Шупашкарпа Аньхой çывăхланаççĕ
Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи ертсе пынипе утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ульяновскра Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа çыхăну тытса ĕçлемелли канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Михаил Васильевич тата Аньхой провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕн заместителĕ Лю Ли ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Китайри Аньхой провинцийĕн Халăх правительстви суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме килĕшÿ алă пуснă.
Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Лю Ли ертсе пыракан делегаци Чăваш Ене çитсе унпа паллашма пуçларĕ. Хăнасем чи малтанах Шупашкар районĕнчи «Бичурин тата хальхи вăхăт» музейре чарăнчĕç. Вĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин кĕтсе илчĕ. Карап çинчен бала лекнĕ пекех туйрĕç пулĕ хăйсене инçетри туссем. Тĕнчипе паллă синолога, Демидов премийĕсен лауреатне /1834, 1837, 1842, 1849/, Раççей ăслăлăхĕсен академийĕн член-корреспондентне, Парижри Ази обществин чăн членне, Раççей империйĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Ази департаменчĕн ăслăлăх ĕçченне Никита Бичурина /1777-1863/ хисеплесе уçнă музей ентешĕмĕр Китайра ăслăлăх енĕпе пурнăçланă вышкайсăр пысăк ĕçĕпе паллаштарать. Китай делегацийĕшĕн те кăсăкли пайтах пулчĕ унта. Тăван чĕлхипе çырнă кĕнекесене, Бичурин китайларан вырăсла куçарнă «Троесловине» алла тытса пăхрĕç, Иакинф аттен ăслăлăхри ĕçне чăн-чăн паттăрлăхпа танлаштарчĕç.
Владимир Аврелькин, Лю Ли тата унпа пĕрле килнĕ ушкăн /йышра Аньхой университечĕн Раççее тĕпчес тĕлĕшпе ĕçлекен центрăн директорĕ Ши Хуншен, Аньхой провинцине аталантарас енĕпе ĕçлекен комитет директорĕ Чшан Шаочунь, «Вань Шэнь» ООО директорĕ Го Фэн тата ыттисем те/ музей çывăхĕнчи паркри Никита Бичурин палăкĕ умне чечек çыххисем хучĕç. Ун хыççăн делегаци Шупашкара çул тытрĕ.
Тĕп хулара федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне, «Ача-пăча савăнăçĕн керменĕ» ача аталанăвĕн центрне — 8-мĕш ача садне — çитсе курнă хыççăн хăнасене Правительство çуртĕнче йышăнчĕç.
Владимир Аврелькинсăр пуçне унта ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов, ЧР вĕренÿ, çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, чылай предприяти ертÿçи хутшăнчĕç.
Владимир Александрович хăнасене Чăваш Енпе паллаштарнă май çак самантсене палăртса хăварчĕ: республикăра терминалпа логистика комплексĕсем тума майсем çителĕклĕ; автотранспорт тĕлĕшĕнчен «Европа — Çурçĕр Китай» çулĕ çинче вырнаçнă; тĕп отрасльсен йышĕнче — ял хуçалăхĕ, электротехника, хими отраслĕ, машиностроени; 19 аслă вĕренÿ заведенийĕ, вĕсенче 38300 студент вĕренет; ирĕклĕ çĕр лаптăкĕ 298, вĕсем 1688 гектар йышăнаççĕ; экспорта ял хуçалăх культурисене, кайăк-кĕшĕк, кондитер продукцийĕсене, электротехника хатĕрĕсене ăсатаççĕ.
Владимир Аврелькин сăмахĕсем хыççăн Китайри ĕçтешĕсем Чăваш Ен çинчен ÿкернĕ фильмпа паллашрĕç.
Хăнасем те хăйсен çинчен каласа кăтартрĕç. Аньхой провинцийĕн кĕпĕрнаттăрĕн заместителĕ Лю Ли пĕлтернĕ тăрăх — вĕсен провинцийĕ 140 пин тăваткал километр лаптăк çинче вырнаçнă, унта 70 миллион çын пурăнать, 110 вуз. Аньхой — экономика тĕлĕшĕнчен лайăх аталаннă регион.
— Ман шухăшпа — Аньхойпа Чăваш Ене çыхăну тытса малалла аталанма майсем çителĕклĕ, — терĕ Лю Ли. — Суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари енĕпе çыхăну тытса ĕçлеме тунă килĕшÿ пире тата çывăхланма пулăшĕ. Эпир çапла пуласса питĕ шанатпăр.
