Пурăнать-ха ял
Ял çыннин пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Çурт лартмалла, ăна юсаса çĕнетмелле, хуралтăсем тумалла, выльăх ĕрчетмелле — никама шанмалли те çук, йăлтах хăв мĕн таран вăй çитернинчен килет.
Совет саманинче ял çыннипе хула çынни хушшинчи уйрăмлăх пушшех те пысăкчĕ. Хулара пурăнакана тÿлевсĕр хваттер панă, ытти çăмăллăх та пулман мар. Çавна май ял çыннисем ывăл-хĕрне хулана ăсатма тăрăшнă. «Эпир пылчăк çăрни те çитет, эсир ан нушаланăр!» — ашшĕ-амăшĕ çакнашкал каланине сахал мар илтнĕ. Юлашкинчен мĕн пулса тухрĕ-ха? Ялсем пушанса юлчĕç.
Пуçра çакнашкал шухăшсем каплансан тăван ялăм шăпи пирки канăçсăрланма пуçлатăп. Тахçан унта пасар та кĕрлетчĕ. Таврари ялсенчен суту-илÿ тума халăх йышлă пухăнатчĕ. Выльăх сутнă, туяннă, хуçалăхра кирлĕ ытти тавара та тупма пулнă. Пушă кĕленче йышăнакан пункт, столовăй, пекарня, кĕнеке, хуçалăх, апат-çимĕç лавккисем ĕçлетчĕç... Пекарньăна çăкăр илме кайни халĕ те куç умĕнче. Тин пиçсе тухнă çăкăр шăрши паян та сăмсана кăтăклать. Тутлăччĕ вăл, çатăр пиçнĕ çăкăр сăмсине киле çитиччен кăшласа яраттăмăр... Ирпе-ирех таврана трактор-машина шавĕ сарăлатчĕ. Колхоз ĕçченĕсем хире васкатчĕç. Фермăра ĕне-выльăх мĕкĕрни таçтан илтĕнсе тăратчĕ...
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ял саланма пуçларĕ. Лавккасем, ытти организаци-предприяти хупăннăран çынсем ĕçсĕр тăрса юлчĕç. Çемьене тăрантарас тĕллевпе арçынсем аякри хуласене çÿреме пуçларĕç. Ку та — çăлăнăç мар. Чылайăшĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ, теприсен çемйисем арканчĕç. Çак тата ытти сăлтавпа кил-çурт пушанса юлчĕ. Хальхи вăхăтра ялта хуçасăр çурт сахал мар. Акă пирĕн урамрах 21 хуçалăхран улттăшĕ — пушă. Тахçан çав пÿртсем илемĕпе илĕртетчĕç, вĕсен тавра улма-çырла пахчисем ешеретчĕç. Халĕ вара чылайăшĕн тăррисем ишĕлнĕ, чÿречисем çĕмрĕлнĕ, йĕри-тавра хытхура кашлать... Шел, кунашкал ÿкерчĕке ялти кашни урамрах асăрхама пулать. Çурт мăрйинчен тĕтĕм тухма пăрахнин сăлтавĕсенчен час-часах тĕл пулаканни: хуçисем вилнĕ, тĕпкĕч пулма тивĕç ывăлĕ-хĕрĕ хулара тĕпленнĕ. Вĕсем «яла пылчăк çăрма килесси» иккĕллĕ.
Иккĕллĕ пулин те çапах та шанăç тени пур-ха. Хăть мĕнле пулсан та тăван ялăма пĕтме парас килмест. Юлашки вăхăтри ырă пулăм-улшăну ăна сыхласа хăварассăн туйăнать. Сăмахран, патшалăх «амăшĕн капиталне» пама пуçланăранпа ялта çын шучĕ хушăнчĕ. Иккĕмĕш е виççĕмĕш ача çуратакансем пирки мар-ха сăмахăм. «Капитал» укçипе пушă ларакан çуртсене туянакансем тупăнни савăнтарать. Вĕсен хушшинче хуларан та, кÿршĕ ялсемпе республика тулашĕнчен килекенсем те пур.
