Тырă тухăçĕ савăнтарать
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртесси кунсерен вăй илет. Пулса çитнĕ тырă лаптăкĕсене темиçе кун каялла çеç суйласа выратчĕç. Хĕвел хĕртнĕрен кĕрхи ырашпа тулă анисем талккăшпех пиçсе çитрĕç. Çавăнпа комбайнсем хире, эрне каяллахипе танлаштарсан, куллен икĕ хут ытларах тухаççĕ. Талăкри ĕç хăвăртлăхĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Мĕнпур лаптăкăн вуннăмĕш пайĕ пушаннă ĕнтĕ. Чылай хуçалăхра кĕрхи культурăсене пухса кĕртнĕ. Патăрьелсем çуртрисен ани çине куçнă.
Улатăр. Районта хĕрÿ ĕççине 12 комбайн хутшăнать. «Новь», «Митра», «Магадан» тулли мар яваплă обществăсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. «Магадан» утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче кĕрхисене вырса пĕтернĕ. 60 гектар çинчен 181 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Н.Назарова фермерăн ĕçĕ те кăтартуллă — кĕрхи тырă пусси пушаннă. Чи пысăк тухăç «Митра» хуçалăхăн — 30,7 центнер.
Комбайнсене хиртех топливăпа тивĕçтереççĕ. Механизаторсене ĕç вырăнĕнчех вĕри апат çитереççĕ. Автомашинăсем тулнă бункерти тырра йышăнма вăхăтра çитеççĕ.
Вăрнар. Хресченсем утă уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2031 гектар вырнă, 6450 тонна пуçтарса илнĕ. Аш-какай комбиначĕн кĕрхисен лаптăкĕ пуринчен те пысăкрах — 1140 гектар. Тухăçĕ ыттисенчен ирттерет — 48 центнер. Районта вăтамран 32 центнерпа танлашать.
Хăшпĕр хуçалăх кĕрхисене пуçтарма тытăннă кăна, «Мураты» ЯХПК тĕллеве пурнăçланă. 270 гектартан 708 тонна тырă пухса илнĕ. Икĕ «Agros-530» тата пĕр «Дон-1500Б» штурвалĕсене пысăк ăсталăх пухнă механизаторсем Александр Федоров, Борис Федоров тата Геннадий Алексеев тытаççĕ.
Райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн специалисчĕсем «Санары» агрофирмăна çитсе курнă. Хуçалăх пахчаçимĕçпе тырпулăн элита вăрлăхне çитĕнтерет. Кунта технологие çирĕп пăхăнаççĕ. Геннадий Максимов, Владимир Крипчаков, Алексей Шашков, Леонид Харитонов, Сергей Волков комбайнерсем ăмăртмалла ĕçлеççĕ. Александр Харитоновпа Владислав Гаврилов водительсен те тăрăшулăхĕ пысăк.
Комсомольски. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен тырпула 16341 гектар çинчен пухса илмелле. Ĕç калăпăшĕ пысăк. Утă уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне 1718 гектар пуçтарса кĕртнĕ. Юлашки кунсенче хир карапĕсен йышне хĕрĕхе çитернĕ. Çакă талăкри ĕç хăвăртлăхне пысăклатма май панă. Вырмана пур хуçалăх та тухнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин «Пайгас», «Слава» ЯХПКсен тата «Искра» колхоз ертÿçисемпе уй-хире пăхса çаврăннă.
Елчĕк. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ĕççири чи лайăх кăтарту — Елчĕксен. 4,6 пин гектар çинчи тырпула вырса пăрахма ĕлкĕрнĕ /пĕтĕм лаптăкăн 21%/, 82 процентне тĕшĕленĕ. Куллен 65 комбайн /пуринчен те ытларах/ хире тухать, талăкра 589 гектар çинчи тырра пуçтарать. «Победа», «АСК-Яльчики», «Яманчурино», «Энтепе» тата «Прогресс» обществăсенче вырма хăвăртлăхĕ пысăк.
Çĕрпÿ. Комбайнерсемпе водительсем тата механизаторсем ял хуçалăх ĕçĕсене пысăк пахалăхпа, кĕске вăхăтра пурнăçлаччăр тесе кăçал районта конкурс иртет. Вырма вăхăтĕнче çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кашни эрнери ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх малта пыракансене вымпел парса хавхалантараççĕ. Пĕрремĕш çĕнтерÿçĕсем çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче паллă пулĕç.
Çĕрпÿсем хастарлăхпа палăраççĕ. Утă уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне тырпула 2817 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Елчĕксем хыççăн — иккĕмĕш кăтарту. Кĕрхисен тухăçĕпе пуринчен те ирттереççĕ: 32,7 центнер.
Муркашсен те ĕç хăвăртлăхĕ пысăк. Ял хуçалăх министерствин виçĕмкунхи сводки тăрăх — тĕштырра 2034 гектар çинчен пухса илнĕ. Ĕнерхи кăтартупа 2734 гектара çитнĕ.
Валентин ГРИГОРЬЕВ