Комментировать

27 Июл, 2016

«Пĕчĕк кашкăр»

Çичĕ теçетке çула хыçа хăварнă пулин те хальчченех хитре пÿ-силлĕ вăл. Йăрăлăхĕпе пиçĕлĕхне те çухатман.

Мăн Митроппан хĕрĕ

«Манăн шăпа питĕ хăйнеевĕр. Пурнăçăмра шурри те, хури те пайтах пулнă. Эпĕ Красноармейски районĕнчи Итмарта çуралса ÿснĕ. Пĕчĕк урамлă ял вăл. Тарăн çырман леш айккинче темиçе кил кăначчĕ. Хăй вăхăтĕнче унта ĕне ферми те пурччĕ. Çырми вара чăннипех тарăнччĕ. Унта çăлкуç шăнкăртатса юхатчĕ. Шывĕ сивĕччĕ, тутлăччĕ. Эпир ачапча чухне унта шыв ăсма çÿреттĕмĕр. Хĕрсемпе хĕрарăмсем валакра кĕпе чÿхетчĕç. Çырми шутсăр тарăн пулнăран тулли икĕ витрене йăтса хăпарма йывăрччĕ. Çур çула çитсен ларса канаттăмăр. Унта та пулин хăш чухне арçын ачасем йĕкĕлтешсе чул таткисемпе перетчĕç. Е çырмаран хăпарсан тулли витресене сурăх «мăйăрĕ» яратчĕç. Питĕ тарăхтаратчĕ çакă пире. Тарăхтармасăр?! Ара, мекеçленсе йăтса хăпар-ха тулли икĕ витрене. Кайран вара тепĕр хут ăсма кай. Капла чăтса пулмасть тесе пĕррехинче хĕрачасемпе пĕр шухăшлă пултăмăр та арçын ачасене тытса хĕнерĕмĕр. Кун хыççăн вĕсем пире тек кÿрентермерĕç. Эпĕ лутрарах пÿ-силлĕччĕ. «Ах, Рена, эсĕ пĕчĕк те сана арçын ачасем ватсах вĕлереççĕ пуль», — тесе яланах ассăн сывлатчĕ апай /Итмар тăрăхĕнче аннене çапла каланă. Аттене вара аттă /оттă пекрех илтĕнет вăл. — Авт./», — çапла пуçларĕ калаçăва иртнине аса илме ыйтсан Рена Скворцова.

«Шкултан вĕренсе тухнăранпа 50 çул çитнине виçĕ çул каялла палăртрĕç пĕр класра вĕреннисем. «Ай-уй, Рена, эсĕ тата пĕчĕкленнĕ», — терĕç тантăшăмсем. «Пĕлтĕр çумăр сахал çурĕ те ÿсеймерĕм çав», — çухалса каймарăм эпĕ. «Ытла хытă чупаттăн эсĕ. Сан хыçран пыраттăмăр та урусем ак çапла çаврăнатчĕç /Рена Ивановна икĕ алăпа çавăрттарса кăтартать!/» — терĕç. Хăй вăхăтĕнче питĕ çивĕч хĕрччĕ. Шкулти, районти республикăри ăмăртусене тăтăшах хутшăнаттăм. Малти вырăнсене тухаттăм. Юбкăпа чупаттăм пулин те ыттисене хыçа хăвараттăм», — асаилÿ ытамне путрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Хăй хытă чупнине Рена Скворцова кĕтÿ кĕтнипе те çыхăнтарать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче вăл çулсеренех шăллĕпе Витьăпа тата йăмăкĕпе Тамарăпа Арçунакасси ял кĕтĕвне кĕтнĕ.

