Комментировать

27 Июл, 2016

Мĕн пуррине упрасчĕ

Вăтам шкул хыççăн аслă шкула вĕренме каяс тесен икĕ çул ĕçлемелле текен саккун кăларнăччĕ Никита Хрущев. Пирĕн, вăрçă ачисен, питĕ вĕренес килет. Мĕн тăвас тетĕн? Икĕ çул тăван колхозра тăрăшсах вăй хутăмăр малалла вĕренме каяс ĕмĕтпе.

Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ

Атте учитель пулнă, вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. "Ашшĕ пек учитель пулать Роза", — тетчĕç ял çыннисем ман çине пăхса. Атте çулĕпе утма хĕмленсе пурăнтăм мĕн ачаран.

1959 çулта вĕренме кĕмелли экзаменсене ăнăçлă тытса И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн студенчĕ пулса тăтăм. Историпе филологи факультетне суйласа илтĕм. Вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Пĕр-пĕринпе часах паллашса çитрĕмĕр. Пурте вăрçă ачисемччĕ эпир. Аслăрах курссенчи студентсем çине ăмсанса пăхаттăмăр, вĕсем наука ĕçне хастар хутшăнатчĕç. Эпир те майĕпен çав çул çине тухса пыма пуçларăмăр. Пире вĕрентекенсем: М.Сироткин, С.Горский, М.Михайлов профессорсем тата ыттисем те тĕпчев ĕçне явăçтарма тăрăшатчĕç.

Пĕр çулхине студентсене Ленинграда экскурсие кайма путевка панăччĕ. Унта Борис Борисов, Василий Тихомиров тата ыттисем те кайса курчĕç. Питĕ кăмăллă таврăнчĕç, наукăра тата тăрăшуллăрах пулчĕç. Пилĕк çул та сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ, тĕрлĕ шкулта ачасене вĕрентме тытăнтăмăр. Пĕрле вĕреннĕ юлташсемпе çыхăну тытсах тăтăмăр. Эпĕ Мускавра аспирантура пĕтерсе Шупашкара ĕçлеме таврăнтăм. Шкул валли учебниксем хатĕрлерĕмĕр. Мана "Чăвашсен ырă йăла-йĕркисем" вĕренÿ пособийĕ хатĕрлеме хушнăччĕ. Эпĕ, анатри чăваш, тантăшăма Борис Борисова — тури чăваша — пĕрле ĕçлеме сĕнтĕм. Хаваспах килĕшрĕ. Вăл та шкулта ачасене вĕрентнĕ хушăрах тĕпчев ĕçĕсем çыратчĕ. Çапла Борис Ивановичпа пĕрле хатĕрленĕ "Добрые традиции и обычаи чувашей" /"Чăвашсен ырă йăла-йĕркисем"/ вĕренÿ пособийĕ 2008 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн типографийĕнче пичетленсе тухрĕ.

Чăвашсен ырă йăла-йĕрке нумай. Вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн пухса хаçат-журналта пичетлерĕмĕр. Борис Иванович тĕплĕ тишкерчĕ. Калаçура яланах Петĕр Хусанкайпа Александр Артемьева аса илетчĕ.

Халăх писателĕн тăван кĕтесĕнче

Чăваш халăх писателĕпе Александр Артемьевпа кÿршĕллĕ ÿснĕ вăл. 1950 çулхи раштав уйăхĕнче Петĕр Хусанкай Александр Артемьев патĕнче Тури Вылă ялĕнче икĕ эрне пурăннă, унти халăх сăмахлăхне пухнă. Кашни кун тенĕ пекех икĕ çыравçă Борис ашшĕпе асламăшĕ патне пырса ларнă, калаçнă. Борис амăшĕ, Евгения Павловна, колхоз ĕçĕнчен юлман. Килте апат пĕçерсе çитерекенĕ асламăшĕ пулнă. Ун чухне Борис пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ. Пĕррехинче ăна, шкултан таврăннăскере, Петĕр Хусанкай сăвă каласа пама хушнă. "Пÿрт варринче пукан çине тăтăм та сăвă пăхмасăр каларăм: "Ан авăн, шĕшкĕ! юрра та шăрантартăм. "Мана çавăн чухне Петĕр Хусанкай мухтарĕ. Чăвашла та, вырăсла та лайăх пĕлмелле", — тесе пил пачĕ. Ун пилне ялан асра тытатăп. Вырăс-чăваш чĕлхипе литератури уйрăмĕнче вĕренсе алла диплом илтĕм", — аса илет халь нумай çул иртнĕ хыççăн хăйĕн ачалăхне.

