Комментировать

26 Июл, 2016

Савнийĕ патне те хурçă утпах çÿренĕ

Тимĕр тимĕре юратать, тимĕр тимĕре сиплет. Чăннипех çапла. Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçра пурăнакан Владимир Такташкин пирки. Владимир Иванович çĕмĕрĕлнĕ техникăна юсаса çĕнĕ пурнăç парнелеме ăста. Ачаранах трактор, машина патнелле туртăннă вăл.

«Эпĕ пĕчĕк чухнех Çумкка тетепе тракторпа ларса çÿреме килтен тухса тараттăм. «Санăн шурă çÿçÿ мĕлтлетни кăна курăнса юлатчĕ», — тетчĕ анне. Астăватăп-ха: 5-6 çулта чухне ирхине тăваттăрах тăраттăм. Çамрăк чухне савни патне те хурçă утпах çÿренĕ. Хула пирки ĕмĕтленмен, çемьере пĕр ывăл пулнăран аттепе анне мана: «Эсĕ тĕпкĕч, санăн киле юлмалла», — тенĕ. Аслă Арапуç шкулĕнчен вĕренсе тухсан Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне кĕтĕм. 1-мĕш курс хыççăн салтака илсе кайрĕç. Çартан таврăнсан ăнăçлах вĕренсе пĕтертĕм. 1985 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине куçăн мар майпа пĕлÿ илме кĕтĕм. Инженер специальноçне алла илнĕччĕ ĕнтĕ, ял хуçалăхĕнче тăрăшакана агроном ĕçне пĕлни те кирлех терĕм. 1985 çулта Патăрьелти ял хуçалăх техникинче ĕçлеме пуçларăм. Агрономра вăй хуман пулин те вĕреннĕшĕн пĕртте кулянмастăп — çĕр ĕçне пĕлни мана яланах кирлĕ», — каласа кăтартать Владимир Иванович.

Владимир Такташкин çÿлерех асăннă организацире инженер-технологра, диагностика тăвакан инженерта, 23 çул ĕçленĕ. Тĕрĕсрех каласан — тимĕр-тăмăр, техника кăлтăкĕсене тупаканни пулнă. «Çитетĕн те пĕр-пĕр колхоза — унта 30-40 çын сана куçран пăхса тăрать. Тракторĕ варринче ларать. Унта ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕсем те, агрономсем те, манран чылай çул аслисем те пур. «Э-э, ку çамрăк мĕн пĕлтĕр ĕнтĕ? Мĕншĕн янă-ши ăна?», — тенине те илтме тÿр килетчĕ тепĕр чухне. Ĕçе пикенеттĕм те — сăлтавне тупаттăм. Трактор кĕрлесе те каятчĕ... Çавăн хыççăн пĕри те тепри манпа алă тытасшăн, туслашасшăн, кашниех килне хăнана илсе кĕме хатĕр. Ят-сум тени çапла майĕпен ÿссе пычĕ. Халĕ мана Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем пурте паллаççĕ. 2007 çулта Ял хуçалăх техники саланчĕ, çынсем ĕçсĕр юлчĕç. Эпĕ тăван тăрăха килтĕм. «Маларах кунта «Рассвет» хуçалăхĕн 1-мĕш бригадин мастерскойĕ пулнă. Унта ĕлĕк сÿресене, машина-трактора тÿрлетнĕ. «Эсĕ пĕрех техникăна диагностика тума пире пулăшатăн, санах чĕнетпĕр. Атя, çав ĕçпех ĕçле», — терĕ мана ун чухне «Первомайск» хуçалăх ертÿçи Михаил Петров. 2008 çулта юсав мастерскойне йĕркелесе ятăм. Икĕ хутчен кредит илсе тракторсем туянтăмăр. Унсăр илме йывăр хальхи вăхăтра. Тÿлесе татман-ха, сывлăх пулсан пĕчĕккĕн татăлăпăр. Утă çулмалли, пресламалли, кишĕр, севок-сухан акмалли... Пĕр сăмахпа — мĕнпур агрегат пур. Пирĕн патра техникăна тÿрлетме кÿршĕ ялсемпе районсенчен те, Шупашкарти предприятисенчен те килеççĕ. Е хăйсем хама чĕнсе илеççĕ. Пирĕн кунта тимĕрçĕ лаççи те, вучахĕ те, сунталĕ те пур. Тимĕре авса эрешсем те тăватпăр», — юсав лаççипе паллаштарнă май пĕлтерет ăста. Кунта хăйне май хуралçă — «Чикан» ятлă хура йытă та — пур.

«Йывăрлăхсене çĕнтерсе пыратăп. Техника пайĕсене тупма йывăрах мар халĕ, ятарлă лавккасем пурри савăнтарать. Яла юлнăшăн пĕрре те ÿпкелешместĕп. Кунта — ирĕк. Хăвна килĕшекен пахчаçимĕçе ÿстеретĕн. Кÿршĕннипе танлаштаратăн та унран лайăхрах тăк — савăнатăн. Тепĕр çул ĕçе тата ытларах ăнăçтарас килет. Çапла хăвна аталантарса пыратăн», — чунне уçать Владимир Иванович.

«Ялта лайăхрах ĕç­ле­кенсене ăмсанакансем те пулакан. Çавă кулянтармасть-и сире?» — калаçăва сыпăнтаратăп эпĕ.