Правительство çуртĕнчи тĕлпулу хыççăн хăнасен шухăшне пĕлес терĕм. Го Фэн, сăмахран, хăйне Шупашкар питĕ килĕшнине палăртрĕ. «Ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелесси пирки шухăшласа пăхатăпах. Çак самантрах татăклă хурав параймастăп-ха», — терĕ.
Аньхой университечĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ вара хутшăнусене икĕ çул каяллах çирĕплетнĕ. 2014 çулхи чÿк уйăхĕнче Аньхой провинцийĕн делегацине ЧПУра йышăннă. Университет никĕсĕ çинче Аньхой Культурин кунне ирттернĕ.
Виçĕмкун та Китай делегацине Чăваш патшалăх университетĕнче ăшшăн йышăнчĕç. Хăнасене ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, ЧР вĕренÿ, çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Сергей Кудряшов, ЧПУн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен проректорĕ Евгений Кадышев, ыттисем кĕтсе илчĕç.
Тĕлпулăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин уçрĕ.
— Ют вырăнта та тăван кĕтес, çĕршыв ăшшине туйса илме яланах питĕ кăмăллă, — терĕ Владимир Александрович.
Мĕншĕн çапла каларĕ-ха министр? Шăпах çакăнта Китай культура центрне уçма палăртнă-çке, çавăнпа тĕплĕн хатĕрленни куç умĕнчех. Андрей Александров ЧПУ пурнăçĕпе, Лю Ли Аньхой провинцийĕпе, Аньхой университечĕн парткомĕн генеральнăй секретарĕ Ли Женьцюнь хăйсен университечĕн кун-çулĕпе паллаштарнă хыççăн Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнче икĕ ен вăйĕпе Китай культура центрне уçни çинчен ĕнентерекен документа Андрей Александровпа Ли Женьцюнь алă пусрĕç.
Шăпах çакăнта китай халăх йăли-йĕркипе, культурипе çывăх паллашма май пулчĕ те. Аньхой университетĕнчи искусствăсен институчĕн магистрĕ Хуан Ган китай вокалĕпе тĕлĕнтерчĕ. Çав университетри халăхсен хутшăнăвĕсен пайĕн ĕçченĕ Линь Цзиньцзинь халăх ташшине хÿхĕм ташларĕ. Физкультура преподавателĕ Ван Фэн кун-фу кĕрешÿ енĕпе ăсталăхне кăтартрĕ, искусствăсен институчĕн доценчĕ Тао Хэмин каллиграфи мелĕсемпе паллаштарчĕ. Китай культурипе çыхăннă кашни номер пирĕншĕн питĕ кăсăклă пулчĕ. Вĕсене чунпа, юнпа çав йăла-йĕркепе пурăнакансем пурнăçларĕç-çке.
ЧПУн энергетикăпа электротехника факультечĕн студенчĕ, каратэ енĕпе тĕнче чемпионĕ Дмитрий Вязов хăйĕн вĕренекенĕсемпе тĕрлĕ кăтартупа паллаштарсан хăнасем алă пиртен те вăйлăрах çупрĕç пулĕ.
Чăваш халăх артистки Августа Уляндина ертсе пыракан «Ярды» наци ансамблĕ шăрантарнă чăваш халăх юррисене те тимлĕн итлерĕç Китайри туссем. Делегаци йышĕнчисенчен хăшĕ-пĕри, тен, Августăна палласа та илчĕ пулĕ. Вăл иртнĕ çул Чăваш Енĕн Аньхойри кунĕсене хутшăннăччĕ.
Аньхой университечĕн вырăс чĕлхи факультечĕн деканĕн Ян Хуан шухăшне пĕлес терĕм.
— Эпĕ вырăсла хамăр патрах вĕреннĕ. Тата лайăхрах тĕпчес килет илемлĕ чĕлхене. Шупашкара иккĕмĕш хут килтĕм. Питĕ килĕшет мана кунта. Чăваш культури пуян, чĕлхи çепĕç. «Ярды» ушкăн юррисене сывламасăр тенĕ пек итлерĕм. Час-часах тĕл пулсан, тен, чăвашла та кăштах та пулин вĕренейĕп? — терĕ пике йăл кулса.
Надежда СМИРНОВА