Институтра вĕреннĕ çулсенче Михаил Яковлевич Сироткин профессор сăмахĕсене те асрах тытса упрать. "Эпĕ çырнă доклада ырларĕç. Аспирантура çинчен манса ан кай. Сан наука çулĕпе утмалла", — тесе пил пачĕ мана академик, паллă ăсчах. Çавсен пилĕсене асра тытса пурăнатăп, — çирĕплетсех калать тĕпчевçĕ, таврапĕлÿçĕ. "Выла юхать выляса" кĕнеки те кун çути курчĕ унăн. Пĕр çулхине эпĕ чĕрепе аптăрарăм. Инфаркт терĕç. Икĕ хут пулчĕ ку манăн. Сиплентĕм. Çав çулхине вăрмансем çунма пуçларĕç. Шупашкарта сывлама май çук, тĕтĕм сирĕлмест. Борис Иванович мана Тури Вылăна пыма сĕнчĕ. Кайма шухăшларăм. Петĕр Хусанкайпа Александр Артемьев утнă сукмаксемпе утса курас. Чăвашсен тăлăх ачана пăхса ÿстерес, çынна йывăр килсен пулăшас йăла пур. Борис Иванович мана хăйĕн тăван ялне чĕнни çав йăласенчен пĕри пулчĕ ĕнтĕ. Тури Вылă ял çумĕнчен инçе мар таçта-таçта çити тăсăлакан сĕм вăрман. Ял çумĕпе Выла выляса шăнкăртатса юхса выртать. Сывлăш уçă, ирсерен куккук авăтать. Шăп канса пурăнмалли вырăн.

Акă Александр Артемьев хăй хайлавĕсенче сăнланă Тикĕт варĕ, Сухăр варĕ, Çăка варĕ, Автан çырми... Хаяр вăрçă çулĕсенче мĕнлерех аса илнĕ пулĕ вăл хăйĕн тăван ялне. Акă ман ума тухса тăрать икĕ паллă çыравçă сăнарĕ. Вăрçă салтакĕсем... Вĕсем утнă сукмакпа утатăп. Тикĕт варĕ çумĕнче ял халăхĕ лартса ÿстернĕ чăрăшсемпе хырсем... Пĕлĕтсем патне кармашаççĕ. "Халĕ вĕсем пĕри те çук, лăпкăн çывăраççĕ. Хырсемпе чăрăшсем пурăнаççĕ асăнмалăх", — ăнлантарать мана Борис Иванович. Унтан хушса хурать: "К.Магницкий этнограф Выла мĕне пĕлтернине çапла ăнлантарать: "Выл, Выла — добрый дух". Тĕрĕсех пулĕ. Выла вăрмантан юхса тухать те лăпкăн, Александр Артемьев сăмахĕсемпе каласан — выляса юхать. Халăх сăнани çапла: çуркунне Выла лăпкăн юхсан ял халăхĕ лăпкă пурăнать, шавласа юхсан — шавлă пурăнать". Сăнанă вĕт халăх. Çапла калаçса пырса вăрмана кĕретпĕр. Мана тĕплĕн ăнлантараканĕ Борис Иванович. "Эпĕ астăвасса пирĕн вăрманта вунултă утар тетчĕç. Акă çак утар вырăнĕ. Якку утарĕ текенскер, пирĕн асатте утарĕ. Ача чухне çуллахи кунсенче миçе хутламан-ши çакăнта? Утар йĕри-тавра карти-картипе хура кăрăç ÿсетчĕ. Нумай татнă", — тесе хурать. Асатте те çук, утарĕ те çук, — хурлăхлă сасă илтĕнет вăрманта. Малалла утатпăр. Катя утарĕ текен вырăна çитсе тухрăмăр. Кунта та вĕлле хурчĕсем сĕрленĕ. Ку утар Мăкшă текен вырăнтан инçе мар. "Мĕншĕн Мăкшă тесе каланă?" — ыйтатăп эпĕ кăсăкланса. "Пăкачав çарĕ тăнă теççĕ çак вырăнта. Патша çарĕ Пăкачава аркатсан, мăкшă çынни тăрса юлнă пулать. Çавăнпа Мăкшă тесе каланине илтнĕ", — пулчĕ хурав. Аваллăх вĕт. Илчелче шывĕ патне çитрĕмĕр. Ку шыв та вăрмантан юхса тухать, шывĕ тăп-тăрă, ĕçме тутлă. Йывăç турачĕ çинче курка çакăнса тăрать. "Иртен-çÿрен шыв ĕçтĕр", — тенĕ ĕнтĕ çак çын. Ырă йăла вĕт халăхăн, тарасана ан сур тенĕ евĕрех. Мĕншĕн Илчелче тесе каланă? Пĕлекен çук. Вăрмантан тухрăмăр. Уйпа ялалла утатпăр. Папай варĕ патне çитрĕмĕр. "Эпĕ студент чухне чавнă çăлкуçран шыв ĕçер. Çуллахи каникул вăхăтĕнче çак варта утă çулатпăр. Шăрăх. Çывăхра çăлкуç çук. Шыв ăсма кайса вăхăта ирттерес килмест. Утатăп вар тăрăх. Йĕпе вырăн асăрхарăм. Чавса пăхас. Шыв тапса тухрĕ. Çăлкуç пулчĕ. Утă çулакансем савăнсах, тăраниччен шыв ĕçрĕç. Мĕншĕн Папай варĕ тенĕ? Пĕлместпĕр", — çăлкуçран шыв ĕçнĕ май ăнлантарать юлташăм.

