕр вăхăт çара илессинчен хăтарнă, анчах çĕр çинче вут-çулăм çуннă вăхăтра арçын лăпкă пурăнма пултарайман, 1942 çулта хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă. "Атте салтак юрри юрланине астăватăп. Пире, ачисене, çÿлелле йăтса çĕклени те асăмран тухмасть, — малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи. — Киле çĕнтерÿпе таврăнни те куç умĕнчех. Эпир ун чухне мунча кĕреттĕмĕр. Хамăр вăтанакан пулнă. Пÿрте кĕтĕмĕр те кăмака хыçнелле йăпшăнтăмăр. Ара, аттене чылай курман-çке".

Ашшĕ ăçтарах çапăçнине астумасть хĕрĕ. Вăрçăри паттăрлăхшăн панă наградисемпе пĕчĕкскерсем вылянине, вĕсене пачах çухатнине каларĕ. Çырăвĕсем вара пушарта çунса кĕлленнĕ. "Вăрçă пирки калаçма юратмастчĕ вăл. Берлина çитсе килнĕскерĕн суранĕсем те пулнах ĕнтĕ, анчах вĕсене пире кăтартман. 70 çул тултараймасăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ. 4 класс çеç пĕтернĕ пулсан та çав тери тăнлăччĕ. Пире математикăпа урок тума пулăшатчĕ", — кăмăллăн аса илчĕ çывăх çыннине Зоя Гавриловна.

Гаврил Степанович мăшăрĕпе вунă ачана кун çути кăтартнă. Вĕсенчен улттăшĕ çеç чĕрĕ-сывă çитĕннĕ. Халĕ вара иккĕшĕ кăна пурăнаççĕ. Аçа çапса кĕлленнĕ çурчĕ вырăнне çĕннине хăпартнă арçын. Вăл халĕ те ларать. Зоя Гавриловна амăшĕпе малтан унта пурăннă.

Пĕччен пурнăç çăмăл мар паллах. Апла пулсан та чылай сурăх тытать вăл. Вĕсемпе калаçса чунне йăпатать. Сывлăхĕ хавшак пулсан та выльăхĕсене çитерме хире çÿрет. Юрать, аппăшĕн ачисем пулăшаççĕ ăна. Хăй те парăмра юлмасть.

— Сăваплă ĕçе пурнăçлама хутшăнни паттăрлăхпа танах. Сирĕн пуçарăвăр ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче, – терĕм эпĕ кинемее мухтаса.

— Аслă ăрăва пула эпир паян çак пурнăçпа савăнатпăр. Вĕсемшĕн укçа-тенкĕ шел мар, — терĕ вăл сăпайлăн.

Пенси чылай илет пулĕ тейĕ хăшĕ-пĕри ун пирки. Ĕмĕрĕпе колхозра, шкулта тирпейлÿçĕре вăй хунăскерĕн шалăвĕ те пысăк пулман, ăна кура пенсийĕ те. Апла пулсан та чун-чĕри тутăхпа хупланман Зоя Гавриловнăн. Вăл яланхи пекех ырă ĕçшĕн çунать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.