Комментировать

27 Июл, 2016

САРĂ АКАЦИ - КАНЛĔХ ЙЫВĂÇĔ

Сарă акаци — питĕ чăтăмлă ӳсен-тăран. Вăл кирек мĕнле çанталăкра та — шартлама сивĕре, çуллахи шăрăхра, типĕре, нӳрĕк ытлашши чухне — хăйне йĕркеллех туять. Халăх медицининче унпа тĕрлĕ чиртен сипленме усă кураççĕ: нервсене лăплантарма, вар-хырăм чирĕсемпе, сарамакпа, стоматитпа кĕрешме...

Шăнса пăсăлсан

  •  Акацин вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ тымарне 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 7-8 минут вĕретмелле, илсен 2 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвеке кунне 3 хут пĕчĕк сыпкăмсемпе стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ăшăлла ĕçмелле.
  • Вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сываличчен.
  •  

Пуç ыратни, атеросклероз

  • Акацин вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • Типĕ е чĕрĕ 1 апат кашăкĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

 

Вар-хырăм шыçсан

Акацин лайăх вĕтетнĕ типĕ 3 апат кашăкĕ туратне çур литр шыва ямалла. Вĕрекен шыв мунчине 5-6 минута лартмалла. Илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — икĕ эрне.

Ангина, стоматит, суран, экзема

Эмальленĕ савăта сарă акацин вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ хуппине хумалла, çур литр шыв ямалла, 10 минут вĕретмелле. Илсен 2 сехетрен питĕ тăрăшса сăрăхтармалла. Шĕвекпе çăвара кунне 3 хут чӳхемелле. Сурана, экземăна унпа кунне икĕ хут çумалла.

Кăкăр хĕртни

Типĕ 2 апат кашăкĕ çулçа заварка чейникне хумалла, тин вĕренĕ 1 стакан шыв ямалла. 2-3 сехетрен виçĕ сий марля витĕр сăрăхтармалла. Кунне 2 хут 2-3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — кăкăр хĕртни иртиччен.

Сарамак /гепатит/

Типĕ 2 апат кашăкĕ çулçа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Икĕ сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 3-шер десерт кашăкĕ ĕçмелле. Курс — пĕр эрне.

Невралги

Типĕ е чĕрĕ 1 апат кашăкĕ акаци чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.

Шута илме: гипервитаминоз чухне, организмĕ йышăнман çынсен, ача кĕтекен, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен сарă акаци препарачĕсене ĕçме юрамасть.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.