"Ĕлĕк анатри чăвашсем асаттене папай тенĕ. Халĕ те пур-ха хăшпĕр ялта папай тесе калакансем. Ĕлĕкхи чăвашсем, çак тăрăхра пурăннисем те папай тенĕ пулĕ çав. Çавăнтан пулса кайнă пулĕ папай варĕ", — халĕ эпĕ ăнлантаратăп Папай варĕнче çăлкуç чавнă Борис Ивановича тав туса. Илемлĕ тăрăх... Çырла, кăмпа, мăйăр... Мĕнпе кăна сăйламасть пулĕ тараватлă вăрман.

Санька юрласа ÿснĕ юрăсем

Çыннисем те хăнана пăхма пĕлеççĕ. Каçхине Вера Яковлевна патне кайрăмăр хăйсем чĕннипе. Вера Яковлевна Александр Артемьевăн пиччĕшĕн Иван Спиридоновичăн мăшăрĕ. Ун чухне пурăнатчĕ-ха. Ытла та ăшшăн каласа кăтартрĕ Санька пурнăçĕ çинчен. Александр Артемьева ялта Санька тесе чĕнеççĕ. Чăваш халăх писателĕнчен тăватă çул кăна кĕçĕнрех кÿршипе, Урине акипе, калаçни те нумайлăха асра юлчĕ. Мĕнле кăна юрă юрламарĕ пулĕ вăл! Санька юрласа ÿснĕ юрăсем. Чăвашсен ырă йăлисене упраççĕ ку ялта. Тата тепĕр йăлана асăнар. Мăнкун çитет, ăна кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Анатри чăвашсем мăнкун пăттине малти тăвансемпе çиеççĕ. Мăнкун ратни теççĕ ăна. Ашшĕ енчи тăвансем малти шутланаççĕ, амăш енчисем — кайри. Ратнере миçе кил, кашни килех кĕрсе пăтă, хĕретнĕ çăмарта çиеççĕ. Тури Вылăра вара кÿршĕсемпе мăнкун пăтти çиеççĕ. Ку йăла та лайăх, кÿршĕсемпе тепĕр мăнкунччен тÿрĕ, килĕштерсе пурăнмаллине пĕлтерет. Борис Ивановичăн тăванĕсем, пиччĕшпе аппăшĕ, кÿршĕри Штанашри вăтам шкулта вĕреннĕ. Санька та çав шкулах çÿренĕ. "Штанаша кайса курар", — сĕнчĕ мана таврапĕлÿçĕ. Килĕшрĕм. Пĕр уяр кун Штанаша кайма тухрăмăр. Выла урлă каçрăмăр Тури Вылăран тухсан. Кунта Выла тĕпĕ хăйăрлă. Тăвалла хăпартăмăр та йывăçсем лартса тултарнă çул хĕррипе утрăмăр. Сарă хурăн текен вырăн тĕлне çитрĕмĕр. "Темшĕн сарă хурăн теççĕ çак вырăна?" — сăмах хушрĕ тантăшăм. Хурăн шурă вĕт. Эпĕ аса илтĕм больницăра пĕрле выртнă хĕрарăм каласа панине. "Эпĕ Сарă хурăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл Шупашкартан тухсан Ишлее каякан çултан инçех мар, Катраç ялĕ çумĕнче ларать. Ялĕ ытла пысăках мар. Пĕр таркăн салтак юланутпа пырса тухнă пулать пĕр хĕвеллĕ кĕрхи кун. "Ăçта каятăн?" — тесе ыйтнă çынсем çак салтакран. "Авă, çав сарă хурăнсем патне", — тĕллесе кăтартнă салтак. Çав вырăна çитсе чарăннă, ял пуçланса кайнă. Ял ятне Сарă хурăн тенĕ. Кĕркунне хурăн сарă тум тăхăннăран. Каласа кăтартрăм хам илтнине. Çак вырăн та пĕр-пĕр çын çапла каланă пулĕ те сарă хурăн текен вырăна.