«Тамара çывăрма питĕ юрататчĕ. Хуп турттарма пуçлатчĕ те ĕнисем тырă пуссине кĕрсе каятчĕç... Ывăнсах çитеттĕм унпа. Шăрăхра шыв ĕçес килекен пулнипе аптăраттăмăр. Кашни çырмарах çăлкуç тапмасть вĕт! Ирĕксĕрех лупашкасенчи шыва тутăр витĕр ĕçеттĕмĕр. Хырăм выçсан ялан ял еннелле тинкереттĕмĕр. Ял çыннисем черетпе пире апат илсе тухса çитеретчĕç. Хăшĕсем, ах, тутлă пĕçерсе илсе тухатчĕç, кукăль-икерчĕпех сăйлатчĕç. Пĕррехинче пĕрисем сурăхăн çĕрхутне пĕçерсе тухнăччĕ. Хутлам-хутламне уçса пăхрăм та — унта... выльăх апачĕн юлашкийĕсем... Итмар çĕрĕсем Вăрманкассеннипе /вĕсене Шетмĕ теттĕмĕр/ чикĕленетчĕç. Хăйсен çĕрĕсем çине кĕнĕшĕн ятлатчĕç вĕсем. Пакшантар çырминче çăлкуçсем пурччĕ. Питĕ каяс килетчĕ унта. Пĕрре аттăпа çав еннелле çул тытрăмăр. Аттă çывăхри вăрмана мăйăр татма кайрĕ те — çук та çук. Кĕçех Шетмĕ кĕтĕвĕ курăнчĕ. Вĕсем пирĕн кĕтĕве хăваларĕç те кайрĕç. Эпĕ часрах аттăна чĕнме вăрмана чупрăм. Ял кĕтĕвне мĕнле тавăрнине халĕ астумастăп ĕнтĕ. Аттăна Митрофан Лукина ялта «Мăн Митроппан» тетчĕç. Çÿллĕччĕ, çирĕп кăмăллăччĕ вăл. Унăн ашшĕ Çтаппан вăтам хресчен пулнă. Аттă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен колхоз председателĕнче ĕçлетчĕ. Апай Антонина Васильевна хуп-хура çÿçлĕ, апла пулин те шурăрах сăн-питлĕ, хитре кĕлеткеллĕ хĕрарăмччĕ. Питĕ тирпейлĕччĕ. Аттăпа иккĕшĕ те питĕ хитре юрлатчĕç вĕсем. Кукамипе кукаçин сурăх нумай пулнă. Лайăх пурăннине кура Волковсене ялти хăшпĕр çын курайман. Вара кукаçипе куками ывăлĕпе тата хĕрĕпе Йĕпреç тăрăхне куçса кайнă. Апай Митрофана качча тухнипе Итмартах юлнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен аппа Римма çуралнă. Аттă вăрçăра тыткăна лекнĕ. Çырусем çырман. Вăрçă чарăнсан та сас-хура пулман. Апай хунямăшĕпе хуняшшĕне /мамакпа асаттене/ пăхса пурăннă. Фермăра дояркăра ĕçленĕ. Пĕрре унăн пĕр ĕни ÿксе вилнĕ. Вăрçă чарăннă пулин те пурнăç йăл илсе каяйман-ха, выльăх апачĕ çителĕксĕр пулнă. Мĕн тумалла? Тÿлеттереççĕ вĕт! «Манпа пулма килĕшетĕн тĕк — тÿлеттерместĕп», — сĕннĕ çамрăк та хитре хĕрарăма ферма заведующийĕ. Тăхăр уйăхран эпĕ, кăтрарах çÿçлĕ хĕрача, çут тĕнчене килнĕ. Вилнĕ ĕне вырăнне çуралнă хĕрача эпĕ», — ку тĕле çитсен самантлăха шăпланчĕ Рена Ивановна. Унтан кĕмĕл тĕс çапнă кăтрисене шурă тутăр айне пытарчĕ те калаçăва ерипен малалла тăсрĕ.

Манăн чăн атте кам-ши?

«Мамак мана питĕ юрататчĕ. Сарă калпак çĕлесе панине астăватăп. Апай патне тырă вырнă çĕре кăнтăрлахи вăхăтра мана бригадиртан е камран та пулсан кăкăр ĕмме парса янă-мĕн. «Ав, Рена тухать», — тенĕ ял çыннисем. 1948 çулта, эпĕ ун чухне утакан ача ĕнтĕ, апайсем хирте çĕрулми кăларнă. Ăна пĕр хĕрарăм: «Митрофан килнĕ», — тесе пырса чĕннĕ. Çак хыпара илтсен апайăн ура вăйĕсем йăлт пĕтсе кайнă. Чупнă çĕрте чупса, утнă çĕрте утса киле пашкаса çитнĕ вăл. Кĕнĕ те — хуняшшĕпе хунямăшĕ ним пулман пекех лараççĕ, упăшки ним ăнланмасăр пăхса тăрать. Вăл пукан çине япалисене кăларса хунă. Эпĕ, пĕчĕкскер, вĕсене пыра-пыра тытнă. «Ах, Ренăна çапса ывăтать-и ĕнтĕ?» — сехри хăпнă апайăн.

«Ку сирĕн мĕн?» — ыйтнă аттă. «Ача!» — тенĕ аслисем. Вăхăт малаллах шунă. Эпĕ мамакпа çывăрнă. Апайпа аттă уйрăмшар выртнă. Пĕр-пĕринпе питех пуплемен. Икĕ эрне иртсен каçхи апатра мамакпа асатте: «Митрофан, эпир çак килтех ку кинпех пурăнатпăр. Вăл йывăр çулсенче пире пăхнă. Эсĕ, пирĕнпе пурăнма килĕшместĕн тĕк, картиш варрине çурт ларт та кирек кама илсе килсе пурăн», — тенĕ. Çавăн хыççăн аттăпа апай пĕрле выртса çывăрма пуçланă. Кĕçех çемье хушăннă: Витя, каярах Тамара, Ровена, Фаина çут тĕнчене килнĕ. Эпĕ аннен хĕр чухнехи хушамачĕпе Волковăпа çÿреттĕм. Çемьери ытти ача — Лукинччĕ. Хушамат расна пулни мана питех шухăшлаттарман-ха. Ăмăртусене çÿреме пуçласан çуралнине ĕнентерекен хута уçса пăхрăм та — унта ман атте Иван ятлă тесе çырнă. Вăт пуçланчĕ ун хыççăн маншăн чăн-чăн пуçватмăш. Кам-ши манăн чăн атте? Кун пирки апайран ыйтма хăяйман. Хĕр тусăмпа шкула кайнă чухне çул тăршшĕпех манăн атте кам пулма пултарать-ши тесе шухăшлаттăмăр. Пĕррехинче ăна амăшĕнчен ыйтма сĕнтĕм. Анчах вăл та пире пулăшаймарĕ. Ялти Иван ятлисене «тишкерсе» тухрăмăр. Пĕри те манăн атте пек туйăнмасть. Качча тухсан çеç мăшăрăма Анатолие: «Çынсем Хулсăр Микулая манăн атте теççĕ. Вăл манăн çывăх çыннăм мар-ши?» — терĕм. «Çук, вăл мар. Сан аçу — Максим, ферма заведующийĕ пулнăскер», — терĕ. Кун пирки вăл апайран ыйтса пĕлнĕ-мĕн. «Аттă саншăн Макçăма хĕнет», — тенине хам та ялта пĕрре кăна мар илтнĕ-ха. Анчах мĕншĕн хĕненине ăнланман ун чухне. Макçăмсен ача нумайччĕ. Эпĕ Галипе туслăччĕ. Пире пĕр сăнлăрах тетчĕç», — аса илчĕ Рена Ивановна.