Тата патшалăх ялсен социаллă аталанăвне вăйлатассине пусăм туни хавхалантарать. Çĕршыв ертÿлĕхĕ тытса пыракан аграри политикин тĕп çул-йĕрĕсенче пĕри пулса тăрать вăл. Çакна республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те анлă палăртнă. «Çамрăксене ял çĕрĕнче çирĕплетсе хăвармалли тĕп майсенчен пĕри ял çыннисен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатни шутланать. Тивĕçлĕ ĕç укçи илмелли, ялти социаллă пурнăç инфратытăмне аталантармалли экономикăн лайăх майĕсене йĕркелесе ялти ĕçĕн чыс-сумне ÿстерсе пыни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», — çакнашкал тĕллевсем лартать Михаил Игнатьев Пуçлăх.
Хальхи вăхăтра Чăваш Енре яла аталантарма пулăшакан тĕрлĕ программа пурнăçланать. Вĕсемпе килĕшÿллĕн 2003 çултанпа федераци бюджетĕнчен республикăна 1635 миллион ытла тенкĕ субсиди килнĕ. «Ялăн социаллă аталанăвĕн программине тата ял территорийĕсене çирĕппĕн аталантармалли программăсене ялта пурăнакан пин-пин çын, çав шутра çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем те хутшăннă. Ялти çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене, чăн малтан агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсене, çурт-йĕрпе тивĕçтерме уйăракан патшалăх пулăшăвĕн калăпăшне сыхласа хăварма тĕллев лартатăп, ял çыннисен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма палăртса хунă укçа-тенкĕн 70 процентĕнчен кая мар пайне çав тĕллевсем валли ямалла», — тенĕ Çырура.
Çурт лартасси нихăш саманара та çăмăл ĕç шутланман. Пÿрт никĕсне ярса ăна тăрă айне лартма ял çынни темиçе çул укçа пухнă. Паян та кĕтеслĕ пуласси ансат мар. Патшалăх пулăшăвĕ пурри кăштах вăй хушать. «Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ», «Яллă территорисене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта çирĕп аталантарасси» программăсем пурнăçланнă вăхăтра ялта пурăнакан 4662 çемье çурт-йĕр çавăрма, пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшу илнĕ. 2015 çулта çак тĕллевпе 124 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Çак укçан 71,4 проценчĕпе çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем усă курнă. Ялта тĕпленнĕ 179 çын пурăнмалли условисене лайăхлатма май паракан свидетельство илнĕ.
Лайăх çурт пурри кăна ялти пурнăç хăтлăхĕ ÿснине пĕлтермест. Юлашки çулсенче çул ыйтăвĕ уйрăмах çивĕчленчĕ. 40-50 çул каялла асфальт сарса хытарнăскерсем арканаççĕ. Вĕсене ун чухне, паллах, хальхи чухлĕ автомашина чупассине шута илсе туман. Паян пурнăç йывăр тетпĕр пулин те килĕрен тенĕ пекех машина пур. Çынсем урам хушшинче такăр çулпа çÿренисĕр пуçне «тимĕр урапапа» кил хапхи умнех çитесшĕн. Халăхăн çак ыйтăвĕ те кĕçех туллин пурнăçланассăн туйăнать. Юлашки çулсенче районсен хушшинчи çулсене кăна мар, ялтисене те юсаççĕ, çĕнĕрен сараççĕ.
Каллех тăван ялăмри ырă пулăм патне таврăнам-ха. Ку таранччен ялта шкулчченхи ÿсĕмри ачасен вĕренÿ учрежденийĕ пулман. Иртнĕ çул садик уçăлни пĕчĕк ача амăшĕсемшĕн кăна мар, ял-йышшăн та пысăк кĕтменлĕх, чăн-чăн савăнăç пулчĕ. Темиçе ăру пĕчĕк ывăл-хĕрне никама шанса хăварма çукран сахал мар нушаланнă. Килте пĕччен те хăварнă. Тимлĕхсĕр юлнă ачапа инкек пуласси те часах. Пĕр çулхине кÿршĕ ялта пушар тухнăччĕ. Амăшĕ, фермăна ирхи сăвăма кайнăскер, çывăракан виçĕ ачине хăйсем тĕллĕнех хăварнă. Пĕчĕкскерсем пушартан çăлăнса тухайман. Теприсем ачисене пĕрле ĕçе те илсе çÿренĕ. Çакă чăрмавлă пулни каламасăрах паллă. Садикре çапах та ачасем — шанчăклă алăра. Вĕсене вăхăтра çитереççĕ, инкек-синкекрен сыхлаççĕ...