Вăрман урлă ялсем

Калаçса пынă май Штанаша çитсе те тăтăмăр. Ултă çухрăм утни сисĕнмерĕ те. Штанаш Хĕрлĕ Чутай районне кĕрет. Çак тăрăхри ялсене Кивĕ Атай, Çĕнĕ Атай, Вырăс Атай, Яманкас тата ыттисене те вăрман урлă ялсем теççĕ Хĕрлĕ Чутайсем. Вăрманĕ таçта çитиех тăсăлать те. Штанашра вара вăтам шкул пулнă. Тури Вылă ачисем çак яла вĕренме çÿренĕ. Шкулĕ ял варринче ларать. Унта пырса кĕрсен утмалăх пур урампа. Халĕ асфальт сарнă. Шкула çитрĕмĕр. Пире чăваш чĕлхипе литературине çак шкулта вăтăр çул ытла вĕрентекен М.Майоров кĕтсе илчĕ. Икĕ хутлă кирпĕч шкул. Картишĕнче Александр Артемьев вĕреннĕ йывăç пÿрт ларать. Шăпах эпир пынă чухне кивĕ шкултан çĕннине Александр Артемьевпа Сергей Павлович Юшков кĕнекисене çĕнĕ шкула куçаратчĕç. Шкул ачисем пулăшаççĕ куçарма. Çыравçăсен пÿлĕмĕ пулать. Сăмах май, ку шкулта пулас çыравçăна Сергей Юшков вăрçăччен вĕрентнĕ. Иккĕшĕ те вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă. Литература çулĕ çине тăма пулăшнă Штанашра вĕренекен Санькана Сергей Павлович. Кĕнекисене тирпейлĕ упраççĕ Штанаш шкулĕнче авалхи ырă йăла-йĕркепе. Çакна курсан чун савăнчĕ. Халĕ Тури Вылăри ачасем кÿршĕри Ураскилтри вăтам шкула çÿреççĕ. Кунта вара виçĕ çухрăм кăна утмалла. Штанаш инçерех. Борис Иванович Ураскилтри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Хăй вĕреннĕ шкултах хĕрĕх çула яхăн вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Шырав, тĕпчев ĕçне тусах пынă ачасене вĕрентнĕ май. Ураскилтре Н.Ваçанкка çуралса ÿснĕ. Борис Иванович унăн пурнăçĕ çинчен тĕпчесе статьясем кăларнă. Н.Ваçанккан пĕрремĕш арăмĕ Петĕр Хусанкайăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ пулнă. Вĕсен хĕрĕ Ураскилтех качча тухнă, унтах пурăнать. Шырать, тĕпчет чăвашсен ырă йăли-йĕркисене, вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн пухать. "Пирĕн тăрăхри çăлкуçсем" очеркĕ те пуян. Тури Вылăри Мăн çăл çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Ял варринчи çырмари Мăн çăл шывĕ сипетлĕ, Александр Артемьев ĕçсе ÿснĕ çăл. Тавралăхĕ пуян. Вĕсен ялĕнчен инçех мар ĕлĕк Выселка ял пулнă çĕртен инçех мар Сивĕ çăл юхса выртать. Çав шывпа сипленме таçтан-таçтан та пырса çÿреççĕ çынсем. Мĕн пĕлнине çырать Борис Борисов таврапĕлÿçĕ.

Тавах ăна тăван халăхăн ырă йăли-йĕркисене тытса пынăшăн.

Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.