Асамлă ручка

Рена Скворцова Арçу­накассинчи, Тăрăнти, Ишекри шкулсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологипе хими факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн ăна Красноармейски районĕнчи Ямайкасси шкулне ĕçлеме янă. Качча тухсан Чатукасси шкулне ĕçлеме куçнă. Каярахпа Шупуçри 8 çул вĕренмелли, Пикшикри вăтам шкулсенче вăй хунă. Хими, биологи, ĕç урокĕсене ертсе пынă. Шкул ачисем ырă кăмăллă вĕрентекене питĕ хисепленĕ, мĕншĕн тесен вăл вĕренекенĕсене яланах ăнланма тăрăшнă, шаннă. Чи пĕлтерĕшли вара — никама та «2» паллă ларт­ман. Ача урока хатĕрленсе килмен пулсан та начар паллă лартма васкаман. Çитес урокра тепре ыйтнă.

«Институтра /ун чухне педуниверситет мар, институт пулнă. — Авт./ вĕреннĕ чухне эпĕ Волкова хушаматлă хĕрпе туслăччĕ. Вăл çÿллĕччĕ, яштакаччĕ. Ăна студентсем — «Пысăк кашкăр», мана вара «Пĕчĕк кашкăр» тесе чĕнетчĕç. Шкулта ĕçленĕ çулсенчен акă мĕн асра юлнă. Мăшăрăм мана Рязаньте вĕреннĕ тапхăрта эрешлесе капăрлатнă йывăç ручка парнеленĕччĕ. Хальхи пекех астăватăп: 95 пус тăнă вăл. Шутсăр кăмăла килетчĕ. Арçын ачасем хăйсене ятласан ялан ручкăна пытарса хуратчĕç. Рена Ивановнăн ручка çухалнине вара шкулĕпех пĕлетчĕç, эрнерен тупса паратчĕç. Учительте ĕçленĕ тапхăра асра тытса паянхи кунчченех упратăп çав ручкăна.

Атте вара эпĕ институт пĕтернĕшĕн хĕпĕртенĕччĕ. «Тăван мар хĕрĕпе мухтанать», — тенĕ ăна ялтисем. Ара, унăн ытти ачинчен пĕри те аслă шкулта вĕренмен-çке... Мăн Митроппан апая маншăнах хĕнесе чире ячĕ. Çывăх çыннăм 62-рех çĕре кĕчĕ. Апай хĕр чухне Типвар каччипе Петĕрпе туслă пулнине калатчĕ. 3 çула яхăн калаçнă вĕсем. Петĕр Антонинăна качча илме те килнĕ Итмара. Анчах ĕлкĕреймен. Çав каçах кăшт маларах ăна Митрофанăн ашшĕ Çтаппан илсе аннă. Апайсем тура пурăннă. «Тоньăна хăвăра валли илсе килтĕн-им?» — тенĕ Митрофан. Митрофан Степанович питĕ кăра çилĕллĕччĕ. Шăллăмпа йăмăкăмсене итлемесен выльăх витине е ампара хупса хуратчĕ. Пĕр татăк çăкăр тата шыв лартса паратчĕ. Читлĕхрех кун каçмаллаччĕ вара. Ĕлĕк мăйăр нумай пулатчĕ. Тĕшĕленĕ сарă мăйăра аттă ампарта усратчĕ. Ăна праçниксенче кăна шутласа çитернĕ. Йăмăкăм Фаина питĕ чĕрĕччĕ. Калуша кутăнла тăхăнса та пулин ампара мăйăр вăрлама кайса килетчĕ», — йăл кулчĕ Рена Ивановна.

Шăпине хурламасть вăл, хăйне телейлĕ тет. Анчах тăван мар ашшĕ амăшĕ çине алă çĕкленине паянхи кунчченех манаймасть. Арçын хăйне урăххипе улăштарнине, ют арçынран ача çуратнине каçараймасть иккен.

Анна ГРОМОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.