«Чунĕпе чухăн çынсем кăна ыттисене юратмаççĕ. Манăн кĕвĕçÿ туйăмĕ çук. Çын картишне хăть самолет, хăть вертолет анса лартăр — ăмсанмастăп. Кĕвĕçни — хăвна «çини» кăна», — хуравлать Владимир Такташкин.

«Техникăна юратнисĕр пуçне тата мĕнпе кăсăкланатăр?» — пĕлес килчĕ манăн.

«Темтепĕр шухăшласа кăларма юрататăп. Нумаях пулмасть тимĕртен эрешлесе хапха турăм. Çын психологине тĕпчеме кăмăллатăп. Хăшĕсем çав тери йывăр кăмăллă пулаççĕ. Вĕсемпе çыхăну йĕркелеме кансĕр. Психологие пĕлсен вара кирек кампа та лайăх хутшăну йĕркелеме пулать. Çавăнпа психологипе çыхăннă кĕнекесене ăса хыватăп. Хама килĕшекен каларăшсене ятарлă тетраде çырса илетĕп. Ялта пурăнаканăн выльăх усрамаллах. 2 ĕне, 2 пăру, 2 сысна тытатпăр. Кăркка, чăх-чĕп йышлă. Хурсем те илесшĕн-ха. «Ялта ĕç çук», — тенине паян тăтăшах илтме пулать. Ĕçлекен çыншăн ялта ĕç темĕн чухлех. Тепĕр вăрттăнлăха та уçатăп. Эпĕ кăштах калемçĕ те. 1989 çултанпах «Сельский механизатор» журнала çырăнса илетĕп. Унтанпах вырăсла статьясем çыратăп, çынсен ыйтăвĕсене хуравлатăп. «Лайăх, ăнланмалла çыратăн», — теççĕ мана журналистсем. Чăн та, материалсене нимĕн улăштармасăрах пичетлеççĕ. Маларах гонорар та паратчĕç. Чылай çул ĕнтĕ «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Хресчен сасси», «Авангард» хаçатсене çырăнса илетпĕр», — итленĕçем итлес килет кăмăллă çынна.

Владимир Такташкин мăшăрĕпе Ирина Александровнăпа икĕ хĕрпе пĕр ывăл — Анета, Галя, Андрей — пăх­са ÿстернĕ. Хĕрĕсем çемье­ллĕ ĕнтĕ. 4 мăнукĕ — чун хĕпĕртевĕ. Ывăлĕ Андрей ашшĕн çулне суйланă — Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн инженери факультетне пĕтернĕ. Халĕ Патăрьелти СТОра ĕçлет. Çав вăхăтрах куçăн мар мелпе юридици енĕпе аслă пĕлÿ илет. «Ывăлăм яла юлнăшăн хĕпĕртетĕп. Пур агрегатпа та ĕçлеме пĕлет вăл. 6-мĕш класранпах тракторпа çÿрет. Эпĕ хамăн хурçă утăма ăна кăна шанса паратăп. Ыттисем пек мар, тирпейлĕ вăл. Мăнукăм Вова вара /Гальăн ывăлĕ/ трактор çинчен анма та пĕлмест. Унтах çывăрса каять вара. Кăçал 7 тултарать вăл. Яла килсен хулана каясшăн мар йĕрет. Пĕррехинче витене пытаннă, ашшĕ сĕтĕрсе тухрĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнччăр — çакă манăн чи пысăк ĕмĕт. Паллах, Андрея авлантарса мăнукăмсене ытларах курасчĕ», — чунне уçать кил хуçи. Владимирпа Андрей Такташкинсем ирĕклĕрех вăхăтра ял çыннисене çĕрулми лартма, кишĕр, сухан акма, утă çулма тата ытти нумай ĕçе тума пулăшаççĕ. Паян Владимир Иванович вырăнти хуçалăхри комбайнсене юсама, диагностика тума пулăшать. Сăмах май, ăстана кÿршĕ ялсенче те паллаççĕ, «Такташкин» тесен пурте пĕлеççĕ. «Тĕрĕссипе, пирĕн хушамат маларах «Никитин» пулнă. Хăй вăхăтĕнче Аслă Арапуç ялĕнчи чиркĕве ĕçлеме килнĕ пачăшкă Такташкин хушаматлă пулнă. Пирĕн асатте чиркÿ старостинче ĕçленĕ. Такташкин хушамата вăл çав тери килĕштернĕ», — вăрттăнлăха уçрĕ Владимир Иванович. «Акă камран тĕслĕх илмелле ял çыннисен», — пĕтĕмлетрĕм эпĕ Такташкинсем патĕнчен тухсан.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

   

Лидия Петровна, Владимир Такташкинăн амăшĕ:

«Ачаранах техника çумне çулăхнă вăл. Çуралсанах тетте тракторпа вăнь-вăнь! тесе вылятчĕ. «Эх, çак ачана ÿстерсе пĕрре Хурама Тăвара /тăван ялне. —  Авт./ транспортпа кайса килесчĕ», — теттĕм хăш чухне. Мухтав Турра, ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Хурама Тăвара тракторпа та, машинăпа та пĕрре кăна мар çитсе килтĕмĕр. Асламăшĕ питĕ юрататчĕ ăна, «Вовик», «Вовиççа» тесе кăна тăратчĕ. Куçне ĕмĕрлĕхех хупас умĕн ăна: «Асатте çуртне ан салат», — тесе пиллесе хăварчĕ. «Вовик, çĕр!» — тесе вилсе кайрĕ. Масар çинче шăтăк чавнă чухне Вовике çĕр пуçлаттарăр тени пулчĕ ку».

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.