Комментировать

26 Июл, 2016

Çĕнĕ кĕнекене пахаларĕç

Мероприятие Чăваш Республикин Бокс федерацийĕн вице-президенчĕ, Европăн бокс енĕпе чемпионĕ /1983 ç./ Владимир Мельник пуçарнипе йĕркелерĕç.

Икĕ Владимир — Владимир Мельникпа Мускав патшалăх университечĕн профессорĕн, теннисистăн, Раççей Писательсен союзĕн Мускаври организацийĕн членĕн Владимир Ежовăн — туслăхĕ тĕлпулу ирттерме пулăшрĕ. В.Ежовăн «Мне нужна в турнире Муза» çĕнĕ кĕнекине пахаларĕç.

Пултарулăх каçне Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕсем, поэзие юратакансем, спортсменсем пухăнчĕç. Хăнасен хушшинче — «Мне нужна в турнире Муза» кĕнеке редакторĕ, парашют спорчĕ енĕпе Çурçĕр Кавказ çар округĕн чемпионки, паллă совет çыравçин Александр Фадеевăн тăванĕ Ольга Фадеева, поэтсем, Раççей писательсен союзĕсен Пĕтĕм тĕнчери пĕрлĕхĕн членĕсем Любовь Петрова, Галина Белгалис, Марина Есенина, Дмитрий Поздеев çыравçă, Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн председателĕн пулăшуçи Елена Светлая, Анатолий Вдовичев боксер, Вырăс литература клубĕн членĕ Сергей Тихонов поэт, вырăс тата чикан романсĕсен пĕтĕм тĕнчери конкурсĕсен дипломанчĕ Владимир Ерусланов солист-гитарист тата ыттисем.

Владимир Ежов çинчен Чăваш Енри тусĕсем ыррине сахал мар каларĕç. Сăмахран, Ольга Фадеева вăл ырă кăмăллă, нумай енлĕ талантлă пулнине палăртрĕ.

Автор хăй спортпа кăсăкланнине пĕлтерчĕ, преподаватель ĕçĕ-хĕлĕ, тĕнче тăрăх курса çÿрени, литературăна, театра чунтан юратни çинчен каласа кăтартрĕ. Сăвăсен пуххине тĕплĕн шухăшласа хатĕрленĕ. Ăна вулакан патне çитерме профессионалсем, кĕнеке кăларас ĕç ăстисем хутшăннă.

Поэт хăйĕн темиçе сăввине вуларĕ, вĕсем еплерех çуралнипе паллаштарчĕ, хăнасен ыйтăвĕсене хуравларĕ, хăйĕн юратнă юррине юрларĕ. Залра сăвăсем, юптарусем каларĕç, спорт, юратупа туслăх çинчен хывнă юрăсем шăранчĕç. Наци библиотекине, хăнасене В.Ежов «Мне нужна в турнире Муза» кĕнекине парнелерĕ.

Елена СВЕТЛАЯ

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.