Комментировать

29 Июл, 2016

Президент хушăвне пурнăçлатăп

Çут тĕнчере пайташăн çунман, ырă кăмăлпа ыттисен ырлăхĕшĕн тăрăшакан пысăк чунлă çын нумай-ши? Ахăртнех, сахал. Анчах, телее, çавăн йышшисем, альтруизмăн çут тĕслĕхĕ пулса тăракансем, пирĕн хушăра тĕл пулаççĕ-ха. Вĕсенчен пĕри — Валерий Филиппович Филиппов. Пысăк чунлă чăваш пурнăçĕнчи кашни самантпа туллин усă курма тăрăшать, çеккунта та, минута та пушă ирттересшĕн мар вăл. Унăн мĕнпур ĕç-хĕлĕ Тăван çĕршыв, тăван халăх ырлăхĕшĕн вăй хурассипе çыхăннă. Валерий Филиппович 13 çул совет çарĕнче службăра тăнă, 25 çул прокуратура тытăмĕнче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă тени уншăн хут çинче кăна юлнă. Пенсире те вăл пĕр кун та ахаль лармасть. 15 çул шывра шар куракансене çăлакан общество организацине /ЧР ВОСВОД/ ертсе пырать. Çавăн пекех вăл Чăваш Ен Правительствин ГО тата ЧС комиссийĕн членĕ, ЧР Прокуратура ветеранĕсен канашĕн членĕ, Элĕк район ентешлĕхĕн хастар членĕ, РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ветеранĕсен канашĕн членĕ, РФ Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсен канашĕн членĕ...

Çын сывлăхне сыхлани çут çанталăка упраниех

Чартак ачин кун-çулĕ кăткăс та интереслĕ. Вăл яланах çĕнни патне туртăннă, мĕн пурри сахал пулнă уншăн. Малтан мала! Çакнашкал чĕнÿ инçете йыхравланă!

— Мана 7-мĕш класа вĕренме илмерĕç, — ачалăхне аса илнинчен пуçланчĕ пирĕн калаçу, — тăхăнмалли çукран. Çăвĕпех тракторпа ĕçлерĕм, ялан пĕр кĕпепе çÿренĕ, мазутпа-темпе вараланса пĕтнĕ ĕнтĕ вăл. Ыран шкула каймалла тенĕ чухне кукамай: «Кĕпÿне çумалла пуль, ачам», — терĕ. Хамах çурăм. Соляркăпа. Пĕвере чÿхерĕм, ир валли типрĕ. Кĕпене тăхăнса шкула кайрăм. Анчах çав кун та, кайран та уроксенче ларасси пулмарĕ. Шăршлă кĕпепе шкула пынăшăн директор киле ячĕ.

Анчах пуçа усман вăл, шкула тепĕр çул кайнă. Чиперех вĕренсе пĕтернĕ. Унтан комсомол путевкипе Воркутана чукун çул çине ĕçлеме тухса кайнă. Вĕренесси пирки те манман, малтан слесарь, кайран слесарь-монтажник, унтан вакунсем юсакан слесарь пулса тăнă.

— Салтака кайиччен кăшт маларах тăван яла таврăнма тиврĕ. Анне чĕнсе илчĕ. Кивĕ пÿрт кашти йăтăнса аннăччĕ. Çĕнĕ çурт лартрăмăр. Анне, кукамай пĕрле пурăнтăмăр, — каласа кăтартрĕ Валерий Филиппович.

Пурнăç кустăрми шав малалла кусать. Кун хыççăн кун иртет... Салтакран килсен çамрăк çын художникре те, çар комиссариатĕнче те ĕçленĕ. Каярахпа Омскри танк училищинче, Красноярск патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Ракета дивизийĕн штабĕнче вăрттăн чаç пуçлăхĕнче, Красноярск прокуратуринче следовательте тăрăшнă. Хăть ăçта та чăваш ачи ĕçе тĕплĕ тунипе, пултарулăхĕпе, яваплăха туйнипе палăрса тăнă, хисепе тивĕçнĕ.

Тăван çĕр туртăмĕ Валерий Филипповича Чăваш Ене çавăрса килнĕ. Кунта вăл чылай çул прокуратура тытăмĕнче ĕçленĕ. «Çăмăл пулнă теме çук. Ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсакансене те, халăх хуçалăхĕн пурлăхне вăрлакансене те явап тыттарма тивнĕ», — тет В.Филиппов. Пур ĕçе те тĕплĕ тата вăхăтра пурнăçлакан прокурор пулăшуçине кĕçех яваплă должноç шанса панă. Валерий Филипповичăн Шупашкарта Çут çанталăка сыхлакан прокуратурăна йĕркелеме, ура çине тăратма тивнĕ. Ку тытăм Чăваш тата Мари республикисенчи лару-тăрушăн яваплă пулнă. Штатра — пĕтĕмпе те ултă çын. Прокуратурăна çийĕнчех мерăсем йышăнма хистекен хыпарсем çине-çине килнĕ. Çут çанталăка сыхлакан прокурор канăç мĕнне пĕлмен: чĕннĕ вырăна чи малтан хăй тухса кайнă.

