Комментировать

30 Июл, 2016

Юратăва сутсан...

Лăпланаймасăр хваттер тăрăх унталла та кунталла утрĕ те утрĕ Света. Кĕсье телефонне аллинчен яма та пĕлмерĕ. Толик патне пĕр вĕçĕм шăнкăравларĕ. Анчах арçын хуравламарĕ. Юлашкинчен тÿсĕм пĕтрĕ-ши, мăшăрне урăхла шырама пикенчĕ.

— Итлетĕп, — ыйăхлă илтĕнчĕ лини тепĕр вĕçĕнче кумĕн сасси.

— Толикпе пĕрле мар-ши тесе ыйтасшăнччĕ... Вăратрăм иккен. Каçару ыйтатăп.

— Пĕлетĕн вĕт-ха: эпĕ унпа çÿреместĕп. Ăнсăртран пĕрре çакланни те темччен аса илмелĕх çитет. Каллех ÿсĕр пулĕ, унсăрăн хальччен таврăнмалла.

— Пĕлетĕп-ха...

— Мĕнле арçынна пĕтертĕн, Света.

— Эсĕ те пулин чуна ан ыраттар. Юрĕ, ырă каç. Тепĕр хутчен каçару ыйтатăп.

...Чăннипех те мĕн тери арçынччĕ Толик! Ăна юратман хĕрарăм та çукчĕ-тĕр. Çÿллĕскер, патмарскер, чиперскер. Ĕçре те çаврăнăçуллăччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче те аптăраса тăмарĕ вăл, çителĕклĕ пурăнмалли майсем çине-çинех тупрĕ. Хăйĕн ĕçне те уçрĕ. Ыттисем ют çĕршывра кăларнă машинăпа ярăнма ĕмĕтленме те шикленнĕ вăхăтра вăл иномарка туянчĕ. Хваттерĕ те виçĕ пÿлĕмлĕччĕ. Паллах, çак «çÿллĕшне» хăпарма ăна мăшăрĕ Галя пулăшрĕ. Шăпах вăл ăшă сăмах каласа хавхалантарчĕ, вăй-хал хушрĕ.

Питĕ килĕштерсе пурăнатчĕç Гальăпа Толя. Хăна таврашне кайсан та ыттисем ăмсанса пăхатчĕç вĕсене. Хĕрарăмсем арăмĕнчен куç вĕçертместчĕç, унăн капăр кĕписене вăрттăн сăнатчĕç. Арçыннисем те ăнах «авăрлатчĕç». Çук, мăнкăмăлланмарĕ мăшăр. Хăйсем ыттисенчен уйрăлса тăнине ниепле те палăртмарĕ. Çын куçĕ çеç асăрхарĕ çакна. Хытă ăмсанса пăхнăран-ши, телей арканчĕ.

Укçаллă арçын тусĕсемпе тĕрлĕ кафе-хупахра час-часах тĕл пулатчĕ. Вăхăта çапла ирттерни арăмне вĕчĕрхентеретчĕ пулин те кăмăлсăрланнине палăртмастчĕ Галя. Хăть те хăçан та мăшăрне хавхалантарма тăрăшатчĕ. Толик вара арăмне хисеплерĕ, анчах çамрăк хĕрсене те куçран вĕçертмерĕ. Çапла паллашрĕç те пĕррехинче Светăпа. Мĕнпе аташтарчĕ-ши вăл арçын пуçне? Анчах пике Толике хăй майлă çавăрчех. «Тухатланă» текен те пулчĕ каярахпа. Çамрăк юн вĕрирех тĕр-çав. Пиçĕхнĕскерне çакă та астарчĕ. Киленĕве мала хурса арçын килне те таврăнма пăрахрĕ.

Мăшăрĕ сивĕннине туйрĕ Галя, анчах сивĕ пĕр сăмах та каламарĕ вăл. Пĕтĕм ăшăлăхпа çепĕçлĕхне парнеленĕ арçынна ÿпкелемерĕ. Упăшки уйрăлма шут тытнине пĕлтерсен те хирĕçлемерĕ. Йывăр пулчĕ, паллах, анчах пуç усмарĕ.

Толик килĕнчен тухса кайнă чухне икĕ ывăлĕ шкулта вĕренетчĕç-ха. Шăкăл-шăкăл пурăнакан ашшĕпе амăшĕ текех иккĕшĕ юнашар пулмасса йывăра илчĕç вĕсем. Çавăнпах ашшĕпе питех хутшăнасшăн пулмарĕç. Мĕн каласси, Света та Тольăна малтанхи çемйи патне кайса çÿреме тăрăшсах чарчĕ. Миçе хутчен çапăçмарĕç-ши вĕсем куншăн? Тĕрĕссипе тавлашмалли-харкашмалли тăтăшах тупăнчĕ.

Хваттерпе пĕрле машинине те çемйине парса хăварни те вĕчĕрхентерчĕ çамрăк хĕрарăма. Ачисене укçа-тенкĕпе пулăшни те тарăхтарчĕ. Сахалрах парсан та юрать имĕш. Малтанах çакă сисĕнместчĕ-ха, ĕç кал-кал пыратчĕ те тухăçĕ те аванччĕ. Анчах тем пулчĕ. Такăнчĕ Толик. Ĕçĕнче йывăрлăхсем пуçланчĕç. Кĕтмен çĕртен сике-сике тухрĕç вĕсем. Пĕрне йĕркелесе çеç ярать пек, тепĕр вырăнта татăлать. Апла пулин те пĕр пÿлĕмлĕ хваттер туянчĕçех. Тимĕр урхамах та илчĕç.

Света Толике урăххисем çумне хушнăран мĕн чухлĕ çапăçмарĕç-ши тата! Ĕçре те йывăр самантра çамрăк арăм кĕвĕçнине илтни пушшех тарăхтарчĕ арçынна. Çакăн пек чухне вăл Гальăна тăтăш аса илчĕ. Çемьене упрайманшăн кулянчĕ те. Анчах каялла тавăрма çук ĕнтĕ. Галя та килĕшес çук. Света та ача çуратма хатĕрленет...

Тамăкра çунма тытăнчĕ арçын. Ĕç куллен аталанма мар, пĕтсе пычĕ. Мăшăрĕ çирĕп тĕрев параймарĕ, кашни вак-тĕвекшĕн мăрларĕ. Çакна чăтаймасăр Толик ĕçкĕ авăрнех путрĕ. Кунран кун ытларах та ытларах илĕртрĕ ăна «çутти». Черкке чунне сисет пек туйăнчĕ. Çук, пулăшмарĕ, паллах, йÿççи, пĕр вăхăта çеç пĕтĕмпех манăçтарчĕ.

Толик пурнăç çине алă сулчĕ темелле-ши? Ĕçĕ те саланнăпа пĕрех. Аран-аран çеç тытăнса пырать. Укçа-тенкĕ çитменрен Света та пĕрмай мăкăртатать. Хĕрне Ксюшăна ура çине тăратмалли те хавхалану кÿмест.

Чавса çывăх та... çыртма çук çав. Унсăрăн Толик Гальăна улталаман, унăн юратăвне сутман пулĕччĕ.

Анна НИКОЛАЕВА.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.