Комментировать

20 Июл, 2016

Шупашкарти вулавăшсен çуллахи проекчĕсем

Çуллахи вăхăтра Шупашкарти вулавăшсем яланхи ĕç-хĕле тата та анлăлатаççĕ. Çак тĕллевпе кĕнекене, Раççей Федерацийĕнчи Кино çулĕнче тата Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкĕнче ирттерекен пысăк пĕлтерĕшлĕ литература пулăмĕсене халалланă интереслĕ проектсене пурнăçлаççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче хулари библиотекăсенче ĕçлекенсем Шупашкар администрацийĕн «Вулакан хула» проектне пурнăçлама тытăннă. Проект тĕллевĕ — çуллахи тапхăрта çынсене парксемпе скверсенче, картишĕнчи лапамсенче, пляжсенче, ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсенче вулама явăçтарасси. Чатăрсем - «вулав кĕтесĕсем», куçса çÿрекен библиотекăсем хатĕрленĕ.

«Вулав кĕтесĕсенче» — илемлетнĕ палаткăсенче — кĕнеке çÿлĕкĕсем, вулакансемпе библиотекарь валли сĕтел, пукансем. Библиотека фондĕнче — 1000-е яхăн экземпляр. «Вулав кĕтесне» «Шупашкар хули: 500 çул» паркра, ачасен А.Николаев космонавт ячĕллĕ паркĕнче, Студентсен тата Журналистсен скверĕсенче вырнаçтарнă. Кашниех кунта хăй мĕнпе кăсăкланнине кура кирлĕ кĕнеке тупма пултарать: ача-пăча литератури, вырăс тата чикĕ леш енчи çĕршывсен классики, фантастика, детектив, юрату романĕ, хаçат-журнал. Парка пырса çÿрекенсем «буккроссинга» — пĕтĕм тĕнчери кĕнеке улăштармалли юхăма — хутшăнма пултараççĕ. Çуллахи вулавăшсем кашни кунах /тунтикунсăр пуçне/ 10.00-17.00 сехетсенче ĕçлеççĕ.

Хулан сулахай çыранĕнчи пляжĕнче, Республика лапамĕнчи пляжра, Искусствăсен аллейинче, Элкер тата Гузовский урамĕсен хушшинчи аллейăра, Шкул çулне çитменнисен скверĕнче пĕчĕк çеç çуртсем — вулавăшсем вырнаçтарчĕç, унта та кĕнекесем улăштарма пулать.

Юлашки вăхăтра Шупашкарсем электрон кĕнекесемпе анлăн усă курма пуçларĕç. «Куçса çÿрекен вулавăш» инноваци проекчĕ пурнăçланса пырать. Вулавăшпа iOS, Android, Windows операци тытăмĕсен никĕсĕ çинче мобильлĕ хатĕрсем вырнаçтарнисем усă курма пултараççĕ. Çакнашкал библиотекăсене пуçласа Литература çулталăкĕн мероприятийĕсене ирттернĕ вăхăтра йĕркеленĕ. Хула халăхĕ вĕсемпе пĕрмаях усă курать. Кăçал кунашкал библиотекăсене Шупашкар кÿлмекĕнче, Чапаев скверĕнче тата П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕ çывăхĕнче вырнаçтарнă. Вĕсенче вырăс тата чикĕ леш енчи классика литератури, ача-пăча кĕнекисем, ку чухнехи проза, акăлчан хайлавĕсем пур.

Чăваш Енри ачасен хула тулашĕнчи “Жемчужина”, “Солнышко”, “Росинка”, “Салют”, “Березка”, “Бригантина” лагерĕсенче канакан ачасемпе çул çитмен çамрăксем валли 4 сменăра та вулавăшсем ĕçлеççĕ. Çитĕнекен ăру валли кунта литература сехечĕсем, конкурссем, вăйăсем, ăсталăх класĕсем тата ыттине те ирттереççĕ.

“Библиотекăсем тата шефла пулăшу” проект пирки те каласа хăвармалла. Ăна пурнăçласа Шупашкарти медицина учрежденийĕсенче, Халăха социаллă пулăшу паракан центрсенче куçса çÿрекен библиотекăсен ĕçне йĕркеленĕ. Вĕсен хушшинче — васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан больница, хулари 5-мĕш больница, П.Осипов ячĕллĕ 1-мĕш больница, усал шыçăсене сиплекен клиника диспансерĕ тата ыттисем.

“Библиотекăсен картишĕ” проектпа килĕ­шÿллĕн вулавăшсем картишсен уявĕсене, сывă пурнăç йĕркине халалланă тĕлпулусем ирттереççĕ.

Шупашкарти муниципалитет вулавăшĕсенче ĕçлекенсем ку таранччен мĕн тунипе çеç лăпланса лармаççĕ, çĕнĕ, яланхи пек мар ĕç мелĕсене шыраççĕ.

Наталия МИСИНА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.