Канăçа пĕлмен çын тĕлне тивĕçлĕ канăва тухиччен темиçе уйăх маларах вăраха хăвармасăр татса памалли тепĕр ыйту сиксе тухнă: шывра шар куракансене çăлакан пĕрлĕхе чĕртсе тăратмалла. «Çын сывлăхне сыхлани çут çанталăка упраниех», — шухăшласа илнĕ В.Филиппов.

1 миллион та 250 пин

Шыв мĕн таран хăрушă вăй пулнине Валерий Филиппович амăшĕн варĕнчех туйнă. Нумай çул каяллахи инкек унăн чунĕ-юнĕнче çырăнса юлнă ахăртнех. Каярахпа ырă ĕç пуçарма хистенĕ.

— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи çулĕсенче анне Ленинград фронтĕнче çар ретĕнче тăнă, — аса илчĕ Валерий Филиппович. — Пулас ачин пурнăçне сыхласа хăварас шутпа вăл тăван çĕршыва, Элĕк районĕнчи Янкурас ялне, таврăннă. Кăрлач уйăхĕнче блокадăри Ленинградран тухнă чухне анне чутах шыва путман. Матроссем çăлнă ăна. Утă уйăхĕнче вара эпĕ çуралнă.

Раççейре шывра шар куракансене çăлакан пĕрремĕш пĕрлĕхсем 1866 çулсенчех пулнă. Пĕр ĕмĕр çурăна яхăн тăсăлакан историре унăн тытăмĕнче темĕнле улшăну та пулса иртнĕ, çапах та тытăнса тăнă. Общество иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи кăткăс самана йывăрлăхĕсене чăтса ирттереймен, арканнă. Чăваш Енре те сыхласа хăварайман ăна. 2004 çулта тин Раççейре ВОСВОД /Пĕтĕм Раççейри шывра шар куракансене çăлакан общество/ çĕнĕрен чĕрĕлсе тăма пултарнă. Анчах асăрхăр: Чăваш Енре ку общество тата та маларах — 2001 çултах — ура çине тăнă. Валерий Филиппович пуçарнипе тата тăрăшнипе йĕркеленнĕ вăл.

— СССР арканнă тата республикăри ОСВОД ĕçне чарса лартнă хыççăнхи çулсенче шывра путса вилекенсен шучĕ 5-7 хут ÿсрĕ, 230 çынна çитрĕ, çак шутра — 25 ытла ача. Никама та нимĕн те пăшăрхантармасть, çак инкеке сирме нимĕнле мера та йышăнмаççĕ. Хăрушă вĕт! Виçесĕр пысăк хисепсем мана организаци ĕçне йĕркелесе яма хистерĕç, — хумханса калаçрĕ Валерий Филиппович. — Никам пулăшăвне шанмасăр пуçăнтăм. Уйăхри пенсин çур пайĕ общество ĕçне пурнăçласа пĕтет. 15 çул хушшинче 15 пус паракан та пулман. Апла пулин те Чăваш Енри ВОСВОД пурăнать кăна мар, пысăк çитĕнÿсем тăвать. Пĕтĕм тĕнчери шыври хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе Мускавра Шыв транспорчĕн академийĕнче ирттернĕ конференцире ВОСВОдăн чăваш уйрăмĕн ĕç-хĕлне пысăк хак панă. Раççейри 83 регион хушшинче 4-мĕш вырăн йышăннă. Çавăн чухнех Чăваш Енре шыв спорчĕн чылай тĕсĕпе ăмăртусем ирттерме услови çителĕклине палăртнă. Ку сăмахсем хыççăн Валерий Филиппович çĕнĕ ĕç пуçарнă: республикăри хуласемпе ялсенче шывра путакансене çăлас тĕлĕшпе ăмăртусем йĕркелеме тытăннă. Тухăçлă ĕçшĕн 2006 çулта В.Филиппова ВОСВОД генерал-майорĕ звани панă.

Паян ВОСВОД — пысăк коллектив. «Пĕр миллион та 250 пин çын, — палăртать организаци председателĕ. — Камăн шывра путас килмест — çавă ВОСВОД членĕ. Ĕçлекенĕсем — штатра тăраканнисем — вуннăн. Шел, организацире тÿлевсĕр ĕçлемеллине пĕлеççĕ те тарса пĕтеççĕ».

