ПĔЧĔК ХĔВЕЛЕ АСА ИЛТЕРЕТ
Кашни пахчарах тенĕ пек ÿстерекен хĕвелçаврăнăшăн тăван çĕршывĕ Мексика иккен. Çак çĕршывра пурăнакансем ăна сăваплă ÿсен-тăран вырăнне хунă. Унăн янкăр сарă чечекĕсем вĕсене çĕр çине аннă пĕчĕк хĕвеле аса илтернĕ. Çавăнпа "хĕвел чечекĕ" ят панă.
Шел те, чылайăшĕ хĕвел-çаврăнăшăн сиплĕ енĕсене тивĕçлипе хаклама пĕлмест. Ытларах чухне вăррине кăна ăшаласа çиме хăнăхнă. Тĕрĕссипе, хĕвелçаврăнăша чăн-чăн аптека тесен те йăнăш пулас çук.
Вăрринче белок 20 процента яхăн, çав шута нимĕнпе те улăштарма çук аминойÿçексем кĕреççĕ. 50-60 грамм вăрри организма çăра мар çуллă йÿçексен, Е, А витаминсен талăкра кирлĕ виçипе туллин тивĕçтерет. Сăмсалантарнă вăррипе вар-хырăм чирĕсенчен хÿтĕленме тата сипленме усă кураççĕ. Вăл иммунитета çирĕплетет, холестерин шайне чакарать, ăс-тăна, куç çивĕчлĕхне, ÿте, çÿçе лайăхлатать, ватлăх юхăмне вăрахлатать. Ача кĕтекен хĕрарăмсене питĕ усăллă, токсикоз витĕмне хытах чакарать.
Бронхит, колит, астма
Хĕвелçаврăнăшăн вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10 минутран сăрăхтармалла. Кăштах пыл хушма юрать. Кунне 2 хут 1-ер стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Сарамак, грипп
Вĕтетнĕ чĕрĕ е типĕ 2 апат кашăкĕ чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинчи майĕпен вĕрекен шыв мунчине 1,5 сехете лартмалла. Сăрăхтармалла, малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 3 хут апат умĕн 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сываличчен.
Витамин пухма
Организма витаминсемпе тивĕçтерме кунне 1-2 апат кашăкĕ сăмсалантарнă хĕвелçаврăнăш вăрри çисен лайăх. Ăна салата хушма та пулать. Шĕкĕлченĕ 1 стакан тĕшшине çумалла та 2-3 стакан шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе 2 сехет лартмалла. Шыва тăкмалла, тĕшĕсене каллех çумалла, шыв кăштах /вăрра нÿретмелĕх/ хушмалла, хупăлчапа витсе ăшă вырăнта 8-10 сехет лартмалла. Лайăх тĕшĕ çак вăхăтра кирлĕ пек сăмсаланать.
Сыпăсене тасатать
Хĕвелçаврăнăш тымарĕн чейĕ организмри тăварсене ирĕлтерет. Чĕртавара кĕркунне хатĕрлемелле, тымарăн тачка пайне кăна хăвармалла, ыттине кăларса пăрахмалла. Çумалла, типĕтмелле, усă курас умĕн шалча пăрçи пысăкăш касăксем туса вакламалла.
Эмальленĕ кастрюле 1 стакан тымар хумалла, 3 литр шыв ямалла, 1-2 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Тымарне пăрахмалла мар, татах усă курма холодильнике хумалла. Шĕвеке чей вырăнне 2-3 кун ĕçмелле. Ăна ĕçсе ярсанах холодильникри тымара 3 литр шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Халĕ тымарне пăрахма юрать. Шĕвеке ĕçсе ярсан çĕнĕ чĕртавартан татах хатĕрлемелле. Сиплев курсĕ — 1 уйăх. Шăк тăрăлса çитмесен малалла сипленме юрать.
Организма хĕвелçаврăнăш тымарĕпе тасатнă чухне пăрăçлă, тăварлă, уксус хушнă апат çимелле мар. Ÿсен-тăран диетине пăхăнсан лайăхрах.