Çуралса ÿснĕ ялăмри евĕр ырă улшăнусем юлашки вăхăтра республикăри чылай ялта пулса иртеççĕ. Çаксене шута илсен çапах та çитес вăхăтра чăваш ялĕ пĕтес хăрушлăх çук теме хăюлăхăм çитет. Ялăн социаллă сăн-сăпачĕ улшăнни çамрăксене тăван тăрăх ырлăхĕшĕн ĕçлеме, пурăнма хавхалантарасса шанас килет.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Эдуард БАХМИСОВ, Чăваш наци конгресĕн «Чăваш ялĕ» комитечĕн ертÿçи:
— Пирĕн тĕллев — чăваш ялне пĕтме памалла мар. Ял культурине ÿстерессишĕн, çĕр ĕçне упраса хăварассишĕн кашнин тăрăшмалла. Пĕтĕмпех хамăртан килет. Нумаях пулмасть Тутар Республикинчи Аксу районĕнче пултăм. Районта — çурри ытла чăваш ялĕсем. Тĕлĕнмелле: ял таврашĕнчи кашни çăлкуçа тирпейлесе пăхса тăраççĕ унта. Тăван тăрăхăмра, Патăрьел районĕнче, çăлкуçсемпе ĕçлеме пуçласшăн. Таса шыв ăçта пулма пултарать? Ялта! Таса шыв çитмен самана пуçланас хăрушлăх та çук мар. Тĕнчере тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсен кашнин хăйĕн чĕлхи, культури, йăли-йĕрки. Анчах пурне те канăç паман тĕп ыйту вăл — таса шыв ыйтăвĕ. Таса шыв вăл чи малтанах — сывлăх. Таса шыв ĕçекен нацин сывлăхĕ те çирĕп. Çитес вăхăтра Çавал тăрăхĕнче пурăнакан 27 ял хушшинче фестиваль ирттересшĕн. Çут çанталăка юратса пурăнакан, юханшывсене таса тытакан чи лайăх яла палăртăпăр.
Константин УГЛЕВ, Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Паянхи ялăн çивĕч ыйтăвĕ вăл — ача сахал çурални. Акă, тутарсенех илер. Вĕсен çемьере 4-5 ача çитĕнет. Ÿссе çитсен пĕри ялта, ашшĕ-амăшĕн килĕнче юлать. Выльăх ĕрчетеççĕ, 7-10 гектар çĕр тытаççĕ. Ĕçлесен ялта пурăнма пулать. Чăвашсем пĕр е икĕ ача çуратаççĕ. Виççĕ çуралсан — ял пĕтмест. Манăн тăватă ача, сăмах май. Ял тăрăхĕнче темиçе шкул та пур. Анчах ачасем çукран вĕсем хупăнаççĕ. Тата чылайăшĕ ачисене хулана ăсатать, хваттерсем илсе параççĕ. «Яла ан килччĕр» принципа тĕпе хураççĕ. Ватлăхра вара иккĕн тăрса юлаççĕ. Пÿрчĕ-çурчĕ кермен пек, анчах пушă. Хулана тухса кайнă ачисем таврăнас çук. Чăвашсен авалтан пыракан йăлипе кĕçĕннин тăван килте юлмалла. Шел, ырă çак йĕрке манăçа тухса пырать. Кунашкал лару-тăру пирĕн ялта кăна мар, ытти çĕрте те çакнашкалах.
Федор МАДУРОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ:
— Ял пĕтсен чăваш халăхĕ пĕтет. Ялсăр пуçне ăçта кайса пурăнтăр вăл? Чăваша ниçта та пит кĕтмеççĕ, хулара та йышăнасшăнах мар. Чăваш чунĕ, тĕнĕ тĕп хулара та тымар яраймарĕ. Акă, сăмахран, хула паркĕнчи Юпана темиçе хутчен те сиенлерĕç. Вăл йывăçран чутласа кăларнă скульптура кăна мар-çке, унăн пĕлтерĕшĕ пур. Ялта вара чăвашăн пĕр кĕтес пулсан та вăл пурăнать.