ÇУЛЛАХИ ШĂРĂХРА
Çуллахи шăрăх кунсене йĕркеллĕ, сывлăха сиен кÿмесĕр, тÿссе ирттерме хăш-пĕр йĕркене шута илни, пăхăнни пулăшĕ.
Шăрăх кун
Пĕтнĕк /мята перечная/ шывĕ ÿт-пĕве ырă шăршă кĕртет, лайăх уçăлтарать. Вĕтетнĕ чĕрĕ 4-5 апат кашăкĕ çулçа тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Çур сехетрен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шĕвекпе шăрăхра тата ывăнсан кунне икĕ хут ÿт-пĕве чÿхемелле.
Вăй кĕртме
Тин юхтарнă хăяр сĕткенне пĕр виçепе шывпа хутăштармалла. Çак шĕвекпе ÿт-пĕве кунне икĕ хут çумалла. Ку меслет вăй-хала ÿстерет.
Ура ывăнсан
Вĕтетнĕ чĕрĕ 1 стакан армутине /полынь обыкновенная/ тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. 1 сехетрен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Сивĕрех шĕвекпе урасене майĕпен чÿхемелле е унпа 10-12 минутлăх ура ванни тумалла.
Тар шăршинчен
- Вĕтетнĕ чĕрĕ е типĕ 3 апат кашăкĕ чăрăш тăррине /хвощ полевой/ тин вĕренĕ 1,5 стакан шыва ямалла. 1 сехетрен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шĕвекпе хул айне кунне 2-3 хут çумалла, шăлмалла мар.
- Вĕтетнĕ чĕрĕ 3 апат кашăкĕ мелиссана тин вĕренĕ 1,5 стакан шыва ямалла. Çур сехетрен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Супăньпе çуса тасатнă хул айне çак шĕвекпе кунне 2-3 хут çумалла.
Пит хĕрелсен
Хĕвел çинче пит хĕрелсе кайсан вĕтетнĕ чĕрĕ 4 апат кашăкĕ петрушкăна тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче 3-4 минут лартмалла. Илсен çур сехетрен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шĕвекпе пите кунне темиçе хут çумалла, сăтăрмалла.
Ÿт кĕçĕтсен
Вĕтетнĕ чĕрĕ 3 апат кашăкĕ шурă явăнчăк курăка /яснотка белая/ тин вĕренĕ 3 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 5-7 минут вĕретмелле. Илсен çур сехетрен сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Шĕвекпе кĕçĕтекен ÿте кунне 2-3 хут çумалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.