Тĕрĕссипе, организаци Валерий Филиппович харсăрлăхĕ çинче, вăл çынсене çак ĕçе явăçтарма пултарнинче тытăнса тăрать. Вăл, паллах, пысăк укçапа илĕртеймест, ырă сăмахпа, халăха кирлĕ ĕç тунине ĕнентерме пултарнипе ырă кăмăллă çынсене хăй тавра пухать.

Шыв çăмăлттайлăха каçармасть

Чăваш Республикинче 2356 юханшыв 8650 çухрăма яхăн тăсăлса выртнине, кунсăр пуçне тата пĕвесемпе кÿлĕсем пуррине шута илсен çынсене шыв хĕрринче хăйсене мĕнле тытмалли çинчен çулла та, хĕлле те вĕрентсех, асăрхаттарсах тăмалла. Сăнавсемпе тĕпчевсем кăтартнă тăрăх — шыва кĕмелли правилăсене пăхăнманни, шыва ÿсĕрле кĕни, ачасене тимлĕхсĕр хăварни çынсем путса вилнин тĕп сăлтавĕсем. Çакна шута илсе ВОСВОД вĕрентÿ учрежденийĕсенче, кану лагерĕсенче профилактика ĕç-хĕлне туса пырать. Пĕве-кÿлĕ хĕррисене агитаци материалĕсем вырнаçтарас, халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе те ăнăçлă ĕçлет.

— Ачасене ишме вĕрентнипе кăна мар-çке. Тепĕр чухне вĕсем хăйсем ишме пĕлнине туйнăран паттăрлансах каяççĕ. Анчах шыв çăмăлттайлăха каçармасть, унпа питĕ асăрхануллă пулмалла, — тет Валерий Филиппович. — Çуллахи вăхăтра лару-тăру пушшех те çивĕчленет. Çынсене манăн шыв хĕрринче яланах сыхă пулма сĕнес килет. Кану инкекпе ан вĕçлентĕрччĕ.

Общество республикăри шкулсемпе, ФОКсемпе тачă çыхăну тытать. Акă, Шупашкарти 50-мĕш тата Муркаш районĕнчи Ильинка шкулĕсенче çамрăк çăлавçăсен клубĕсем ĕçлеççĕ. Ачасене унта çÿреме питĕ килĕшет. Вĕсен ятарлă тум пур, звани те параççĕ. Çамрăк çăлавçăсем тĕрлĕ ăмăртусене, конкурссене, уявсене хастар хутшăнаççĕ.

ВОСВОД членĕсем шывсем çинче рейдсем час-часах йĕркелеççĕ, кимĕ хуçисемпе тата пулăçсемпе калаçусем ирттереççĕ. Çавăн пекех çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас, сывă пурнăç йĕркине хисеплеме вĕрентес, туризма аталантарас, тавра пĕлÿ ыйтăвĕсемпе тухăçлă ĕçлеççĕ.

— Эпир Раççей Президенчĕн регионсене 2012 çулта панă хушăвне пурнăçлатпăр, — тет Валерий Филиппов генерал. — Халăха, уйрăмах ачасене, ишме, шывра путакана çăлмалли меслетсене вĕрентес тĕллевпе Чăваш Енре чи малтан шыв-çăлав спортне /лайф-сейвинг/ аталантарма пуçларăмăр. Ку енĕпе те пирĕн спортсменсем республикăра кăна мар, çĕршывра та пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Тата пире республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев каланă сăмахсем — «ВОСВОД ĕçĕ влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ» — хавхалантараççĕ.

Сăмах май, шыв-çăлав ĕçне йĕркелесе янăшăн В.Филиппов ЧР Пуçлăхĕн Тавне тата сехетне тивĕçнĕ. Ытти награда та сахал мар унăн.

Валерий Филиппович — питĕ тĕплĕ çын. Унăн хваттерĕ пĕр-пĕр архивран та ирттерет. Вăл ВОСВОД ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе, тăван районĕпе тата республикăпа çыхăннă кашни саманта, пулăма уйрăм папка халалланă. Унта — сăнÿкерчĕксем, çынсем хак парса, тав туса çырнă çырусем, çĕршыв, республика ертÿçисен хушăвĕсен копийĕсем... Вĕсене пăхнă, вуланă хыççăн кашни мероприяти куç умне тухса тăрать.

Паха çак материал килте тусан пухса выртмасть. Валерий Филиппович вĕсене халăх çине час-часах илсе тухать. Акă нумаях пулмасть вăл Элĕк районĕнче иртнĕ Республика кунĕнче район тата республика аталанăвне пысăк тÿпе хывнă çынсем çинчен хатĕрленĕ куравпа паллаштарнă.

 Валентина БАГАДЕРОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.